Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Манӑн (тĕпĕ: мана) more information about the word form can be found here.
Паллах, манӑн, ҫамрӑк та вӑйпитти журналистӑн, ҫав шанӑҫа тӳрре кӑларма тӑрӑшасси кӑна юлчӗ.

Help to translate

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

- Тӗрӗсрех каласан, манӑн чунра ачаранах хам мӗн шутлани, курни-илтни ҫинчен ыттисене каласа парас туйӑм вӑраннӑ, - калаҫӑва малалла тӑсать паянхи талантлӑ ҫыравҫӑ тата пултаруллӑ ертӳҫӗ.

Help to translate

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

«Вырӑссен аслӑ писателӗ Максим Горький /Йӳҫ Макҫӑм текенни те пулчӗ ӑна/ е чӑвашсенчен Никифор Мранькка ятарлӑ пӗлӳсӗрех пӗтӗм халӑха тыткӑнлакан хайлавсем, тӗлӗнмелле чаплӑ романсем таранах ҫырнӑ-ҫке!» - парӑнассӑм килмерӗ манӑн, хам та ҫичӗ класслӑ пӗлӳпех хаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑран, каярахпа темиҫе кӗнеке те кӑларма пултарнӑран.

Help to translate

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Манӑн сӑмахӑм Муркаш районӗнчи Исетерккӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Зоя Никифоровна Емельянова ҫинчен пырӗ.

Help to translate

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Манӑн дневнике «5» паллӑсем ҫеҫ илемлетсе, капӑрлатса тӑраҫҫӗ, — тет Ирина пӗтӗм чун хавалӗпе.

Help to translate

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Аппа тенӗрен, вӗсем иккӗн манӑн — Алинӑпа Света.

Help to translate

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Анчах та, шел, манӑн пултарулӑхӑмпа атте ҫеҫ савӑнаймасть.

Help to translate

Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

— Асанне пек пулас килет манӑн.

- Хочу стать как бабушка.

Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Авӑ, манӑн хастар вӗренекен те малашне шкул, район ятне ҫӳлте тытасса пӗлсех тӑратпӑр, — терӗ Галина Леонидовна.

Help to translate

Шуршӑл илӗртет // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ҫыратӑп, чӗрере манӑн ҫӗнӗ вӑй-хӑват ҫуралать.

Help to translate

Шуршӑл илӗртет // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Манӑн шухӑшпа, ку ҫӗнӗлӗх уголовлӑ явап тыттарассинчен те витӗмлӗрех.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Вӗсем мана йӑлӑхтарсах ҫитерчӗҫ, йӗркеллӗ пурӑнма памаҫҫӗ. Эпӗ Ишлӗре килте пӗлтӗрхи раштавра юлашки хут пултӑм. Анчах мана кӗртмерӗҫ, алӑка питӗрчӗҫ. Хамӑн кил-ҫурта кирек хӑҫан та пырса ҫӳреме ирӗк пур манӑн. Япаласене кислота сапса ҫунтарса ячӗҫ, пушмаксене касса вакларӗҫ. Питӗ «ӑслӑ» арӑм тупнӑ та, ӑна итлесе пурӑнаҫҫӗ. Урамра е автобусра курсан тӳрех хӑртма, кӑшкӑрма тытӑнаҫҫӗ», — ӑнлантарчӗ Ольга Краснова.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Ку манӑн арҫын вӗт», — мӗлтлетнӗ пуҫра шухӑш.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пиччен Сашӑн — ывӑлпа хӗр, Юрккан — виҫӗ ывӑлпа икӗ хӗр, Сергейӑн — икӗ ывӑл, манӑн — пӗр ывӑл, йӑмӑкӑн Надьӑн — пӗр ывӑл, шӑллӑмӑн хӗрпе ывӑл кун ҫути курнӑ.

Help to translate

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Иккӗмӗшӗнче вӑл, текех таврӑнмасса сиснӗ тейӗн, уничере икӗ ҫулти ывӑлне, манӑн аттене, ҫӳлелле ҫӗкленӗ те: «Садовниковсен ратти нихӑҫан та пӗтмӗ», — тесе кӑшкӑрнӑ.

Help to translate

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Чӗре патне ҫитнӗ сӑнара ҫеҫ: «Ку — манӑн», — тесе йышӑнатӑн.

Help to translate

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кашни сӑнарта — манӑн вӑй, юрату, чун.

Help to translate

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Эпӗ пурнӑҫра пачах урӑх ҫын, вӗсем манӑн шалти тӗнчене пӗлмеҫҫӗ.

Help to translate

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Манӑн юрату ӑна ҫав кунхинех ура ҫине тӑратрӗ.

Help to translate

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӑл усал шыҫӑпа чирлени пирки театрта калаҫатчӗҫ, ҫак хыпар манӑн хӑлхана та кӗчӗ.

Help to translate

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed