Шырав
Шырав ĕçĕ:
Маккавейпе (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
20. Иуда Маккавейпе унӑн тӑванӗсен ӗҫӗсем ҫинчен, Туррӑн аслӑ Ҫуртне тасатни тата парне вырӑнне ҫӗнетни ҫинчен, 21. ҫавӑн пекех Антиох Епифана хирӗҫ тата унӑн Евпатор ятлӑ ывӑлне хирӗҫ вӑрҫнӑ вӑрҫӑсем ҫинчен, 22. иудейсемшӗн питӗ тӑрӑшнӑ ҫынсене тӳперен курӑннӑ хӑватсем ҫинчен, ҫав ҫынсем шутсӑр сахаллӑн пулнӑ пулин те, тӑшмансен йышлӑ эшкерӗсене хӑваласа пӗтӗм ҫӗршыва тасатни ҫинчен, 23. пӗтӗм тӗнчипе чапа тухнӑ Турӑ Ҫуртне ҫӗнӗрен туса лартни ҫинчен, хулана ирӗке кӑларни, пӗтсе ларас вӗҫне ҫитнӗ саккунсене Ҫӳлхуҫа хӑйсене питӗ хӗрхеннипе каҫарнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен чӗртсе яни ҫинчен — 24. ҫакӑн ҫинчен пурин ҫинчен те Киринея ҫынни Иасон пилӗк кӗнекере ҫырса панӑ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1