Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пӗр шутласан, мур пӗлет-и темшӗн, ҫамрӑк Листницкий е акӑ пирӗн Кошевой йышши ҫынсене эпӗ ялан ӑмсаннӑ…— Хотя черт его знает, такому, как молодой Листницкий или как наш Кошевой, я всегда завидовал…
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ман Захар кум кунтан чакса кайнӑ чух ҫамрӑк Листницкий ҫумӗнче денщик вырӑнне пулнӑ, ҫавӑ каласа кӑтартрӗ: ватӑ панӗ Морозовски станицӑра тифпа чирлесе вилнӗ, тет, ҫамрӑкки Катеринодара ҫитессе ҫитнӗ те-ха, мӑшӑрӗ лере Покровский генералпа ҫыхланса кайнӑ та, ну, ку хайхи чӑтайман, ҫав хуйхӑпа перӗннӗ те вилнӗ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сирӗн ҫывӑхрах-ха Листницкий улпут пурӑнатчӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӑйсене ҫыхӑнтаракан юратӑва тӗрлӗ виҫепе, курайманлӑха вара пӗр виҫепе виҫнине те пӗлмерӗ Листницкий, те пӗлесшӗн те пулмарӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Листницкий анӑратнине вӑл ун хыҫҫӑн та хирӗҫ пулмарӗ-ха, анчах ҫак пурнӑҫ ӑна ҫав тери тӑвӑнтарса тертлентерчӗ, чунне ыраттарса хурлантарчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тухса каяс умӗн темиҫе кун малтан Листницкий Горчакова патне пурӑнмаллах куҫрӗ.За несколько дней до отъезда Листницкий окончательно переселился к Горчаковой.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав тери йывӑр ҫухатӑвӑн хуйхи-суйхине Ольга хӑйӗн ӑшӗнче ҫуралман ача пек йӑтса ҫӳренӗ хурлӑхлӑ кунсенче те Листницкий вилнӗ Горчакова ниҫта кайса кӗрейми кӗвӗҫрӗ, ӑнтан кайсах Ольга патне пырасшӑн хыпӑнчӗ…
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Юратнипе тата хӗрарӑм ҫумӗнче чӑтӑмсӑррӑн ачашланас килнипе Листницкий пӗрмаях Ольга патне туртӑнчӗ.Любовь и тяжелое плотское желание влекли Листницкого к Ольге.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Листницкий унӑн фарфор пек ҫӑмӑл алли ҫумне тутипе сӗртӗнчӗ те, парӑнса пӑхакан куҫӗсене ҫӗклесен, Ольга тути тӑрӑх кулӑ мӗлки шӑвӑнса иртнине курчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем пӳрте кӗчӗҫ, Листницкий лармасӑрах калаҫма пуҫларӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Листницкий вӑрахчен ӑна тӗссӗрленнӗ куҫӗнчен тинкерсе пӑхрӗ, шӑпӑрт шарламасӑр выртрӗ, намӑсланнипе, пушӑ кӗпе ҫаннине вӑрӑ пек утиял айнелле пытарчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унтан пуля ӑна, выртаканскернех, пӗҫҫинчен сӑхса кайрӗ те, Листницкий вӑраххӑн та тертлӗн тӑнне ҫухатрӗ.Уже лежачего, пуля куснула его в бедро, и он медленно и трудно расстался с сознанием.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Листницкий ҫавӑнтах кӗреҫе аврине тӳрлетсе тытрӗ, хаваслӑ шухӑшпа ҫиҫсе ҫуталчӗ: «Лекмерӗ!»И Листницкий, выравнивая в руке держак, почувствовал укол радости: «Мимо!»
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Листницкий хӑйсен полкӗпе пӗрле икӗ хут атакӑпа контратакӑна кӗчӗ.Листницкий со своим полком два раза ходил в атаку и контратаку.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унтан вӑл, шинель, аркипе пуҫ ҫийӗн витӗнсе, хыпалансах тепӗр майлӑ ҫаврӑнса выртрӗ; хӑраса сехри хӑпнӑ Листницкий вара ҫак самантра Горчаковӑн тути тӑрӑлтатса чӗтренине, пичӗ тӑрӑх тӗссӗр йӗпе йӗр йӑрласа аннине асӑрхаса юлчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл Листницкий аллине чӗтрекен аллипе ҫатӑрласа чӑмӑртарӗ те, темле мелсӗррӗн те тӑвӑнчӑклӑн кармашса, ӑна хӑй патнелле туртрӗ; вӑйран термекленнипе пушшех шурса кайнӑскер, йӗпе куҫне кӑштах ҫӗклесе, типсе кушӑрханӑ вӗри тутипе Листницкий алли ҫумне тӗршӗнчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫавӑн пек кӗрсе юлчӗ те вӑл Листницкий асне.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
кӗҫех вара Горчаковпа Листницкий те Новочеркасскран кайрӗҫ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Листницкий ҫиелтен ҫак шанчӑка тӳрре кӑларам пекех турӗ-ха, анчах ӑшӗнче Ольгӑна курайми пулас вӗҫнех ҫитрӗ.Наружно Листницкий поддерживал в ней эту уверенность, но в душе почти возненавидел Ольгу.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анчах Листницкий шӑпланчӗ, киле ҫитичченех хӑйне хӑй ҫилӗллӗн туллашса пычӗ.Но Листницкий приумолк и до самого дома мысленно жестоко издевался над собой.