Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Курӑнман (тĕпĕ: курӑн) more information about the word form can be found here.
Ҫапла утнӑ чухне хытӑ-хытӑ лекет пулсан, хире ӑшӑх сухалани, курӑнман шӑйрӑксем хӑварни паллах.

Help to translate

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халиччен инҫетри япаласем ун пек уҫӑмлӑн курӑнман.

Help to translate

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑпра чавакансене час-часах хӑйӑрлӑ ҫил-тӑвӑл вӑйлӑ нуша кӑтартнӑ: яп-яка хӗрлӗ ҫӗр ҫийӗпе хӑмӑр хӑйӑр пӗлӗчӗсем ирте-ирте кайнӑ, вӗсен вӗҫӗ-хӗрри те курӑнман.

Часто старателей одолевали песчаные бури, когда сильный ветер гонит по гладкой красной поверхности тучи коричневого песка и конца краю этому не видно.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Костюмсӑр пуҫне арҫын ачасем валли икӗ кӗпе (параднӑй тата кулленхи) тата хӗрачасем валли икӗ витӗр курӑнман блузка илме пулать.

Помимо костюмов можно купить две рубашки для мальчиков (парадную и повседневную) и две непрозрачные блузки для девочек.

Пушкӑртра пурӑнакансен шкул формине туянма компенсаци мӗнле илмелле // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... le-3392217

Саня кайма хатӗрленсенех малтан пачах курӑнман, таҫта пытанса тӑнӑ катрамлӑ пӗлӗтсем питӗ аялтан вирхӗнсе ҫитеҫҫӗ.

Help to translate

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫил вӗрсе килет те, йывӑҫ тӑррисем хумханнӑ май вӗсем хушшине карӑннӑ, ахаль чух ҫивӗч куҫа та курӑнман хурҫӑ хӗлӗх пек эрешмен ҫипписем, мӗлке ҫинчен самантлӑха тухса, йӑлтӑртатса илеҫҫӗ, вара каллех пытанаҫҫӗ.

Help to translate

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Аякран пӑхма ытла ҫӳллех те курӑнман ҫыран улӑхса пӗтмелле мар чӑнкӑ сӑмсах иккен.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Йывӑҫ курать-и, мӗн-ха ку тенӗн, ӑна сӑмсипе тӗксе, шӑршлакаласа пӑхать; ҫил варкӑшса иртет-и, мӗн сӗртӗнчӗ-ха мана тенӗн, сывлӑш юхӑмне хирӗҫ тӑрать те, курӑнман ҫиле шыраса, унталла-кунталла ҫаврӑнкалать; уҫӑ алӑка асӑрхать — пырса пӑхать те шала кӗмест: тӗттӗм.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Шухӑшлас туртӑм вӑйлӑ пулсассӑн, кашни ҫын хӑй ӑс-тӑнӗн тепӗнче темле пуянлӑх та тупма пултарать, хӑйӗн ӗҫне хӑй ӑсӗн халиччен курӑнман ҫутипе ҫутатса илемлетет.

Help to translate

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Виҫӗмкун вара ҫапла каларӑм хама хам: ҫитет кунашкал пурӑнса, ҫитет килти пурнӑҫӑма курӑнман ҫӑраҫҫипе питӗрсе усраса, терӗм.

Help to translate

XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗксӗм, пӑтранчӑк тӳпере пӗлӗт лӑстӑкӗсем чӑлханса, таткаланса юхаҫҫӗ, аякра, Атӑл леш енче, кунтан курӑнман вӑрман ҫинче, капланса тӑракан хура хӑмӑр сӗмлӗхелле ҫӑмӑллӑн, темшӗн хавасланнӑн ярӑнса анаҫҫӗ.

Help to translate

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗҫе, ҫын куҫне курӑнман ӗҫе, яваплӑха туйса, тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн, ҫӗршыври пурнӑҫ кунсеренех лайӑх енне улшӑнтӑр тесе тӑрӑшнӑшӑн тав сире, ӗҫтешсем, - терӗ Олег Алексеевич пухӑннисене саламланӑ май.

Help to translate

Ял сӑн-сӑпачӗ хастарсем тӑрӑшнипе улшӑнать // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yal-san-sapache-x ... hanat.html

«Ҫӗнӗ шкул пулман, ҫавӑнпа питӗ хитрен курӑнман.

Help to translate

Пӗрисем алӑк уҫаҫҫӗ, теприсем... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60661

Таҫтан ҫӗкленсе килнӗ ҫил хурӑн лӑссисене пурне те, курӑнман алӑпа тытса туртнӑ пекех, пӗр енне вӗҫтерсе-пуҫтарса хучӗ, йӑрӑс вуллине тӗпренех тайӑлтарма, авма тӑрӑшрӗ.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Карабинӑн чӗнӗ ахаль те халтан кайнӑ салтакӑн хулпуҫҫине хытӑ касать, мӗнпур ӳт-пӗве темӗнле куҫа курӑнман йывӑрлӑх пусать…

Help to translate

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Решеткӑсене илсе пӑрахни курӑнман.

Help to translate

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӗсенчен куҫа курӑнман асамлӑ сӑнӑсем ывтӑнса ӳт-пӗве йӗплентернӗ пек Герасим Федотович ҫӳҫенсе илчӗ, унӑн ҫамрӑкрах, чипертерех пулас килчӗ, кӗлеткине йӑрӑслантарса йӑл кулса янӑскер ӑмӑрткайӑклӑ карттусне чалӑшраххӑн лартрӗ, куҫне ачашшӑн чалкӑштарчӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫитменнине тата унӑн пӗтӗм ӳт-пӳне темӗнле курӑнман тимӗрпе пӑталанӑ пек туйӑнчӗ.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, кашни ҫыннӑн ҫамки ҫинех ҫуралнӑ-ҫуралманах пурнӑҫ йӗрне пӗлтерсе курӑнман саспаллисемпе Ҫӳлти Турӑ хӑй ҫыру, урӑхла каласан, ӑраскал е элчел ҫырать.

Help to translate

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак вӑхӑтра тулта, ҫенӗкре, малтан тем шӑкӑлт-шӑкӑлт туни, унтан пӑвӑнчӑк саспа такам таҫта курӑнман аслати уҫӑмсӑр, хавшак кӗмсӗртетнӗ пек мӑкӑртатни, аялти-ҫӳлтине асӑнсах ятлаҫни илтӗнсе кайрӗ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed