Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Унтан эпӗ Сирипе Килики ҫӗрӗсене кайрӑм.
Гал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Павел Килики ҫынни иккенне пӗлсессӗн каланӑ: 35. хӑвна айӑплакансем килсессӗн, эпӗ сана итлесе пӑхӑп, тенӗ.и, узнав, что из Киликии, сказал: 35. я выслушаю тебя, когда явятся твои обвинители.
Ап ӗҫс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Павел каланӑ вара: эпӗ — иудей, Килики ҫӗрӗнчи паллӑ Тарс хули ҫынни; сана йӑлӑнатӑп: халӑха сӑмах калама ирӗк парсамччӗ мана, тенӗ.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Вӑл вара, Сирипе Килики тӑрӑх кайса, ӗненекен ушкӑнсене тӗреклӗлентерсе ҫӳренӗ.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах та либертинсен синагоги теекен синагогӑна ҫӳрекен хӑш-пӗр ҫынсем — Кирена, Александрия иудейӗсем, тата Килики, Асия иудейӗсем — Стефанпа тавлашма тытӑннӑ; 10. анчах вӗсем Стефан ӑсне хирӗҫ, ӑна калаҫтаракан Таса Сывлӑша хирӗҫ тӑма пултарайман.
Ап ӗҫс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Патша Килики ҫӗршывӗсенчен таврӑнсассӑн, хулара пулнӑ иудейсем тарӑхса ҫитнӗ эллинсемпе пӗрле ӑна Онияна айӑпсӑр вӗлерни ҫинчен пӗлтернӗ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Унтан Килики ҫӗрне ярса илнӗ те хӑйне хирӗҫ тӑракансене пурне те ҫапса салатнӑ, ун хыҫҫӑн Арави ҫӗрӗн мал енче кӑнтӑралла выртакан Иафет чикки патне ҫитсе 26. Мадиан ывӑлӗсене пур енчен те хупӑрласа илнӗ, вӗсен кил-ҫуртне ҫунтарса янӑ, вӗсен кӗтӗвӗсене ҫаратнӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ниневирен тапранса тухса виҫӗ кунран вӗсем Вектелеф айлӑмӗн мал енне ҫитнӗ те ҫак тӗлтен Тури Килики ҫӗрӗн сулахай енче ларакан ту енне пӑрӑннӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ассири патши Навуходоносор ыттисене те чӗннӗ: Перси ҫӗрӗнче пурӑнакан пур халӑха та, хӗвеланӑҫ енче пурӑнакан пур халӑха та, Килики ҫӗрӗнче тата Дамаск хулинче, Ливан тата Антиливан тӑвӗсем ҫинче пурӑнакансене те, тинӗс хӗрринче мал енче пурӑнакан пур халӑха та, 8. Кармил тата Галаад халӑхӗсем хушшинче пурӑнакансене те, Тури Галилея ҫӗрӗнче тата аслӑ Ездрилон айлӑмӗнче пурӑнакансене те, 9. Самари ҫӗрӗнче, унти хуласенче пурӑнакан пур халӑха та, Иордан леш енче Иерусалим таран пурӑнакансене те, Ветани ҫӗрӗпе Хел хулинче, Кадис хулипе Египет юханшывӗ хӗрринче пурӑнакансене те, Тафна хулипе Рамесса хулинче пурӑнакансене те, пӗтӗм Гесем ҫӗрӗн халӑхне те 10. Тури Танис хулипе Мемфис хули таран чӗннӗ, Египетра пурӑнакансене те Эфиопи чикки таранах чӗннӗ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1