Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Кайран Иисус Галилейӑра ҫӳренӗ: иудейсем Хӑйне вӗлересшӗн пулнине пӗлсе, Вӑл Иудейӑра ҫӳресшӗн пулман.
Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӗренекенсем вара харпӑр хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран Иудейӑра пурӑнакан тӑванӗсем валли пулӑшу яма пулнӑ; 30. вӗсем вара ҫапла тунӑ та: мӗн пуҫтарнине Варнавӑпа Савл урлӑ пресвитерсене парса янӑ.
Ап ӗҫс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Иоанн шыва кӗме вӗрентнӗренпе Галилейӑран пуҫласа пӗтӗм Иудейӑра мӗн-мӗн пулнине эсир пӗлетӗр: 38. Назарет Иисусне Турӑ Таса Сывлӑш та, хӑват та пачӗ, Турӑ Унпа пӗрле пулчӗ, ҫавӑнпа Вӑл, ырӑ ӗҫсем туса, усал ернисене пурне те сыватса ҫӳрерӗ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Мӗнле-ха эпир пурсӑмӑр та вӗсем пирӗн тӑван чӗлхепе калаҫнине илтетпӗр: 9. эпир — Парфи, Миди, Елам ҫыннисем; Месопотамире, Иудейӑра, Капподокире, Понтра, Асийӑра, 10. Фригире, Памфилире, Египетра, Киринея ҫумӗнчи Ливи ҫӗрӗнче пурӑнакансем; Римран килнисем, тӗп иудейсем, Иудея тӗнне йышӑннисем, 11. Крит ҫыннисем, арабсем, эпир вара вӗсем Туррӑн аслӑ ӗҫӗсем ҫинчен пирӗн чӗлхепе калаҫнине илтетпӗр, тенӗ.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл вӗсене каланӑ: Аттем Хӑй ирӗкӗпе палӑртнӑ вӑхӑта е тапхӑра эсир пӗлме пултараймастӑр; 8. хӑвӑр ҫине Таса Сывлӑш ансассӑн, эсир хӑват илетӗр те вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех каласа кӑтартакансем пулатӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тиверий кесарь патшана ларни вунпиллӗкӗмӗш ҫула кайсан, Иудейӑра Понтий Пилат пуҫлӑхра тӑнӑ чухне, Галилея пуҫлӑхӗнче Ирод, Итурейӑпа Трахонит ҫӗрӗн пуҫлӑхӗнче унӑн пиччӗшӗ Филипп, Авилинея ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш пайӗн пуҫлӑхӗнче Лисаний тӑнӑ чухне, 2. Анна тата Каиафа аслӑ священник пулнӑ хушӑра, Иоана, Захария ывӑлне, пушхирте Турӑран сӑмах пулнӑ.
Лк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Даниил пророк каланӑ пек, ирсӗрлӗх пулмалла мар вырӑнта йӗрӗнчӗк тӑнине курсассӑн, — вулакан ӑнлантӑр, — Иудейӑра пурӑнакансем тусем хушшине тарччӑр; 15. ҫурт тӑрринчи ҫын ҫӗре ан антӑр, пӗр-пӗр япала илес тесе пӳртне ан кӗтӗр; 16. хирти ҫын та хӑй тумтирне илес тесе каялла ан таврӑнтӑр.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Даниил пророк каланӑ пек, сӑваплӑ вырӑнта йӗрӗх ларнине курсассӑн, — вулакан ӑнлантӑр, — 16. Иудейӑра пурӑнакансем тусем хушшине тарччӑр; 17. ҫурт тӑрринче тӑракан хӑй килӗнчен пӗр-пӗр япала илес тесе ҫӗре ан антӑр; 18. хирти ҫын та тумтирне илес тесе каялла ан таврӑнтӑр.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Анчах Иудейӑра Ирод ывӑлӗ Архелай ашшӗ вырӑнӗнче патшара ларнине илтсессӗн, унта кайма шикленнӗ; вара тӗлӗкре хыпар илсе, Галилея ҫӗрне кайнӑ.
Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав вӑхӑтра Иуда Маккавейпа унӑн ҫыннисем халӑх пурӑнакан вырӑнсене вӑрттӑн пыра-пыра йӑхташӗсене пуҫтарнӑ, Иудейӑра юлнисене хӑйсен ушкӑнне йышӑннӑ, ҫапла ултӑ пин таран ар пухӑннӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Вӑл вара йышлӑ ҫар пухса кайма шухӑшланӑ, хӑйӗн Иудейӑра пурӑнакан тусӗсем патне, вӗсем Ионафанпа унӑн ҫыннисене ярса илччӗр тесе, вӑрттӑн ҫырусем янӑ, анчах кусем ҫак ӗҫе тӑвайман, мӗншӗн тесессӗн Ионафан ҫыннисем вӗсем мӗн шухӑш тытнине пӗлсе ӗлкӗрнӗ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Халӗ ӗнтӗ эпӗ Иерусалимра тунӑ усал ӗҫӗмсене, унти ылтӑн-кӗмӗл савӑтсене пуҫтарса тухнине, Иудейӑра пурӑнакансене ытахальтен пӗтермешкӗн ҫар янисене аса илетӗп.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иудейӑра юлакан халӑха пӑхса тӑма вӑл Захария ывӑлне Иосифа тата Азарияна хушнӑ, вӗсенех Иудейӑна сыхлама юлашки ҫарне парса хӑварнӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иудейӑра тӳпем вырӑнсене кам туса хунӑ?
Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Морасфа ҫыннине Михее Иудейӑра Иоафам, Ахаз тата Езекия патшара ларнӑ вӑхӑтра Самарипе Иерусалим ҫинчен пӗлтерсе каланӑ сӑмах.
Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудейӑра Озия, Иофам, Ахаз, Езекия патшара ларнӑ вӑхӑтра, Израильре Иеровоам, Иоас ывӑлӗ, патшара ларнӑ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа Осияна, Беерия ывӑлне, каланӑ сӑмах.
Ос 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ — тӳрӗ, эпир вара халӗ намӑс айне пултӑмӑр — Иудейӑра, Иерусалимра пурӑнакан пур халӑх та, пӗтӗм Израиль те: ҫывӑхра пурӑнаканнисем те, аякра пурӑнаканнисем те, Эсӗ хӑвӑнтан пӑрӑннӑшӑн ытти ҫӗршывсене хӑваласа янисем те.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ара, эсир аҫӑрсен усал ӗҫӗсене, Иудея патшисемпе вӗсен арӑмӗсен усал ӗҫӗсене, хӑвӑрӑн тата хӑвӑр арӑмӑрсен усал ӗҫӗсене, Иудейӑра, Иерусалим урамӗсенче мӗн пулса иртнине манса кайрӑр-им?
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫакна Иаков килӗнче пӗлтерӗр, Иудейӑра хыпарлӑр, ҫапла калӑр: 21. эй куҫу пулсан та курман, хӑлху пулсан та илтмен ухмах та ӑссӑр халӑх, итле ҫакна: 22. эсир Манран хӑрамастӑр-им, тет Ҫӳлхуҫа, Ман умӑмра чӗтреместӗр-им?
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иудейӑра пӗлтерӗр, Иерусалимра хыпарлӑр, кала-кала парӑр, пур ҫӗрте те трупа кӑшкӑртӑр, янӑравлӑн, пурте илтмелле чӗнӗр: «эй пуҫтарӑнӑр — тӗреклӗлетнӗ хуласене кайӑпӑр» тейӗр.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2