Шырав
Шырав ĕçĕ:
41. Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен тухман ҫын, ют халӑх ҫынни, Санӑн ятушӑн инҫетри ҫӗртен килсессӗн, — 42. вӗсем Санӑн чаплӑ яту ҫинчен, Санӑн хӑватлӑ аллупа Санӑн пысӑк вӑю ҫинчен илтеҫҫех ӗнтӗ, — ҫапла килсе, вӑл ҫак Ҫурт умӗнче кӗлтусассӑн, 43. илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан; ют халӑх ҫынни Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине пӗтӗмпех тусамччӗ ун чухне: ҫапла ҫӗр ҫинчи пур халӑх та Санӑн ятна пӗлсе тӑтӑр, Санран Хӑвӑн халӑху Израиль хӑранӑ пек хӑраччӑр, эпӗ лартнӑ ҫак Ҫурт Санӑн ятупа хисепленнине пӗлччӗр.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫак ҫӗр мӗнле пӗтсе ларнине, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗнле чир-чӗрпе хавшатнине курсассӑн, килес ӑру — хӑвӑр хыҫҫӑн пурӑнас ачӑрсем — тата инҫетри ҫӗртен килнӗ ют халӑх ҫынни те ҫапла калӗҫ: 23. «пӗтӗм ҫӗрӗ — кӳкӗрт те тӑвар, кӑмрӑк та кӗл; акмаҫҫӗ те, унта нимӗн те ӳсмест, нимӗнле курӑк та шӑтмасть ун ҫинче — Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫиллипе, Хӑйӗн хаярлӑхӗпе Содома, Гоморрӑна, Адмӑпа Севоима пӗтерсе пӑрахнӑ хыҫҫӑнхи пекех» тейӗҫ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӗнтерсе илме шутланӑ хула патне ҫитсессӗн, малтан ӑна килӗшӳ тума сӗн; 11. эхер те вӑл санпа килӗшӳ тума хапӑлласа сана хапха уҫса кӗртсессӗн, унти мӗнпур халӑх сана хырҫӑ тӳлесе тӑма, пӑхӑнса тӑма тытӑнӗ; 12. вӑл килӗшӳ тума шухӑшламасассӑн, санпа вӑрҫӑ вӑрҫасах тесессӗн, эсӗ ӑна хупӑрласа ил, 13. Ҫӳлхуҫа Турру ӑна хӑвӑн аллуна парсассӑн, унти мӗнпур ар халӑха вичкӗн хӗҫпе касса тух; 14. арӑмӗсемпе ачисене, выльӑх-чӗрлӗхне, хулара мӗн пуррине пурне те, унӑн пӗтӗм пурлӑхне вара ху валли ил, Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна панӑ тӑшманусен пурлӑхӗпе усӑ курса пурӑн; 15. ҫак халӑхсен хулисенӗн шутне кӗмен, хӑвӑнтан чылай инҫетри хуласене пурне те ҫапла ту эсӗ.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Инҫетри тӑрӑх патриотлӑхне вӑратма пулать (паянхи пурнӑҫ ҫакна лайӑх кӑтартса парать), анчах вӑл ытла та кӗске вӑхӑта тӑсӑлӗ, ҫын пуҫӗнчен хӑвӑрт сӗвӗрӗлӗ.
Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html
«Халӑхпа час-часах тӗл пулни, муниципалитетсен социаллӑ экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ май ҫынсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе явни, уйӑхсерен ирттерекен пӗрлӗхлӗ информаци кунӗсенче инҫетри ялсене тухса ҫӳрени ҫынсен шухӑшне уҫӑмлатма пулӑшать, чӑн информацие вӗсем патне вӑхӑтра ҫитерме тата ҫынсен ыйтӑвӗсене уҫӑмлатма май парать», - пӗлтерчӗ вӑл.
Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Асӑннӑ программӑна хывнӑ питӗ нумай укҫа-тенкӗ, хавхаланчӑк прогнозсене пӑхмасӑр, инҫетри ялсенче производство ӗҫне аталантарма катализатор евӗр витӗм кӳреймерӗ, ҫавӑнпа та поселени бюджечӗсем налукран кӗрекен шантарнӑ йышлӑ нухрата илеймерӗҫ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Ҫапах та Бӑрзобегунека фотографипе хӑтланни инҫетри ҫынсемпе ҫыру-тавраш ҫӳретме кансӗрлеместчӗ.И то же время Бырзобегунек поддерживал переписку с внешним миром.
I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӗсен хыҫӗнче инҫетри ту купаланчӑкӗсем палӑраҫҫӗ, унта чӑнкӑ чул катмаксемпе тарӑн варсам пур, тарӑн варсенче шыв шӑнкӑртатса юхать.Между ними пролегало ущелье с крутыми скалистыми склонами, на дне которого шумела река.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унӑн хӑйӗн тӑван хулине, инҫетри Видина, Бяла Черква ҫыннисенчен Марко Ивановран урӑх никам та кайса ҫӳремест, тесе пӗлтерчӗ; ҫавӑнсӑр пуҫне тата Видинра халь Кралич пирки тахҫанах ҫынсем манма пултарнӑ.
XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кирсанов темле-темле ӑнланмалла мар япаласем каласа панӑ май, куҫӗсене мӑчлаттарса тӑнӑ, унтан чирлӗ ҫын выртакан пӳлӗмрен инҫетри зала тухнӑ та ҫапла йышӑннӑ: морфие вӗлерме кирлӗ чухлех памалла та чирлӗ ҫынна асапран хӑтармалла.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Инҫетри ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнче икӗ юханшыв пур, пӗр-пӗринпе вӗсем Вера Павловна пӑхса тӑракан вырӑнта пӗрлешеҫҫӗ, кӑнтӑр енче, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнче, вӑрӑм та анлӑ залив; кӑнтӑрта таҫта ҫитиех ҫӗр тӑсӑлса выртать, вӑл ҫав заливпа хӑйӗн хӗвеланӑҫ енчи чикки пулса тӑракан тепӗр вӑрӑм та ансӑр залив хушшипе кӑнтӑралла тӑсӑлса каять, кайнӑҫемӗн анлӑланса пырать.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл чиновникрен гувернантка шыракансен адресӗсене илнӗ те хӑйӗн ҫулӗпе малалла утнӑ; чиновник хӑй ҫинчен: эпӗ хӗрӗн инҫетри тӑванӗ ҫеҫ, эпӗ пулӑшатӑп кӑна, унӑн тӑван пиччӗшӗн ывӑлӗ пур, тӗплӗнрех калаҫма ыран вӑл хай килмелле, тенӗ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӗвелпе ӑшӑннӑ ҫеҫен хире ӗнтӗ тӗрлӗ курӑксен тутлӑ шӑрши сарӑлчӗ, ҫулса пӑрахнӑ курӑксен шӑрши ҫул ҫинчи ӑшӑ тусан шӑршипе хутшӑнчӗ, инҫетри тавракурӑм хӗрри ӑрша витӗр тӗксӗм кӑваккӑн курӑнма пуҫларӗ, — Дон леш енчи хӑй палламан, анчах ҫапах та ҫав тери тӑван ҫеҫен хире Варя курса тӑранми пӑхса пырать.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Курӑкпа типсе ҫитмен хура тӑпран ӳсӗртекен шӑршине кӑкӑр тулли сывла-сывла, Давыдов вил тӑпри тӗмисен инҫетри речӗ ҫине нумайччен пӑхса пычӗ.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ирсенче хӗвеланӑҫ енчен, инҫетри тӗмсем хыҫӗнчен, кӗл тӗслӗ сӑрӑ пӗлӗт ҫӗкленсе тухать.По утрам с запада, из-за дальних бугров, выползала пепельносизая туча.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Иккӗмӗш бригада колхоз ҫӗрӗн инҫетри участокӗсенчен пӗринче ҫуллахи ҫӗртме тунӑ.Вторая бригада поднимала майские пары на одном из отдаленных участков колхозной земли.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ту ҫинчен Островнов сачӗ патне анакан ҫыр тӑрӑх кашни ҫӗр тенӗ пекех инҫетри хуторсенчен, ют станицӑсенчен ҫынсем пыра-пыра кайнӑ.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.