Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Халӗ манӑн чӗрере — Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррипе халал хывасси, пире Хӑй ҫиллин ҫулӑмӗнчен хӑтартӑрччӗ Вӑл.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иорам ӗнтӗ ашшӗ вырӑнне патшана ларнӑ та ҫирӗпленсе ҫитнӗ, вара хӑйӗн пӗртӑванӗсене пӗтӗмпех хӗҫпе касса вӗлерсе тухнӑ, вӑл тата Израилӗн хӑш-пӗр улпучӗсене те тӗп тунӑ.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗнтӗ Кааф ӑрӑвӗнчен тата Корей ӑрӑвӗнчен тухнӑ левитсем Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине янӑравлӑн мухтамашкӑн ура ҫине тӑнӑ.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапла ӗнтӗ Аса вунпиллӗкӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, виҫҫӗмӗш уйӑхра, пурте Иерусалима пухӑннӑ; 11. ҫав кун вӗсем хӑйсем ярса илнӗ тупӑшран Ҫӳлхуҫана шултӑра выльӑх йышӗнчен ҫичҫӗр, вак выльӑх йышӗнчен ҫичӗ пин парне кӳнӗ; 12. унтан вӗсем ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан парӑнса шыраса тупма халал хывнӑ; 13. Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине шыраман ҫын кирек кам та — ача-и вӑл, ҫитӗннӗ ҫын-и, арҫын-и е хӗрарӑм-и — вилмелле.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Нумай вӑхӑт хушши Израиль чӑн Турӑсӑр, вӗрентсе тӑракан священниксӑр, саккунсӑр пулӗ; 4. анчах та вӑл, аптӑраса ҫитсе, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫаврӑнсассӑн, Ӑна шырама тытӑнсассӑн, Турӑ Хӑйне тупма парӗ.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Авияпа унӑн халӑхӗ вӗсене вӑйлӑн аркатса тӑкнӑ; Израилӗн пилӗкҫӗр пин ҫын пӗтнӗ, вӗсем чи хастаррисем пулнӑ.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пӗлместӗр-им эсир, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри, [ӗмӗрлӗхе хывнӑ] тӑвар халалӗ тӑрӑх, Давида, ӑна хӑйне тата ун ывӑлӗсене ӗмӗрех Израиль патши пулма халалланӑ!
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Священниксемпе левитсем хыҫҫӑн, чӗрисем Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри енне туртӑннипе, хӑйсен ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине парне кӳмешкӗн Иерусалима Израилӗн пур йӑхӗнчен те ҫынсем килсе тӑнӑ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ!
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! халӗ ӗнтӗ Эсӗ Хӑвӑн чуруна Давида, манӑн аттеме, мӗн каланине: «эхер те санӑн ывӑлусем Ман умӑмра, эсӗ ҫӳренӗ пек, Ман саккунпа ҫӳресе хӑйсен ҫулӗсене астусах тӑрсассӑн, санӑн Ман умӑмра Израилӗн патша пуканӗ ҫинче ларакан [ар] пӗтмӗ» тесе каланине вырӑна килтерсемччӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Соломон вара Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ патне, пӗтӗм Израиль ҫынни умне тӑнӑ та аллисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ, — 13. Соломонӑн картиш варрине лартнӑ пилӗк чике тӑршшӗ, пилӗк чике сарлакӑш, виҫӗ чике ҫӳллӗш пӑхӑр амвон пулнӑ; вӑл ҫавӑнта хӑпарнӑ та пӗтӗм Израиль ҫынни умӗнче чӗркуҫленсе ларса, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе 14. ҫапла каланӑ: эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ!
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑй каланӑ сӑмаха Ҫӳлхуҫа вырӑна килтерчӗ: Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, эпӗ Давид аттемӗн вырӑнне кӗрсе Израилӗн патша пуканӗ ҫине лартӑм, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе Ҫурт туса лартрӑм.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Давид аттемӗн чӗринче Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе Ҫурт лартас ӗмӗт пулнӑ.7. И было на сердце у Давида, отца моего, построить дом имени Господа, Бога Израилева.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Туррӑмӑр каланӑччӗ: 5«Хамӑн халӑхӑма Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кунранпа Эпӗ Израилӗн нихӑш йӑхӗнче те Хамӑн ятӑмпа Ҫурт лартмашкӑн хула суйламан, Хамӑн Израиль халӑхӑмӑн патшине лартмашкӑн ҫын суйламан, 6. анчах Иерусалима Хамӑн ятӑм ҫавӑнта пултӑр тесе суйласа илтӗм тата Хамӑн Израиль халӑхӑма тытса тӑмашкӑн Давида суйласа илтӗм» тенӗччӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унтан, халӑх еннелле ҫаврӑнса, патша пӗтӗм Израиль халӑхне пилленӗ, — пӗтӗм Израиль халӑхӗ ура ҫинче тӑнӑ, — 4. Соломон ҫапла каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: Вӑл манӑн Давид аттеме Хӑй чӗлхи-ҫӑварӗпе мӗн каланине паян Хӑй аллипе вырӑна килтерчӗ!
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Израилӗн мӗнпур аслӑ ҫынни килнӗ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑн хыҫҫӑн Соломон Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине Давид хулинчен, Сионран, куҫарса килмешкӗн Израилӗн аслӑ ҫыннисене, пӗтӗм йӑх пуҫӗсемпе Израиль ывӑлӗсен ӑру пуҫлӑхӗсене пурне те Иерусалима чӗнсе пуҫтарнӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тата Хирам каланӑ: тӳпепе ҫӗре пултарнӑ, Давид патшана тӑн-пуҫпа шухӑшлама пӗлекен ӑслӑ ывӑл панӑ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ мухтавлӑ, — ҫав ывӑл Ҫӳлхуҫа ячӗпе Ҫурт лартас, хӑй валли патша кил-ҫурчӗ ҫавӑрас шутлӑ, тенӗ.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй Ҫӳлхуҫа, Авраамӑн, Исаакӑн, Израилӗн, аттемӗрсенӗн Турри! ҫакна, Хӑвӑн халӑхун паянхи шухӑш-кӑмӑлне, ӗмӗрлӗхех упраса хӑварсамччӗ, вӗсенӗн чӗрине Хӑвӑн еннелле ҫавӑрсамччӗ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара Давид пӗтӗм пуху умӗнче Ҫӳлхуҫана мухтавланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри, аттемӗрсенӗн Турри, Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ!
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.