Шырав
Шырав ĕçĕ:
41. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫулленех Иерусалима Пасха уявне ҫӳренӗ.41. Каждый год родители Его ходили в Иерусалим на праздник Пасхи.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Моисей саккунӗ тӑрӑх тасалмалли кунӗсем иртсессӗн, ¦¦ вӗсем Ачана Турӑ умне тӑратма Иерусалима илсе пынӑ, 23. мӗншӗн тесессӗн вӗсен Турӑ саккунӗнче: «вар уҫса малтан ҫуралнӑ кирек хӑш ывӑл ачана та Ҫӳлхуҫана халалламалла» тенине, 24. тата Ҫӳлхуҫа саккунӗнче каланӑ пек, икӗ улатӑпа е икӗ кӑвакарчӑн чӗппи парне кӳмелле пулнӑ.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫавӑнта хӗрарӑмсем те пулнӑ; вӗсем аякран пӑхса тӑнӑ; вӗсен хушшинче Мария Магдалина, кӗҫӗн Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария тата Саломия пулнӑ — 41. вӗсем Иисус Галилейӑра чухне те Ун хыҫҫӑн ҫӳренӗ, Ӑна пулӑшнӑ; тата Унпа пӗрле Иерусалима пынӑ ытти хӗрарӑмсем те нумаййӑн пулнӑ.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсем каллех Иерусалима пынӑ.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Унтан вӗсем Иерусалима пыраҫҫӗ.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иерусалима кӗрсенех Иисус Турӑ Ҫуртне пынӑ; унта пӗтӗмпе пӑхса ҫаврӑннӑ та каҫ пулнӑран вуникӗ вӗренекенӗпе Вифание кайнӑ.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
¦¦ Вӑл вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илнӗ те вӗсене каллех Хӑйне мӗн кӗтни ҫинчен кала пуҫланӑ: 33. акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна сут туса вӗлерме йышӑнӗҫ те суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ, 34. Ӑна мӑшкӑллӗҫ, хӗнӗҫ, Ун ҫине сурӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ; Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл Иерусалима пырса кӗрсен, пӗтӗм хула хускалнӑ: кам-ши Ку? тенӗ.10. И когда вошел Он в Иерусалим, весь город пришел в движение и говорил: кто Сей?
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иерусалималла улӑхнӑ чухне ҫул ҫинче Иисус вуникӗ вӗренекенне хӑйсене ҫеҫ чӗнсе илнӗ те ҫапла каланӑ: 18. акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлермелле сут тӑвӗҫ; 19. унтан Ӑна мӑшкӑл кӑтартма, хӗнеме, хӗрес ҫумне пӑталама суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ; виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иисус вара ҫав вӑхӑтран пуҫласа вӗренекенӗсене Хӑй Иерусалима каясси ҫинчен, унта пуҫлӑхсенчен, аслӑ священниксенчен, кӗнекеҫӗсенчен нумай асап курасси ҫинчен, Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен кала пуҫланӑ.
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ирод патша пурӑннӑ вӑхӑтра, Иудейӑри Вифлеем хулинче Иисус ҫуралсассӑн, тухӑҫ енчен ҫӑлтӑрҫӑсем Иерусалима пынӑ та каланӑ: 2. иудейсен халӗ ҫуралнӑ Патши ӑҫта? эпир тухӑҫ енче Унӑн ҫӑлтӑрӗ тухнине куртӑмӑр та Ӑна пуҫҫапма килтӗмӗр, тенӗ.
Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫул ҫинчи хуласенче чӳк керменӗсене парне тулӑххӑн хыва-хыва, эпир Иерусалима ҫитрӗмӗр, хӑйсен ӑссӑрлӑхне нихӑҫан та пӑрахман ҫак юрӑхсӑр ҫынсен сӑваплӑ Ҫуртне те хисеп тӑвас терӗмӗр.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иерусалима ҫитсессӗн, вӑл аслӑ Турра парне кӳнӗ, тав тунӑ тата сӑваплӑ вырӑнта тума килӗшӳллӗ ытти ӗҫсене тунӑ; 10. унта кӗрсессӗн, вӑл унти чаплӑлӑхпа илемлӗхрен ҫав тери тӗлӗннӗ, Турӑ Ҫурчӗн ырӑ тирпейлӗхӗнчен тӗлӗннипе, Сӑваплӑран та Сӑваплӑ пӳлӗме те кӗрсе курасшӑн пулнӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вара Иуда — тӑван халӑхӗшӗн ӳчӗпе те, чунӗпе те пуринчен ытларах тӑрӑшаканскер, хӑйӗн чи лайӑх ҫулӗсене йӑхташӗсемшӗн панӑскер — Никанор пуҫне тата аллипе хулпуҫҫине касса Иерусалима илсе кайма хушнӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Арҫынсен шутне кура икӗ пин драхма таран кӗмӗл пухса, вӑл ӑна ҫылӑхшӑн парне кӳмешкӗн Иерусалима ӑсатнӑ, ҫапла вӑл, чӗрӗлӗх пирки шухӑшласа, питӗ лайӑх та сӑваплӑ ӗҫ тунӑ; 44. ӗнтӗ вӑл ҫапӑҫура пуҫ хунисем чӗрӗлсе тӑрасса шанман пулсассӑн, вилнисемшӗн кӗлтуни ытлашши те усӑсӑр пулнӑ пулӗччӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Анчах, унта пурӑнакан иудейсем каланӑ тӑрӑх, Скифополь ҫыннисем вӗсемпе яланах, хӑйсене йывӑр килнӗ вӑхӑтра та, ӑшӑ кӑмӑллӑ пулнӑ; 31. Скифополь ҫыннисене тав туса, ӳлӗмрен те хӑйсен йӑхӗпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма ыйтса, Иуда ҫыннисем Иерусалима тухса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн эрне уявӗ ҫывӑхарса килнӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тилӗрсе кайса, вӑл пӗтӗм ҫиллине хӑйне хӑваласа янӑ иудейсем ҫине тӑкма шутланӑ; ҫавӑнпа та ҫар урапине тытса пыракана лашасене пӗр вӗҫӗм хӑваласа ҫула хӑвӑртлатма хушнӑ, тӳпе сучӗ вара ун хыҫҫӑнах пынӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл мӑнаҫланса: «унта ҫитсессӗнех Иерусалима иудейсен масарӗ тӑвӑп» тенӗ.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Тӑшман хыҫҫӑн пуҫтарса илнӗ пӗтӗм кӑрала меллӗ вырӑна тӗплӗн купаласа хунӑ, ытти тупӑшне Иерусалима илсе килнӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫав ҫын, Иерусалима татуллӑ шухӑшпа пынӑ пек туса, хӑй иудейсен сӑваплӑ шӑматкунӗ ҫитессе кӗтнӗ, иудейсен канӑҫлӑ вӑхӑчӗ ҫитсессӗнех вӑл хӑйӗн ҫыннисене кӑралпа авӑрланма хушнӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пулса иртни ҫинчен патша патне хыпар ҫитсессӗн, вӑл Иудея хӑйӗнчен уйӑрӑласшӑн тесе шухӑшласа илнӗ те Египетран тапранса тухнӑ, тарӑхса-урса кайнӑскер, кӑралпа авӑрланса Иерусалима ярса илнӗ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.