Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. 300 *В (кӗпер ҫинчи ҫапӑҫу) сюжетпа пӗрлешекен юмахсен шучӗ тӑххӑр: [«Иван Иванычпа тусӗсем»], [«Иван»], «Иван Суволов», «Ылтӑн ҫурт», «Утмӑл ывӑл», «Хӗвелпе уйӑха хӑтарни», «Мишшӑ Сухарин», «Вархонь ҫӗленсемпе ҫапӑҫни», «Виҫӗ паттӑр ҫинчен».
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Вӗсем иккӗш класӑн рубки патне, Яков Иванычпа Сергей ҫывӑрса пурӑнакан каютӑна вырнаҫрӗҫ.Они поместились около рубки второго класса, против каюты, где спали Яков Иванович и Сергей.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Карл Иванычпа Володя хӑйсен парнисене панӑ вӑхӑтра хӑюлӑхӑм та, ҫирӗплӗх те йӑлтах ҫухалчӗҫ, именӳ вара чи ҫӳлӗ пусӑма ҫитиех хӑпарса кайрӗ: эпӗ чӗререн юн пуҫа пӗр таттисӗр пырса тӑнине, сӑн вӗҫӗмсӗр улшӑнса пынине тата ҫамкапа сӑмса ҫине шултра тар пӗрчисем пӑчӑртанса тухнине туйса тӑтӑм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кам аттепе пӗрле, кам Карл Иванычпа пӗрле ларӗ-ши?
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Барометр йӗппи ӳкни ҫинчен Карл Иванычпа темиҫе сӑмах калаҫкаласан тата, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн ҫамрӑк сунар йыттисене итлесе пӑхас кӑмӑлӗ пуррипе, вӗсене апат памалла марри ҫинчен Якова каласан, атте эп кӗтнӗ пек мар, урӑхла турӗ, пире, сунара илсе каяссипе йӑпатса, вӗренме ячӗ.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хапхаран чупса тухнӑ тӗле Иван Иванычпа Христофор атте, пӗри ҫекӗллӗ патакпа, тепри ахаль патакпа сулласа, кӗтеселле пӑрӑнса кӗретчӗҫ.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Тепӗр кун ирхине Иван Иванычпа Христофор атте сывпуллашма килчӗҫ.На другой день утром приходили прощаться Иван Иваныч и о. Христофор.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Иван Иванычпа Егорушка ун патне ҫывхарчӗҫ.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Иван Иванычпа Егорушка кӗҫналӑка уҫрӗҫ те мӑянпа та куршанаклӑ хупахпа ӳссе ларнӑ пысӑк картиш курчӗҫ.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Иван Иванычпа Егорушка хӗрлӗ ҫурт патне ҫитрӗҫ, тӑкӑрлӑка сулахаялла кӗчӗҫ, вара сылтӑмри виҫҫӗмӗш хапха патнелле пӑрӑнчӗҫ.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн Иван Иванычпа Егорушка часах урама тухрӗҫ.Вскоре после чаю Иван Иваныч и Егорушка уж выходили из подворья.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Иван Иванычпа Христофор атте чей ӗҫсе тӑраннӑ та тем ҫинчен пӑшӑлтатса калаҫаҫҫӗ.О. Христофор и Иван Иваныч уже напились чаю и о чем-то говорили шёпотом.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫилнӗкрен кӗрсе, Егорушкӑпа Дениска тӗттӗм ҫӗрте картлашкапа хӑпарчӗҫ те, коридорпа иртсе, пӗр пӗчӗк пӳлӗме пырса кӗчӗҫ; унта чӑнах та сӗтел хушшинче Иван Иванычпа Христофор атте чей ӗҫсе лараҫҫӗ иккен.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Анчах Иван Иванычпа ун хушшинче мӗнле пысӑк уйрӑмлӑх палӑрать!Но все-таки какая разница чувствовалась между ни ми Иваном Иванычем!
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Унӑн та пиншер те пиншер теҫеттин ҫӗр, нумай сурӑх, лаша завочӗ тата нумай укҫа пур иккен, анчах вӑл «ҫаврӑнса» ҫӳремест, хӑйӗн пуян усадьбинче пурӑнать — графиня патӗнче ӗҫпе пӗрре мар пулса курнӑ Иван Иванычпа хӑшпӗр ҫынсем ҫав усадьба ҫинчен тӗлӗнмелле япаласем каласа параҫҫӗ; ҫапла, сӑмахран, графиня ҫуртӗнчи хӑна пӳлӗмӗнче, Польша королӗсен пӗтӗм портречӗсене ҫакса тухнӑскерӗнче, чул ту евӗрлӗ пысӑк сехет пур имӗш, ҫав чул ту ҫинчех бриллиант куҫлӑ ылтӑн лаша чӗвен тӑнӑ, лаши ҫинче ларакан ылтӑн ҫынни вара сехечӗ кашни ҫапмассеренех сылтӑмалла та сулахаялла хӗҫӗпе сулкалашать пулать.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Иван Иванычпа Христофор атте килчӗҫ! — лешӗ ӗненмесрен хӑранӑ пек сасӑпа пӗлтерчӗ ӑна Мойсей Мойсеич.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Марья Алексевна шӑпах ҫав калаҫӑва пула ӗнтӗ Дмитрий Сергеичпа калаҫни Верочкӑшӑн хӑрушла пулас ҫук тесе шухӑшларӗ; Марья Алексевна ку калаҫӑва илтиччен те ҫаплах шухӑшланӑ, — халӗ вӑл калаҫусем Верочкӑна усӑ та парӗҫ, айван хӗр шухӑшӗсене пӑрахма тата Михаил Иванычпа венчете тӑрса ӗҫе хӑвӑртрах пӗтерме пулӑшӗҫ, тесе шухӑшларӗ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр икӗ-виҫӗ кунтан Михаил Иванычпа тата Лопуховпа пӗрле преферансла вылянӑ чухне вӑл Лопухова ҫапла каларӗ:Дня через два, через три она вдруг сказала Лопухову, играя с ним и Михаилом Иванычем в преферанс:
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Учителе йӳнӗрех тӳлемелле пулса тӑчӗ (урӑхла каласан, учителе мар, Дмитрий Сергеича), ҫавӑнпа учитель Марья Алексевнӑшӑн татах та лайӑхрах ҫын пек туйӑна пуҫларӗ, Верочкӑна унпа калаҫни усӑллӑ пулӗ, ҫак калаҫусене пула Верочка Михаил Иванычпа венчете тӑма та хӑвӑртрах килӗшӗ, — тесе те шухӑшласа илчӗ Марья Алексевна, — ҫак шухӑш питех те хитре шухӑш пулнӑ, Марья Алексевна ҫак шухӑша хӑй пуҫӗпех шухӑшласа тупас ҫукчӗ те, анчах ӑна пӗр паллӑ ӗнентерӳ тӗл пулчӗ, вара вӑл Дмитрий Сергеичпа Верочка пӗрле пулни Верочкӑшӑн усӑллӑ пулнине асӑрхамасӑр тӑма пултараймарӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Виҫҫӗмӗш кадриле ташлама Лопухов Верочкӑна чӗнчӗ, — пӗрремӗшне Верочка Михаил Иванычпа ташларӗ, иккӗмӗшне Лопухов шухӑ хӗрпе ташларӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1
- 2