Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫакӑ — Давидӑн юлашки сӑмахӗ, Иессей ывӑлӗ Давид калани, ҫӳле ҫӗкленнӗ ар, Иаков Турри ҫу сӗрнӗскерӗ, Израиль ҫӗрӗн мухтавлӑ юрӑҫи калани.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давидпа унӑн тарҫисем тухнӑ та филистимсемпе ҫапӑҫнӑ; Давид ӗшенсе ҫитнӗ.И вышел Давид и слуги его с ним, и воевали с Филистимлянами; и Давид утомился.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Давид Маханаима ҫитсен, аммонсен хулинче Раввӑра пурӑннӑ Наас ывӑлӗ Сови, Лодавар ҫыннийӗн Аммиилӑн ывӑлӗ Махир тата Роглим хулинчи Галаад ҫынни Верзеллий 28. [выртса тӑма] вунӑ вырӑн, [вунӑ] чашӑк, тӑм савӑт-сапа, Давидпа унӑн ҫыннисене ҫитерме апат валли тулӑ, урпа, ҫӑнӑх, вир кӗрпи, пӑрҫа, ясмӑк, ӑшаланӑ тӗшӗ, 29. пыл, ҫу, сурӑхсем, ӗне чӑкӑчӗ илсе пынӑ; вӗсем ҫапла каланӑ: халӑх выҫӑ, ывӑннӑ тата пушхирте шывсӑр антӑхнӑ, тенӗ.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем кайсанах, лешӗсем пусӑран тухнӑ та Давид патша патне ҫитсе хыпарланӑ, Давида ҫапла каланӑ: хускалӑр та часрах шыв урлӑ каҫӑр; ӗнтӗ Ахитофел сирӗн пирки ҫапла-ҫапла канаш панӑ, тенӗ.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Давид ту тӑррине, ҫынсем Турра пуҫҫапакан вырӑна, ҫитсессӗн, акӑ ӑна хирӗҫ Архи ҫынни, Давид тусӗ Хусий, пырать: ҫийӗнчи тумтирне ҫуркаласа пӗтернӗ, пуҫӗ ҫине тусан сапнӑ.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Каярахпа акӑ мӗн пулса иртнӗ: Авессаломӑн, Давид ывӑлӗн, Фамарь ятлӑ хитре йӑмӑкӗ пулнӑ, ӑна Давид ывӑлӗ Амнон юратса пӑрахнӑ.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Давид вӗсенӗн патши пуҫӗнчен пуҫкӑшӑльне хывса илнӗ, — унта пӗр талант ылтӑн та темӗн чухлӗ хаклӑ йышши чул пулнӑ, — Давид ӑна хӑйӗн пуҫне тӑхӑннӑ, тата хуларан питӗ нумай пурлӑх илсе тухнӑ.
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Давид ӗнтӗ тарҫисем пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатнине курнӑ та ача вилнине ӑнкарса илнӗ, Давид хӑйӗн тарҫисенчен ыйтнӑ: ача вилчӗ-им? тенӗ.
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Давид ӗнтӗ ачашӑн Турра тархасласа кӗлтунӑ, Давид типӗ тытнӑ, пӗр-пӗччен ҫӗр ҫинче выртса ҫӗр каҫнӑ.16. И молился Давид Богу о младенце, и постился Давид, и, уединившись провел ночь, лежа на земле.
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Давид ӑна хӑй патне чӗннӗ, Урия патша умӗнче ҫинӗ те, ӗҫнӗ те, Давид ӑна ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ.13. И пригласил его Давид, и ел Урия пред ним и пил, и напоил его Давид.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Давид хӑйӗн тарҫисене ӑна илсе килме янӑ; хӗрарӑм ӗнтӗ ун патне килнӗ, Давид унпа ҫывӑрнӑ.4. Давид послал слуг взять ее; и она пришла к нему, и он спал с нею.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫулталӑкран, патшасем вӑрҫӑ хускатас вӑхӑт ҫитсессӗн, Давид Иоава, унпа пӗрле хӑйӗн тарҫисене тата израильсенӗн пӗтӗм ҫарне вӑрҫа кӑларса янӑ; вара вӗсем аммонсене парӑнтарнӑ та Равва хулине хупӑрласа илнӗ; Давид Иерусалимра юлнӑ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах аммонсен ҫулпуҫӗсем Аннона, хӑйсен хуҫине, ҫапла каланӑ: Давид санӑн аҫуна хисепленӗрен йӑпатакансем янӑ тесе шутлатӑн-им эсӗ? хула пӑхма, унта мӗн пуррине курса кайма, кайран ӑна килсе аркатма яман-и Давид хӑйӗн тарҫисене? тенӗ.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Фой — Имаф патши — Давид Адраазарӑн пӗтӗм ҫарне аркатса тӑкни ҫинчен илтнӗ те 10. Иорама, хӑйӗн ывӑлне, Давид патша патне янӑ: ӑна саламлама тата Адраазарпа ҫапӑҫнӑшӑн, ӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑшӑн тав тума хушнӑ, мӗншӗн тесессӗн Адраазар Фоя хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ пулнӑ.
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Давид вара Дамаск хулинче, Сирире, хурал ҫарӗсем тӑратнӑ та, Сири ҫыннисем Давида хырҫӑ тӳлесе тӑракан чура пулса тӑнӑ.
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Давид ӗнтӗ Адраазара та — Рехов ывӑлне, Сува патшине — парӑнтарнӑ, ун чухне лешӗ [Евфрат] шывӗ хӗрринче ҫӗнӗрен пуҫ пулас шутпа вӑрҫӑпа тухнӑ пулнӑ; 4. Давид унран пин те ҫичҫӗр юланутҫӑ# тата ҫирӗм пин ҫуран ҫын ярса илнӗ, ҫар урапи кӳлекен лашасен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, вӗсенчен [хӑйне] валли ҫӗр урапа кӳлмелӗх ҫеҫ хӑварнӑ.
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид филистимсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, парӑнтарнӑ вӗсене, Давид филистимсен аллинчен Мефег-Гаамма хулине туртса илнӗ.1. После сего Давид поразил Филистимлян и смирил их, и взял Давид Мефег-Гаамма из рук Филистимлян.
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине кӗлӗ чатӑрӗн варрине хӑйӗн вырӑнне лартнӑ, ку чатӑра Давид ун валли тутарнӑ пулнӑ; вара Давид Ҫӳлхуҫа умӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине Давид хулине илсе кӗнӗ чухне Мелхола, Саул хӗрӗ, чӳречерен пӑхса тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче сиккелесе те ташласа пыракан Давид патшана курсассӑн, вӑл ӑна хӑй ӑшӗнче хурланӑ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Давид вара Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине хӑй патне, Давид хулине, илсе каяс темен, ӑна Геф ҫынни Аведдар ҫурчӗ еннелле ҫавӑрнӑ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.