Шырав
Шырав ĕçĕ:
Гог (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
14. Ҫӗре пӗрмай тӗрӗслесе-пӑхса ҫӳреме ҫынсем суйласа илӗҫ, вӗсем иртен-ҫӳрен пулӑшнипе ҫӗр ҫинче юлнӑ вилесене пытарӗҫ, ҫакна ҫӗре тасатма тӑвӗҫ; вӗсем ҫичӗ уйӑх иртсен шырама пуҫлӗҫ; 15. тӗрӗслесе-пӑхса ҫӳрекенсенчен пӗри-пӗри, этем шӑммине курсан, ун ҫывӑхне паллӑ лартса хӑварӗ, палли вара виле пытаракансем ҫав шӑмма Гог эшкерӗн айлӑмне пытариччен ларӗ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑ кун акӑ мӗн пулӗ: Гога масар шӑтӑкӗ валли Израильре вырӑн — тинӗсрен тухӑҫ енче выртакан айлӑма, иртен-ҫӳренӗн айлӑмне — парӑп, ҫак айлӑм иртен-ҫӳрене чарса тӑратӗ; Гогпа унӑн пӗтӗм эшкерне ҫавӑнта пытарӗҫ, вара ҫав вырӑна Гог эшкерӗн айлӑмӗ тесе ят парӗҫ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, Гога малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Гог, — Рош, Мешех тата Фувал ҫулпуҫӗ, — акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ!
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Гог Израиль ҫӗрне килнӗ кун Манӑн ҫиллӗм пӗтӗм хаярлӑхӑмпа хыпса илӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӗре хупӑрласа Манӑн халӑхӑм ҫине, Израиль ҫине, хура пӗлӗт пек ҫӗкленӗн: ку вӑл юлашки кунсенче пулӗ, Эпӗ сана Хамӑн ҫӗрӗм ҫине илсе килӗп, Гог, сана ҫӗнтерсе Хамӑн сӑваплӑхӑма халӑхсен куҫӗ умӗнче кӑтартсан, вӗсем Мана пӗлӗҫ вара.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Магог ҫӗрӗнчи Гог — Рош, Мешех тата Фувал ҫулпуҫӗ — енне ҫаврӑнса тӑр та ӑна малашне мӗн пулассине пӗлтер, 3. кала ӑна: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ, Гог — Рош, Мешех тата Фувал ҫулпуҫӗ!
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иоиль ывӑлӗсем: Шемая, унӑн ывӑлӗ; Шемая ывӑлӗ Гог, унӑн ывӑлӗ Шимей, 5. унӑн ывӑлӗ Миха, унӑн ывӑлӗ Реаия, унӑн ывӑлӗ Ваал, 6. унӑн ывӑлӗ Беера, ӑна Ассири патши Феглафелласар тыткӑна илсе кайнӑ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1