Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Гентран (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ливингстон пӑхӑр ешчӗке уҫрӗ, — унта карттӑсем, ал ҫырусем, ҫыру хатӗрӗсем упранаҫҫӗ, унтан Гентран парса ямашкӑн ҫырусем ҫырма пуҫларӗ.

Ливингстон открыл медный ящик, где хранились карты, рукописи и письменные принадлежности, и сел писать письма, которые хотел отправить с Гентом.

XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Сасартӑк Цаупере, Гентран пачах та хӑпмасӑр юнашар пыраканскер, ҫӗр ҫумне лӑпчӑнчӗ те Гента айккинелле тӗртрӗ, ҫӗртен шӗп-шӗвӗр темиҫе турат туртса кӑларчӗ, — вӗсен вӗҫӗсене тикӗт евӗр хура ҫӑра темӗскер сӗрнӗ.

Вдруг Цаупере, неотлучно сопровождавший его особу, припал к земле и, отстранив Гента, вытащил из земли несколько заостренных щепочек, верхние концы которых были покрыты чем-то густым и темным, вроде дегтя.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Гент кӗскен хуравлать, чӑн пӗлтерӗшпе мар, ытларах философи шайӗнче, наҫилккеҫӗсем вара, вӗсенчен ытларахӑшӗ тап-таса негрсем, Гентран вӑл кунта епле килсе лекни, ӑна мӗнлерех тӳлени пирки кӑштах та именмесӗр, татти-сыпписӗр ыйтаҫҫӗ те ыйтаҫҫӗ.

Гент отделывался краткими замечаниями более философского, чем фактического, свойства; носильщики же, в большинстве чистые негры, не стесняясь, ставили Генту вопросы относительно его появления и условий службы.

VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Клебен мала тухса тӑчӗ, вӑл Гентран перӗннӗпе пӗрех, ун ҫине тӗмсӗлнӗ куҫӗсем ҫиҫеҫҫӗ.

Клебен выдвинулся вперед, почти вплотную к Генту, с которого не сводил загоревшихся глаз.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Чарӑлнӑ вунӑ куҫ Гентран тирӗнчӗ: унӑн сассин сӗмӗ пачах шӳтсӗр, ҫавӑнпа та пӗрлехи аптӑрав сис-чӳллӗ чӗмсӗрлӗхре сӑнарланчӗ.

Десять широко раскрытых глаз уставились на Гента; тон его голоса был таков, что общее недоумение выразилось напряженным молчанием.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Мана валли те ҫырсамӑр, — йӗкӗлтешсе ыйтрӗ вӑл Гентран, — ну… аттене лекессинчен икӗ хут ытларах.

Напишите и мне, — насмешливо обратился он к Генту, — на сумму эдак вдвое большую, чем родителю.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed