Шырав
Шырав ĕçĕ:
Гамалиил (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вӑл ҫапла каланӑ: 3. эпӗ — Киликири Тарс хулинче ҫуралнӑ иудей, вӗренме эпӗ ҫак хулара, ҫакӑнта, Гамалиил ури умӗнче вӗреннӗ, аттемӗрсен сакунне мана тӗплӗ вӗрентсе ҫитернӗ; эсир халӗ Турӑшӑн тӑрӑшнӑ пек, эпӗ те — Турӑшӑн тӑрӑшакан ҫын.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Анчах та синедрион йышӗнчи пӗр фарисей — Гамалиил ятлӑскер, саккуна вӗрентекен, пӗтӗм халӑх хисеплесе тӑраканскер — ура ҫине тӑнӑ та апостолсене пӗр вӑхӑта кӑларса яма хушнӑ, 35. унтан ыттисене ҫапла каланӑ: Израиль арӗсем! ку ҫынсене мӗн тумалли ҫинчен эсир хӑвӑр тӗллӗн шухӑшласа пӑхӑр-ха.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Артаксеркс патшара ларнӑ чухне манпа пӗрле Вавилонран тухнӑ ӑру пуҫлӑхӗсемпе аслӑ ҫыннисем акӑ ҫаксем: 29. Финеес ывӑлӗсенчен — Гирсон; Ифамар ывӑлӗсенчен — Гамалиил; Давид ывӑлӗсенчен — Сехений ывӑлӗ Латтус; 30. Форос ывӑлӗсенчен — Захария, унпа пӗрле ҫӗр аллӑ ҫын ҫырӑннӑ; 31. Фаафмоав ывӑлӗсенчен — Зарей ывӑлӗ Елиаония, унпа пӗрле икҫӗр ҫын; 32. Зафой ывӑлӗсенчен — Иезил ывӑлӗ Сехения, унпа пӗрле виҫҫӗр ҫын; Адин ывӑлӗсенчен — Ионаф ывӑлӗ Овиф, унпа пӗрле икҫӗр аллӑ ҫын; 33. Илам ывӑлӗсенчен — Гофолий ывӑлӗ Иесия, унпа пӗрле ҫитмӗл ҫын; 34. Сафатия ывӑлӗсенчен — Михаил ывӑлӗ Зараия, унпа пӗрле ҫитмӗл ҫын; 35. Иоав ывӑлӗсенчен — Иезил ывӑлӗ Авадия, унпа пӗрле икҫӗр вуникӗ ҫын; 36. Ваний ывӑлӗсенчен — Иосафий ывӑлӗ Асалимоф, унпа пӗрле ҫӗр утмӑл ҫын; 37. Вавий ывӑлӗсенчен — Вивай ывӑлӗ Захария, унпа пӗрле ҫирӗм сакӑр ҫын; 38. Астаф ывӑлӗсенчен — Акатан ывӑлӗ Иоанн, унпа пӗрле ҫӗр вунӑ ҫын; 39. Адоникам ывӑлӗсенчен — юлашкисем, акӑ вӗсен ячӗсем: Иеуил ывӑлӗ Елифала тата Самей, вӗсемпе пӗрле ҫитмӗл ҫын; 40. Вагой ывӑлӗсенчен — Исталкур ывӑлӗ Уфий, унпа пӗрле ҫитмӗл ҫын.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Унтан Ефрем ывӑлӗсен тапӑрӗн элемне ҫӗкленӗ те унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; вӗсен ҫарӗн пуҫлӑхӗ Елишама, Аммиуд ывӑлӗ; 23. Манассия ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Гамалиил, Педацур ывӑлӗ; 24. Вениамин ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Авидан, Гидеоний ывӑлӗ, пулнӑ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 56. тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 57. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 58. ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 59. тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Гамалиил, Педацур ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Саккӑрмӗш кунне Манассия ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Гамалиил, Педацур ывӑлӗ, парне кӳнӗ.54 В восьмой день начальник сынов Манассииных Гамалиил, сын Педацура.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ефрем тапӑрӗн элемӗпе ҫарӗсен ушкӑнӗсене анӑҫ енне лартмалла, Ефрем ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елишама, Аммиуд ывӑлӗ, 19. унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче хӗрӗх пин те пилӗкҫӗр ҫын; 20. ун ҫумӗнче Манассия йӑхӗ, Манассия ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Гамалиил, Педацур ывӑлӗ, 21. унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче вӑтӑр икӗ пин те икҫӗр ҫын; 22. унтан Вениамин йӑхӗ, Вениамин ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Авидан, Гидеоний ывӑлӗ, 23. унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче вӑтӑр пилӗк пин те тӑватҫӗр ҫын; 24. Ефрем тапӑрӗн шутне кӗнисем, ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, мӗнпурӗ ҫӗр сакӑр пин те ҫӗр ҫын; вӗсем виҫҫӗмӗшсем пулса тапранмалла.
Йыш 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сирӗнпе пӗрле пулмалли ҫынсен ячӗсем акӑ ҫаксем: Рувим йӑхӗнчен Елицур, Шедеур ывӑлӗ; 6. Симеон йӑхӗнчен Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ; 7. Иуда йӑхӗнчен Наассон, Аминадав ывӑлӗ; 8. Иссахар йӑхӗнчен Нафанаил, Цуар ывӑлӗ; 9. Завулон йӑхӗнчен Елиав, Хелон ывӑлӗ; 10. Иосиф ывӑлӗсенчен: Ефрем йӑхӗнчен Елишама, Аммиуд ывӑлӗ; Манассия йӑхӗнчен Гамалиил, Педацур ывӑлӗ; 11. Вениамин йӑхӗнчен Авидан, Гидеоний ывӑлӗ; 12. Дан йӑхӗнчен Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ; 13. Асир йӑхӗнчен Пагиил, Охран ывӑлӗ; 14. Гад йӑхӗнчен Елиасаф, Регуил ывӑлӗ; 15. Неффалим йӑхӗнчен Ахира, Енан ывӑлӗ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1