Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Израиль, Гива хулинче тунӑ ҫылӑхран та пысӑкрах ҫылӑха кӗтӗн эсӗ; унта вӗсем тытӑнса юлчӗҫ-ха; Гаваонра усаллӑх ывӑлӗсене хирӗҫ пынӑ вӑрҫӑ вӗсем патне ҫитеймерӗ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах та Карей ывӑлӗ Иоанан тата унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсем Нафания ывӑлӗ Исмаил тунӑ усал ӗҫсем ҫинчен илтсессӗн 12. хӑйсен пӗтӗм ҫыннине илнӗ те Нафания ывӑлне Исмаила хирӗҫ ҫапӑҫма кайнӑ, ӑна Гаваонра, пысӑк пӗве хӗрринче, хӑваласа ҫитнӗ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Гаваонра ҫаксем пурӑннӑ: Гаваон ҫыннисен ашшӗ Иеил, — унӑн арӑмӗ Мааха ятлӑ пулнӑ, — 36. унӑн малтанхи ывӑлӗ Авдон, ун хыҫҫӑн Цур, Кис, Ваал, Нер, Надав, 37. Гедор, Ахио, Захария тата Миклоф.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Гаваонра пурӑннисем: [Иеил,] Гаваон ҫыннисен ашшӗ, — унӑн арӑмӗн ячӗ Мааха, — 30. унӑн малтанхи ывӑлӗ Авдон, ун хыҫҫӑнхисем — Цур, Кис, Ваал, Надав, [Нер,] 31. Гедор, Ахио, Зехер тата Миклоф.
1 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменне туса лартсассӑн, мӗн тума ӗмӗтленнине пӗтӗмпех туса ҫитерсессӗн Соломона, 2. Гаваонра курӑннӑ пек, иккӗмӗш хут Ҫӳлхуҫа курӑннӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Гаваонра Соломона ҫӗрле тӗлӗкре Ҫӳлхуҫа курӑннӑ, Турӑ ҫапла каланӑ: мӗн парас сана, ыйт, тенӗ.5. В Гаваоне явился Господь Соломону во сне ночью, и сказал Бог: проси, что дать тебе.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Гаваонра пурӑнакан евейсемсӗр пуҫне Израиль ывӑлӗсемпе [пӗр хула та] килӗшӳ туман: израильсем вӗсене пурне те вӑрҫӑ вӑрҫса илнӗ; 20. вӗсем хӑйсенӗн чӗрине хаярлантарни, Израиле вӑрҫӑпа кӗтсе илни пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа ирӗкӗнчен килнӗ: Израиль ывӑлӗсем вӗсене тупалаччӑр тесе, ан каҫарччӑр тесе, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек пӗтерччӗр тесе, Ҫӳлхуҫа вӗсене Израиль халӑхӗпе хирӗҫтернӗ.
Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа [Турӑ], аморрей халӑхне Гаваонра Израиль ывӑлӗсем умӗнче ҫӗмӗрсе тӑкса, ӑна Израиль аллине панӑ кун Иисус Израиль халӑхӗ умӗнче пӗтӗм чун хавалӗпе Ҫӳлхуҫана асӑнса каланӑ: эй хӗвел, Гаваон тӗлӗнче чарӑнса тӑр! эй уйӑх, Аиалон айлӑмӗ тӗлӗнче чарӑнса тӑр!
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Израиль ҫыннисем курӑнсассӑнах, Ҫӳлхуҫа Гаваон халӑхне шуйхатсах пӑрахнӑ, вара израильсем вӗсене Гаваонра тӗппипе аркатса тӑкнӑ, Вефорон тӳпемӗ еннелле выртакан ҫулпа хӑваласа кайса Азекпа Макед патне ҫитичченех ҫӗмӗрсе пынӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1