Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сената вӑл: ҫӗр гладиатор ытла ҫӗрле тухса тарнӑ, вӗсен ҫумне кашни сехетрех кӳршӗри виллӑсенчи чурасем хутшӑнса пыраҫҫӗ, вӗсен пултаруллӑ ҫулпуҫсем пур, восстание ҫийӗнчех путарса лартмасан, ҫак восстани сарӑлса кайма, хӑрушӑланса кайма пултарать, тесе каласа панӑ.
XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пире кураймаҫҫӗ, ҫынсен чи кӗҫӗн класӗ тесе шутлаҫҫӗ, пире ирӗклӗхпе тӑван ҫӗршывсӑр тӑратса хӑварнӑ, пире ҫынсен куллишӗн, пӗр-пӗринпе ҫапӑҫтарса вӗлерттереҫҫӗ, ҫавӑнпа эпир тулли ирӗклӗх шыратпӑр, эпир хамӑрӑн тӑван ҫӗршывпа хамӑрӑн ҫуртӑмӑрсене кӗрешсе илесшӗн, ҫавна пула ӗнтӗ эпир халь влаҫа тытса тӑраканнисене хирӗҫ кӑна мар восстани тӑвӑпӑр, вӗсен вырӑнне килекеннисене хирӗҫ те восстани тӑвӑпӑр, — вӗсем Сулла е Катилина, Цетег е Помпей, Лентул е Красс ятлӑ пулӗҫин те, пирӗншӗн пурте пӗрех.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Апашри восстани Бичуринрипе Ивановӑри восстанисен хумӗ ҫитсе ҫапнипе пуҫланса кайнӑ.
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
Повстанецсен ҫарне салатса янӑ чух, — ҫакӑншӑн Тури Дон казакӗсем пурпӗр кӑмӑлсӑр юлассинчен асӑрханса-тӑр, — Усть-Медведица станицине илнӗ хыҫҫӑн тӳрех восстани вӑхӑтӗнче палӑрнӑ нумай рядовой казакӑн пакунӗсем ҫине хӑюсем ҫӗлесе ячӗҫ, вахмистрсене пурне те пекех подхорунжисем турӗҫ, восстание хутшӑннӑ офицерсене вара, чинӗсене ӳстерсе, наградӑсем пачӗҫ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл ҫакна ӑнланчӗ: Половцев хыҫӗнче тӑракан тата восстани тума хатӗрленес ӗҫе ертсе пыракан вӑйсен хальхинче ӗҫ тухмарӗ; вӑл ӗнтӗ ҫирӗппӗнех ҫапла шухӑшлать: халӗ текех восстани пулас ҫук, мӗншӗн тесен майлӑ вӑхӑтпа усӑ кураймарӗҫ тата совет влаҫне чи курайман казаксен шухӑш-кӑмӑлӗ те улшӑнчӗ:
38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ пемесен, ҫак икӗ хӗрарӑмпа икӗ арҫын восстани пуличчен пӗр ҫур ҫул е ҫулталӑк лараҫҫӗ те, восстани пулсан ирӗке тухаҫҫӗ.Если я не буду стрелять, они посидят полгода или год до восстания, которое их освободит.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫавӑн чух Ленин ҫинчен пӗлтӗм, пулас хӗҫпӑшаллӑ восстани тӗллевӗсене ӑнлантӑм.
Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Вырӑс ҫӗрӗнчи восстани вучӗ чӑваш халӑхӗн чӗрине те вут хыптарнӑ.
Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пулас восстани тӗтӗмӗ сывлӑшра малтанах сисӗннӗ ӗнтӗ.Хотя дымок надвигающегося пожара крестьянского восстания уже плавал в воздухе.
Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑл мана Пензӑра вӗренни ҫинчен, ҫакӑнтан инҫех мар тӑракан пӗр вулӑсра учительре пурӑнакан хӑйӗн куккӑшӗ патне килни ҫинчен, анчах ҫав вулӑсра кулаксем восстани тунӑ пирки аран тарса хӑтӑлма ӗлкӗрни ҫинчен каласа пачӗ.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӗсем помещиксене, купцасене тата генералсене хирӗҫ восстани хатӗрленӗ.Они готовили восстания против помещиков, купцов и генералов.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хупахсенче е таса мар койкӑсем ҫинче мандолина кӗввине итлесе революци иртессе кӗтсе ларнӑ, урӑхла тумланнӑ офицерсем — халӗ ӗнтӗ вӑрттӑн хваттерсене канашланма пухӑнаҫҫӗ: мӗнле тусан аванрах пулать — ытлашши халӑхпа тулнӑ аслӑ Дон ҫарӗн хулине, — Новочеркасска, ытлах килӗшмен вырӑн пулсан та, — тармалла-ши, е пыйтӑллӑ гимнастеркӑна тӑхӑнса — Кубане, Деникин патне, каймалла, е кунта, вырӑнтах восстани тумалла, — тенӗ ыйтусене канашласа татма хӳмесем урлӑ каҫса ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Эпир пур эшелонсене те Лихая витӗр кӑларса кайма ӗлкӗрсен те, пирӗн восстани тӑвакан казаксемпе икҫӗр ҫухрӑм хушши ҫапӑҫса пырса Царицына тухмалла пулать.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сирӗн задача Царицынра восстани тума хатӗрлекен центр организацилесси пулать.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сталин ҫурма сасӑпа: — Брест-Литовскри демонстраци хыҫҫӑн Германи пролетариачӗ халех восстани туса ҫӗкленӗ тесе шухӑшлани вӑл — ытти ӗмӗтленсе тӑнисенчен пӗри, — хуть те хӑш фантази пекех шанчӑксӑр япала… Анчах Германин штабӗ Брест-Литовскри демонстраци хыҫҫӑнах пӗтӗм фронт тӑрӑх наступлени тума тытӑнасси — вӑл ним иккӗленмелли ҫук факт, — терӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Шурӑгвадеецсем тараҫҫӗ, Франци салтакӗсем Одессӑра вырӑс рабочийӗсене хирӗҫ ҫапӑҫасшӑн пулман, восстани пуҫланӑ.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Эпӗ ӑнӑҫсӑр условисенче хӗҫпӑшаллӑ восстани хыпса илесрен, пурпӗр путланса ларас революцирен хӑратӑп.— Я боюсь вооруженной вспышки при невыгодных условиях, революции, обреченной на поражение.
16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Анчах эсир халӗ, пурнӑҫ юхӑнса-арканса ҫитнӗ условисенче, ҫӗршыври вӑйсем, пӗтӗмӗшпе илсен, мӗнле вырнаҫса тухнине шутламасӑр, хӗҫпӑшаллӑ восстани тума, революциллӗ пролетариата влаҫа хӑй аллине илме ывӑнма пӗлмесӗр чӗнетӗр…
16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
«Хӗҫпӑшаллӑ восстани» сӑмахсем вырӑнне эпӗ, влаҫсем тапӑнасран тата хаҫата хупасран тесе, — халӗ вӑл пирӗн пӗртен-пӗр хаҫат, — текстра пур ҫӗрте те «татӑклӑ кӗрешӳ» тесе ятӑм…
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Кронштадт восстани тума «хӗтӗртекенсене» влаҫсен аллине тытса пачӗ.
3 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.