Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурте Володьӑна итлеҫҫӗ — ялан хӑйсене асла хурса ҫӳрекен аслӑ класра вӗренекенсем те, хӑйсем юратнӑ ача ҫине хӗпӗртесе пӑхакан пӗчӗккисем те, Юлия Львовна та, унӑн шурӑ пуҫӗ ҫумӗнче тата ытларах хура курӑнакан ҫӳҫлӗ Ефим Леонтьевич та, Яков Яковлевич директор та, географи учительници Мария Никифоровна та, Василий Платонович физик та, Володя тусӗсем те: Аркаша Кругликов, Миша Донченко, Володя Киселевский, Светлана Смирнова та — пурте ӑна итлеҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
«Виҫӗ Вова», вӗсене класра ҫапла чӗнеҫҫӗ — Володя Дубинин, Володя Киселевский, Володя Бурлаков, — хӑйсем тунӑ сывлӑш шарне тӳпене яма шут тытрӗҫ, ун ҫинчен вӗсем нумай пулмасть «Физика для всех» тенӗ кӗнекере вуласа пӑхнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Эх, Володя, Володя.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Тахӑшӗ, ӳкме пуҫласа, Володьӑна ҫурӑмӗнчен питӗ хытӑ тӗртрӗ, Володя Оля аллине вӗҫертсе ячӗ, вара сасартӑк вӗсене уйӑрчӗҫ, кӗпӗрленсе пыракан ҫынсенчен пулса тӑнӑ хӳме пӗр-пӗринчен картласа лартрӗ.
2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Каҫалла сулӑннӑ чух вӗсене хӑйсем пӗр-пӗрине пурнӑҫ тӑршшипех палласа пурӑннӑ пек, Володьӑшӑн Оля пек ҫывӑх ҫын, Ольӑшӑн Володя пек ҫывӑх ҫын урӑх никам та ҫук пек туйӑнчӗ.
2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Аня хӑй пуҫне Володьӑн сарлака кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, хӑвӑрт-хӑвӑрт сывларӗ: «Ой, Володя!» тесе пӑшӑлтатнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те калаймарӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
— Володя тетӗп, Володя, капла мана ҫав тери кӳрентеретӗр, — арҫынна куҫран чӑр! тинкерчӗ Лариса.
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Ах, Володя, Володя…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпӗ Володя ҫывӑхне куҫса тӑтӑм та хама хам ирӗксӗрлесе тата сасса шӳтленӗ евӗрлӗ кӑларма тӑрӑшса: «Ну, мӗнле, Володя, халтан каймарӑн-и?» — тесе ыйтрӑм.
XXXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр-пӗр пысӑк ӗҫ пирки куҫа-куҫӑн эпир Володьӑпа хутран-ситрен кӑна калаҫатпӑр, калаҫмалла пулса тухсан вара иксӗмӗр те пӗр-пӗринчен именетпӗр, Володя калашле, пирӗн куҫсенче арҫын ачасем сиккелеме пуҫлаҫҫӗ; анчах халь, ман куҫра именӳ палӑрсан, вӑл ман ҫине тинкерсе тата шухӑшлӑн пӑхса; «кунта вӑтанмалли нимӗн те ҫук, эпир пӗр тӑвансем, апла пулсан ҫемьери пысӑк ӗҫ ҫинчен пӗр-пӗринпе канашламаллах», — тенӗ пулӗччӗ.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ахӑртнех, Володя выляса ячӗ, мӗншӗн тесен унӑн карчӗсем ҫине пӑхса ларнӑ господин: Владимир Петрович ҫав тери телейсӗр, тесе каларӗ; Дубков, портфельне илсе, унта тем ҫырса хучӗ те, мӗн ҫырнине Володьӑна кӑтартса: «Ҫапла-и?» — тесе ыйтрӗ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володя алли пысӑк, илемлӗ; вӑл карта пуҫ пӳрнипе епле тытни тата ытти пӳрнисем хутланни ҫав тери атте аллине аса илтернӗрен, пӗр вӑхӑтра мана Володя ҫитӗннӗ ҫын пек пулас шутпа юриех ҫапла тытнӑ пек туйӑнчӗ; анчах унӑн пичӗ ҫине пӑхрӑм та ӑна вӑйӑсӑр пуҫне урӑх нимӗн те интереслентерменнине куртӑм.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володьӑн ҫывӑх ҫыннисем мана дипломат тесе чӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен пӗррехинче, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн, халь тупӑкра выртакан кукамай вӗсем умӗнче теме пула пирӗн малашлӑх ҫинчен калаҫу хускатса, Володя ҫар ҫынни пулать, Николай вара ҫӳҫне à la cog тураса тирпейленӗ хура фраклӑ дипломат пуласса шанатӑп, терӗ, ун шучӗпе, дипломати ҫынни пулма ҫӳҫе лӑпах ҫавӑн пек тураса ҫӳремелле.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗрачасем, уйрӑмах Катя, экипажа ларакан Володьӑн йӑрӑс пӗвӗ ҫине савӑнса пӑхаҫҫӗ, «Турӑ пулӑштӑр, турӑ пулӑштӑр», тет атте; чӳрече умне йӑраланса пынӑ кукамай, куҫҫульне шӑпӑртаттарса, фаэтон тӑкӑрлӑк кӗтессине пӑрӑнса курӑнми пуличченех Володя еннелле хӗрес хыва-хыва тем пӑшӑлтатать.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володя бронза тӳмеллӗ кӑвак фрак, лакпа ҫутатнӑ атӑ тӑхӑнать, ылтӑн сехет илет; крыльца умне атте фаэтонне пырса тӑратаҫҫӗ, Николай ун ҫивиттине хыҫалалла сирсе хурать, Володьӑпа Сен-Жером кӳмене кӗрсе лараҫҫӗ те университета каяҫҫӗ.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Килмест», — пӑшӑлтатрӗ Володя, вара Володя Машӑна тытса чарасшӑн пулнӑн хускалса илчӗ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володя валли пӗрмеллӗ голландски кӗпесем пӗрремӗш хут ҫӗлетнӗ хыҫҫӑн манӑн унашкал кӗпесем ҫукки хама питӗ кӳрентерни ҫинчен тӳрех каланӑ пулсан, эпӗ, паллах, сахалтарах асапланнӑ пулӑттӑм, Володя ҫухависене юсанӑ чухне ҫакна вӑл юриех мана кӳрентересшӗн ҫеҫ тӑвать, тесе шутламӑттӑмччӗ.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Володя, — терӗм эпӗ ӑна ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр, таса мар перчетке ҫине кӑтартса, — Володя, эсӗ ҫакӑн пирки шухӑшламан та вӗт!
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володя: «Ку вӑл нимех те мар, эпӗ лаша ӗрӗхнине питӗ юрататӑп», — тесе тӗлӗнмелле харсӑррӑн каларӗ пулин те, атте те ӳкӗтленине пӑхмасӑр, мӗскӗн анне эпир сунартан таврӑничченех Володя шӑпийӗ пирки асапланасси ҫинчен ҫине-ҫинех каларӗ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл Володьӑна ыталать, Володя карӑнсах илет.
Лӑпкӑ мар // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.