Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сайра хутра савнӑ тусӗ Верочка юрланине итлеме пыркалать, анчах сайра хутра ҫеҫ: унӑн ӗҫ питӗ нумай.Изредка миленький приходит послушать пение, но только изредка: у него очень много работы.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Петербургра лайӑх хӑйма тупма йывӑр, ҫапах та Верочка чӑнахах питӗ лайӑх, нимӗн те хутӑштарман хӑйма шыраса тупать.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ вӑл чей ӗҫме тухать те, упӑшкине ыталаса илсе: «епле ҫывӑртӑн, савнӑ тусӑм?» тет, чей ӗҫнӗ хушӑра ӑна тӗрлӗ ӑҫтиҫуксем ҫинчен тата кирлӗ япаласем ҫинчен те каласа кӑтартать; сӑмах майӗн каласан, Вера Павловна, — ҫук, Верочка: вӑл ирхине чей ӗҫнӗ чухне те Верочка-ха, — чей ӗҫнинчен ытларах хӑйма ӗҫет: чей кунта ячӗшӗн ҫеҫ, чей куркинче вара ҫурри ытла хӑйма; вӑл хӑймана та ҫав тери юратать.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку вӑл упӑшки чей хатӗрлеме пуҫланине пӗлтерет: ирхине чей упӑшки хатӗрлет, Вера Павловна, — ҫук, хӑйӗн пӳлӗмӗнче вӑл Вера Павловна мар, Верочка, — тумланма пуҫлать.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑраннӑ хыҫҫӑн Вера Павловна вырӑн ҫинче нумайччен ачашланса выртать; вӑл ачашланма юратать, кӑшт тӗлӗрнӗ пек пулать, ҫук, тӗлӗрмест вӑл, мӗн тумалли ҫинчен шухӑшлать; выртать вӑл тӗлӗрмесӗр, шухӑшламасӑр — ҫук, шухӑшлать: «Епле ӑшӑ, ҫемҫе, аван, питӗ ырӑ ирхине ачашланса выртма; упӑшки, урӑхла каласан, «савнӑ тусӗ» вӑтам пӳлӗмрен, — ҫук, вӑтам пӳлӗмсенчен пӗринчен, халӗ ӗнтӗ вӑтам пӳлӗм иккӗ, ку вӑл качча тухни тӑваттӑмӗш ҫул ҫине кайсан-ҫке-ха, — «Верочка, вӑрантӑн-и?» — тесе каличчен ачашланса выртать.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Верочка!
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Тата хаваслӑ, Верочка, эпӗ яланах хаваслӑ, салху чухне те яланах хавас.— И веселая, Верочка, я всегда веселая, и когда грустная, все-таки веселая.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Тӗрӗс, — тет те Верочка йӑл кулать, мӗншӗн тесен вӑл чӑнах та пылак печенисем ҫиме, вӗсене кухньӑра хатӗрлеме юратать.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсӗ пылак япаласем ҫиме юрататӑн вӗт, Верочка, — тӗрӗс-и?
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсӗ, Верочка, кухаркӑна апат пӗҫерме пулӑшнӑ чухне, кухньӑра пӑчӑ, тӗттӗм пулсан та, сана лайӑх, кӑмӑллӑ, эсӗ кухньӑра пӑчӑ та тӗттӗм пулни ҫинчен шутламастӑн та вӗт?
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку вӑл, Верочка, часах пулӗ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ҫук, Верочка, кайран ун пек пулмасть.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла, Верочка, тав ту хӑвӑн аннӳне Ан юрат эсӗ ӑна, вӑл усал, анчах пурне те сана вӑл туса панӑ, вӑл пулман пулсан, эсӗ те пулас ҫукчӗ, пӗл эсӗ ҫакна.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла, Верочка, халӗ ман ытти усал ҫынсене хирӗҫ пыракан усал ҫынсемсӗр пурӑнма юрамасть ӗнтӗ.Да, Верочка, теперь мне нельзя без таких злых, которые были бы против других злых.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах куратӑн-и, Верочка, усаллисем вӗсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ: пӗрисене тӗнчере пурнӑҫ начарланни кирлӗ, теприсене, вӗсем те усаллисемех, пурнӑҫ лайӑхланни кирлӗ: ҫавӑн пек пулсан, вӗсене усӑллӑ пулать.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Чупту мана, Верочка, пире пӗрле кӳрентерчӗҫ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Верочка, эпӗ санпа яланах ырӑ кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшрӑм, ырӑ кӑмӑллӑ вӗт эсӗ, эпӗ вара хампа калаҫакан ҫын мӗнле, ҫавӑн пек.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Верочка чӗтресе йӗрет, сехӗрленет.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манран пӑрӑнатӑн! — Итле-ха эсӗ, Верочка, эпӗ мӗн каланине.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Верочка чӗнмест, сиксе ҫеҫ чӗтрет хӑй.