Шырав
Шырав ĕçĕ:
32. Ионафан, Давид пиччӗшӗ, канашҫӑ пулнӑ, вӑл ӑслӑ ҫын, ҫыруҫӑ пулнӑ; Хахмоний ывӑлӗ Иехиил патша ачисем ҫумӗнче пулнӑ; 33. патша канашҫи Ахитофел пулнӑ; Архи ҫынни Хусий вара патшан тусӗ пулнӑ; 34. Ахитофел хыҫҫӑнхи канашҫӑсем — Ванея ывӑлӗ Иодай тата Авиафар; Иоав вара патшан ҫарпуҫӗ пулнӑ.
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. [Акӑ Давид патша хӑюҫахӗсен ячӗсем:] Иоавпа пӗртӑван Асаил — вӑтӑр ҫарпуҫ шутӗнче; Елханан — Додо ывӑлӗ, Вифлеем ҫынни, 25. Харод ҫынни Шамма, Харод ҫынни Елика, 26. Палтит ҫынни Херец, Ира — Икеш ывӑлӗ, Фекоя ҫынни, 27. Анафоф ҫынни Евиезер, Хушат ҫынни Мебуннай, 28. Ахоха ҫынни Цалмон, Нетофа ҫынни Магарай, 29. Хелев — Баана ывӑлӗ, Нетофа ҫынни, Иттай — Рибай ывӑлӗ, Вениамин ывӑлӗсен ҫӗрӗнчи Гива ҫынни, 30. Пирафон ҫынни Ванея, Нахле-Гааш ҫынни Иддай, 31. Арбат ҫынни Ави-Албон, Бархум ҫынни Азмавет, 32. Шаалбони ҫынни Елияхба; Яшен ывӑлӗсенчен — Ионафан, 33. Гарир ҫынни Шама, Ахиам — Шарар ывӑлӗ, Арар ҫынни, 34. Елифелет — Магахати ывӑлӗн Ахасбайӑн ывӑлӗ, Елиам — Ахитофел ывӑлӗ, Гило ҫынни, 35. Кармил ҫынни Хецрай, Арбит ҫынни Паарай, 36. Игал — Нафан ывӑлӗ, Цоба ҫынни, Гад йӑхӗн ҫынни Бани, 37. Аммон ҫынни Целек, Берот ҫынни Нахарай — Саруия ывӑлӗн Иоавӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗ, 38. Итр ҫынни Ира, Итр ҫынни Гареб, 39. хет ҫынни Урия.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ахитофел, хӑйӗн канашӗ пурнӑҫланманнине курсассӑн, ашакне йӗнерлесе утланнӑ та хӑйӗн килне, хӑйӗн хулине, тухса кайнӑ, кил-йышне халал хӑварнӑ та ҫакӑнса вилнӗ, ӑна ашшӗн тупӑклӑхне пытарнӑ.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем кайсанах, лешӗсем пусӑран тухнӑ та Давид патша патне ҫитсе хыпарланӑ, Давида ҫапла каланӑ: хускалӑр та часрах шыв урлӑ каҫӑр; ӗнтӗ Ахитофел сирӗн пирки ҫапла-ҫапла канаш панӑ, тенӗ.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хусий вара Садокпа Авиафар священниксене каланӑ: Ахитофел ӗнтӗ Авессаломпа Израилӗн аслӑ ҫыннисене ҫапла-ҫапла канаш пачӗ, эпӗ ҫапла-ҫапла канаш патӑм.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫакӑн хыҫҫӑн Авессалом та, пӗтӗм Израиль те: Архи ҫынни Хусийӗн канашӗ Ахитофел канашӗнчен лайӑхрах, тенӗ.14. И сказал Авессалом и весь Израиль: совет Хусия Архитянина лучше совета Ахитофелова.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хусий Авессалома каланӑ: ку хутӗнче Ахитофел панӑ канаш лайӑх мар, тенӗ.7. И сказал Хусий Авессалому: нехорош на этот раз совет, который дал Ахитофел.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авессалом ӑна ҫапла тесе каланӑ: Ахитофел акӑ мӗнле калать; вӑл каланӑ пек тумалла-и? апла мар пулсан, эсӗ кала, тенӗ.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ахитофел Авессалома каланӑ: вуникӗ пин ҫын суйласа илем те кӗҫӗрех Давида хӑвалама тухса каям, тенӗ; 2. вӑл ӗшенсе ҫитнӗ чухне, алли усӑннӑ чухне тапӑнӑп та ӑна сехӗрлентерсе ӳкерӗп; унпа пӗрле ҫӳрекен ҫынсем тарса саланӗҫ; эпӗ патшана ҫеҫ вӗлерӗп, 3. мӗнпур ҫынна сан майлӑ ҫавӑрӑп; вӗсем хушшинче пӗр ҫын пулмасанах, — эсӗ шӑпах ҫавӑн чунне шыратӑн ӗнтӗ, — пӗтӗм халӑх лӑпланӗ.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ахитофел канашӗсем ҫав вӑхӑтра Турӑ вӗрентсе калани пекех шутланнӑ.
2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ахитофел Авессалома каланӑ: аҫун ҫум-арӑмӗсем патне кӗр, вӑл вӗсене хӑйӗн ҫуртне сыхлама хӑварнӑ; вара израильсем пурте эсӗ хӑвӑн аҫун курайман ҫынни пулнине пӗлӗҫ те, сан майлӑ мӗнпур ҫын алли ҫирӗпленӗ, тенӗ.
2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Авессалом вара пӗтӗм Израиль халӑхӗпе Иерусалима пынӑ, Ахитофел та унпа пӗрле пулнӑ.15. Авессалом же и весь народ Израильский пришли в Иерусалим, и Ахитофел с ним.
2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Давид ӑна каланӑ: эсӗ манпа пӗрле пыратӑн пулсассӑн, мана кансӗрлетӗн ҫеҫ; 34. эсӗ хулана таврӑнни лайӑхрах пулать, Авессалома ҫапла кала: «патша, [ӗнтӗ тӑванусем иртсе кайрӗҫ, патша аҫу та иртсе кайрӗ, паян вара] эпӗ — санӑн чуру; [чӗрӗ хӑварсам мана,] халиччен эпӗ сан аҫун чури пулнӑ, халӗ вара санӑн чуру» те, ҫапла каласассӑн эсӗ Ахитофел канаш парса тӑнине арпаштарса ярӑн.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давид вара: эй Ҫӳлхуҫа [Туррӑм]! Ахитофел канашне аркатсам, тенӗ.И сказал Давид: Господи [Боже мой!] разрушь совет Ахитофела.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Давида, хыпар ҫитерсе, ҫапла каланӑ: Ахитофел та Авессаломпа каварлашнисен шутӗнчех, тенӗ.31. Донесли Давиду и сказали: и Ахитофел в числе заговорщиков с Авессаломом.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1