Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Атту the word is in our database.
Атту (тĕпĕ: атту) more information about the word form can be found here.
— Халех килне кай та япалусене ҫых, хутортан яланлӑхах тухса кай, атту сана начар пулать,…

— Зараз же иди домой, собери в узелок свои огарки и ступай из хутора навсегда, иначе тебе плохо будет…

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Атту, тупата туршӑн, ҫыхса пӑрахатпӑр та ҫӑварӑрсене пӑкӑлатпӑр.

А то, истинный бог, свяжем вас и рты позатыкаем.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Тӑр, Алексеевна, атту ӗнӳне вӑрласа кайӗҫ, — шавлӑн каласа хучӗ Разметнов.

— Вставай, Алексеевна, а то корову проспишь, — бодро заговорил Размётнов.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пулӑш, Андрей, атту вӗҫертетпӗр Тимошкӑна!

Помогай, Андрей, иначе упустим Тимошку!

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Атту ӑҫтан пултӑр?

Окромя откуда же?

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Атту эпӗ халӗ шкула каятӑп, заведующипе калаҫмалли пур.

А то я сейчас пойду в школу, дело там есть к заведующему.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑлчан пушмакӗн пӗтӗм кӗлене хуплакан икӗ такана тупрӗ те — вӗсем унта граждан вӑрҫиренпех йӑваланса выртатчӗҫ — калать мана: «Сидорович, эпӗ санӑн ҫак таканусене илетӗп, вӗсене ата кӗлисем ҫине касса лартӑп, атту ватӑлатӑп пулмалла, кӗлесем ҫине ытларах пусатӑп, атӑпа пушмак кӗлисене юсаса тӑма ӗлкӗрейместӗп», — тет.

Нашел он две старые подковки с английских ботинков, во весь каблук — ишо с Гражданской войны они завалялись — и говорит: «Сидорович, я у тебя эти подковки возьму, врежу их на сапоги, а то, видно, старый становлюсь, на пятку больше надавливаю, не успеваю каблуки на сапогах и на чириках подбивать».

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Эс, казак, йӗркеллӗрех пул, чӗлхӳне ытлашши ан тӑс, атту халь вӑхӑчӗ ҫавӑн пек: паян акӑ эсӗ таканлатӑн, ыран вара, Ҫӗпӗре ҫитиччен те шуҫмалла ан пултӑр тесе, хӑвна таканласа ярӗҫ.

«Ты, казачок, аккуратней будь, язык не дюже вываливай, а то зараз время такое, что нынче ты куешь, а завтра тебя подкуют на все четыре, чтобы до самой Сибири по этапу шел, не осклизался.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Атя тимӗрҫ лаҫҫине, сулхӑна, атту эпӗ хӗвеле хӑнӑхман, — шӑрӑха тӳсеймесӗр, тарланӑ пичӗпе ҫара лӗпкине шӑлса илсе каларӗ Шалый.

— Пойдем в кузню, в холодок, а то я к такому солнцу непривычный, — вытирая пот с лица и лысины, не выдержав жары, сказал Шалый.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Атту эсӗ сухаҫ та, тимӗрҫ те, ваттисем пек каласан: «Туман ӗҫӳ сук, килентернӗ ҫӗрӳ ҫук», пӗтӗм хуҫалӑха вара сан вырӑнна Островнов ертсе пырать.

А то ты и пахарь, и кузнец, словом, как в песенке: «И в поле жнец, и на дуде игрец», — а всем хозяйством вместо тебя заворачивает Островнов.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Атту пӗлтӗр пирӗн пата районри заготживсырье заведующине хваттере кӗртнӗччӗ, пирӗн хутора ӑна уполномоченнӑй туса янӑ пулнӑ.

А то поставили ко мне на квартиру в прошлом году районного заведующего Заготживсырьем; уполномоченным его нам в хутор назначили.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Атту амӑшӗ ҫитеркелет-ха.

А то мать нет-нет да и покормит.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл шуйттан, ӑслӑ, ҫавӑнпа та пӗччен ку ӗҫе теветкеллесе каяс ҫук: апла пулсан, унпа ӗлӗкхи пекех калаҫмалла, эпир ун ҫинчен мӗн шутланине кӑшт та палӑртмалла мар, атту пӗтӗм ӗҫе пӑсса хума пулать.

Он умный, черт, и один ни за что не рискнет на такую штуку: значит, надо с ним быть по-прежнему и намека на подозрения не подавать, иначе можно сорвать все дело.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хур та турӑш хыҫне, упра, а халӗ пус патне кай, хӑвӑн паттӑрлӑхна ҫуса тасат та хӑвна йӗркене кӗрт, атту санран выльӑх масарӗн шӑрши кӗрет».

Клади ее под божницу и сохраняй, а пока топай к колодезю, обмывай свое геройство и приводи себя в порядок, а то несет от тебя, как от скотомогильника».

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ, йӗрӗнчӗк шуйттан, салтакра пулман-ха, атту йӑпӑр-япӑрах ҫисе янӑ пулӑттӑн!

— Не был ты в солдатах, черт паршивый, а то бы сожрал за милую душу!

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Атту ватӑ салтаксен, ҫулсем иртсе пынӑ май,тӑнӗсем сапаланма пуҫлаҫҫӗ…

А то ведь старые вояки с годами становятся рассеянными…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Нагульнова асӑрхаттартӑмӑр, эсӗ те асӑрхан, атту мӗн те пулин начартараххине туянӑн…

Нагульнов получил предупреждение, берегись и ты, а то можешь получить кое-что похуже…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Атя, калаҫар, Нестеренко юлташ, атту вӑхӑт шӑвать, факт!

Что ж, давай поговорим, товарищ Нестеренко, а то ведь время-то идет, факт!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах эс хирӗҫ кун пекех ӑн тӑр, атту ҫӗре чӗркуҫҫи таран путрӑн вӗт, парӑнасшӑн пулмарӑн.

Но ты сопротивляйся слабее, а то ведь по колено в землю уходил, не хотел сдаваться.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр сакӑр минут вӗсем сухаланӑ пусӑ ҫинче тӗрмешрӗҫ, унтан пачах ывӑнса ҫитнӗ Давыдов, хӑрӑлтатса: — Курӑк ҫине тухатпӑр, атту кунта пирӗн чун та тухса кайӗ, — терӗ.

Минут восемь они возились на пахоте, а потом, уже окончательно измотанный, Давыдов хрипло сказал: — Выбираемся на траву, а то мы тут богу души отдадим…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed