Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аттепе (тĕпĕ: атте) more information about the word form can be found here.
1921 ҫултах аттепе анне холерӑпа чирленӗччӗ.

Help to translate

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

«Вӑл та мана нимех те каламасть, — ача пек ӗненсе шухӑшларӗ Сергей. — Тата аттепе калаҫса пӑхам та, вара ӗҫе тытӑнӑп», — тесе шухӑшласа вӑл Усть-Невинскине тухса кайрӗ.

«И он мне ничего не говорит, — с детской верой подумал Сергей. — Еще поговорю с отцом, тогда приступлю к работе», — решил он и поехал в Усть-Невинскую.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пурӑнса пӑх-ха эсӗ пирӗн аттепе!

А поживи ты с нашим батей!

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пилӗк ҫул каялла аттепе иксӗмӗр санран вӑкӑр туяннӑччӗ.

С батей лет пять назад бычка у тебя торговали.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ирӗк пар киле кайма Мана, Аттепе анне патне, Аттепе анне патне, Ҫамрӑк мӑшӑрӑм патне.

Отпусти меня домой К отцу, К отцу, матери родной, К отцу, матери родной Да к женёнке молодой.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эпир ӑна хамӑршӑн мар-ҫке, аттепе аннешӗн.

— Так это мы не для себя, а для батьки и матери.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Аттепе калаҫса пӑхатӑп, юлташсемпе.

Посоветоваться с отцом, с товарищами.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ҫеменпе те, аттепе те калаҫӑп…

— Я поговорю и с Семеном и с батей…

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Аттепе иксӗмӗр улӑхра утӑ ҫулатпӑр пек те, йӗри-таврах, анкарти хыҫӗнчи шур тӑрӑллӑ чечексем евӗр, ҫӑлтӑрсем сапаланса выртаҫҫӗ пек, — пушмак пӑрӑвӑнни пек ӑшӑ куҫӗсене ҫутӑлтарса калама тытӑнчӗ йӑваш Прохор Зыков; — ҫулатпӑр пек хайхи, курӑкӗ ҫава касса уҫӑлми йӑванса пырать пек…

Будто косим мы с батей сено в лугу, а миру кругом высыпало, как ромашки за гумнами, — говорил, сияя ласковыми телячьими глазами, смирный Прохор Зыков, — косим мы это, трава так и полегает…

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аттепе пурӑнмастӑп, ваше превосходительство.

— Не живу с отцом, ваше превосходительство.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Икӗ священник — Виссарион аттепе благочинный Панкратий атте — Сергей Платоновичпа туслӑ пурӑнман, вӗсем хушшинче тахҫантанпах хирӗҫӳ пынӑ.

Два священника — отец Виссарион и благочинный отец Панкратий — дружбы с Сергеем Платоновичем не вели, были у них давнишние счеты.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иртнӗ хӗлле аттепе пӗрле станцие кайса килтӗм те, пӗтӗм кӑмӑл туртма пӑрахрӗ.

Прошлую зиму ездил я с батей на станцию, так было-к пропал.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аттепе иксӗмӗр, йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр та-ха унӑн, клад шырани ҫинчен каласа паратӑп.

— Рассказываю, как мы с покойничком-батей, царство небесное старику, клад искали.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Каҫар, батько! ан ҫилен! акӑ сана саламат; хӗне, мӗн чухлӗ хӗнес килнӗ таран, хамах парӑнатӑп: пуриншӗн те ӳкӗнетӗп; хӗне, ан ҫилен анчах! эс тахҫан ман ҫӗр айӗнче выртакан аттепе тӑван пек пурӑннӑ вӗт-ха, ҫӑкӑр-тӑвар пӗрле ҫинӗ, магарычне те пӗрле ӗҫнӗ».

— Помилуй, батько! не гневись! вот тебе и нагайка: бей, сколько душа пожелает, отдаюсь сам; во всем каюсь; бей, да не гневись только! ты ж когда-то братался с покойным батьком, вместе хлеб-соль ели и магарыч пили.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Эпӗ — таса чунлӑ ҫын, эпӗ — аттепе аннен ывӑлӗ, эпӗ — мӗнпур пурнӑҫ тӑршшӗпех телейлӗ ҫемье пурнӑҫӗ ҫинчен ӗмӗтленнӗччӗ, эпӗ ӑна нихҫан та улталаман…

«Я — честный человек, я — сын своих родителей, я — всю жизнь мечтавший о счастье семейной жизни, я — мужчина, никогда не изменявший ей…

XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Пиччепе, юлташсемпе, аттепе вӑрҫнисене эпӗ астӑватӑп, анчах пирӗн хушӑра нихҫан та ҫакӑн пек наркӑмӑшлӑ ҫилӗ пулман.

С братом, с приятелями, с отцом, я помню, я ссорился, но никогда между нами не было той особенной, ядовитой злобы, которая была тут.

XII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Пӑхасса вӑл такама шыранӑн, хам вырӑна аттепе малалла калаҫма кам та пулин ҫук-ши, тенӗн пӑхса илчӗ.

Словно искал кого-либо, кто смог бы вместо него продолжать разговор с отцом.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Эпӗ ҫынни унашкал мар ҫав: утияла сартӑм та ваткӑ ҫине шӑллӑм ӳчӗ выртнӑ вырӑнти ҫӗре тултартӑм, ӑна чӗркесе ҫыхса ҫӗнӗ тупӑка хутӑм; вара, аттене пытарнӑ ҫӑва ҫине ҫӗклесе кайса, аттепе юнашарах чавса чикрӗм.

Однако я поступил иначе: собрал в вату землю с того места, где когда-то лежало тело, завернул в одеяло и положил в гроб, который потом зарыли рядом с могилой отца.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Каҫсерен эпир аттепе арбуз сыхлама ҫӳретпӗр, эсӗ те пирӗнпе пырӑн.

А ночью сторожим с отцом арбузы — и ты приходи сторожить.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Тен, аннене пирӗн пирки арӗсленӗ пулӗ, эпир аттепе партизана кайнӑшӑн.

Может быть, ее за отца да за меня и забрали, что мы в партизаны ушли.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed