Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Апатне (тĕпĕ: апат) more information about the word form can be found here.
Чулсем хушшинче инҫетре хулӑн тирлӗ лойиодон пытанса тӑнӑ пек, темӗн пысӑкӑш тапир авоплотери ятлӑ илемсӗр тискер кайӑкран апатне туртса илме хатӗрленсе тӑнӑ пек.

Вдали за скалами прячется толстокожий лофиодон, гигантский тапир, собирающийся оспаривать добычу у аноплотерия.

XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Кирек епле пулсан та, эпир вӑлтасем ярса пӑхӑпӑр, кунта та уйӑх айӗнчи ҫӗршыври пекех, апатне кура пулли пырса хыпассине пӑхса сӑнӑпӑр, — терӗм эпӗ.

— Ну что ж! Попробуем смастерить удочки и полюбопытствуем, идет ли рыба на приманку, как в подлунных водах!

XXXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Апатне те хамах пӗҫерсе панӑ пулӑттӑм…

Я и сготовила бы…

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Столовӑя антӑм, пичче сӗтел хушшинче ларать, вӑл хӑйӗн ирхи апатне те ҫисе пӗтере пуҫланӑ.

Я спустился в столовую, дядя сидел за столом и преспокойно завтракал.

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Марта каллех ирӗке тухса, пасара часах кайса килнӗ, апатне хӑвӑрт хатӗрленӗ.

Марта получила снова свободу, она поспешила на рынок и так быстро все приготовила.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Выльӑх апатне ялсенче илетпӗр.

— Фураж в деревне берем.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫуллахи хӗрелнӗ пакша типсе кайнӑ ватӑ чӑрӑш турачӗсем ҫине типӗтме кӑмпа апатне ҫакса янӑ.

Рыжая, летняя белка на ветвях старой, высохшей ели аккуратно развесила для сушки грибы — беличьи запасы.

5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Поля яланах хыпаланса ҫинӗ, чашӑкри апатне туртса илесрен хӑранӑ пекех васканӑ.

Поля всегда так торопилась есть, точно боялась, что у нее отнимут чашку с едой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Апатне те пӗҫермелле, ачасем валли кӗпесем ҫӗлесе памалла, шыв патне те каймалла пулнӑ.

Нелегко было старухе с хозяйством справляться.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Кашниех паян тутӑ пуласшӑн, никам та хайӗн халех ҫисе яма пултарас апатне ырана та пулин хӑварасшӑн мар.

Каждый хочет быть сытым сегодня, никто не желает отложить свой обед даже на завтра, если может съесть его сейчас.

XXI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Выльӑх апатне эпир хамӑр йӳнеҫтеретпӗр, колхоз памасть пире ӑна.

А корма-то мы добываем сами, колхоз нам их не дает.

Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Такам хушнипе пӗтӗм тыр-пулпа выльӑх апатне турттарса кайнӑ.

По чьему-то распоряжению был вывезен весь хлеб и весь фураж.

Ӗмӗрхи депутат // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Кӑнтӑр апатне иртерех ҫиес пулать.

Надо будет пораньше пообедать.

XXXVII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Ҫемьеллӗ ҫынсем кӑнтӑрлахи апатне ялтан хӑйсемпе пӗрлех илсе килнӗ те ӑна лав ҫинчех ҫиеҫҫӗ.

Семейные люди привозили с собой обед из деревни и съедали его тут же, на подводе.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Апатне те лагерьте начар ҫитереҫҫӗ.

И кормежка в лагерях горевая.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Таркӑнсем икӗ хут чӗнтерсе тӑмарӗҫ, ҫулпуҫӗн ӗмӗр ҫывӑрмалли килӗнче хӑйсен пирвайхи ирхи апатне тума ларчӗҫ.

Беглецы не заставили дважды просить себя и уселись за свой первый завтрак в усыпальнице вождя.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Апачӗ ҫине табу хунӑ ҫын пуян пулсан, унӑн вара апатне пырса тӗкӗнме пултарайманнипе ӑна хӑйӗн тарҫисене ҫӑварне хурса памашкӑн хушмалла пулать.

Если несчастный богат, он может заставить своих слуг класть ему в рот пищу, к которой не должны прикасаться его руки.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнтах вучахсем те пур, вӗсен хӗрсе тӑракан чулӗсем ҫинче дикарьсем никам ӑнланмалла мар апатне ӑшаласа ҫиеҫҫӗ.

Тут же были и очаги, на раскалённых камнях которых печётся незатейливая пища дикарей.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унта вӑл, хӑй ухмах пулмасан, апатне те лайӑхрах ҫийӗ, ӑшӑнасса та ӑшӑнӗ — е кӑмака умӗнче, е Одарка ҫумӗнче.

Там он, если не дурак будет, и подъест и погреется — хоть у печки, хоть у Одарки.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кун хыҫӗнчен ирхи апат пуҫланчӗ, ыранхи кун ҫинчен те шухӑшлас пулать тесе, апатне питӗ пӗчӗккӗн пайларӗҫ: мӗншӗн тесен икӗ енчен те вашмӑкланса килекен тӳремлӗхре пулса тӑнӑ тем пысӑкӑш бассейн вӗсем ӗмӗтленсе тӑнинчен майӗпенрех пушанма пултарӗ, апат-ҫимӗҫ хатӗрӗсем те питӗ сахал.

После этого они приступили к обеду, ограничив порции минимумом, так как нужно было помнить и о завтрашнем дне: огромный естественный бассейн, образуемый двусторонней покатостью равнины, мог опорожниться медленней, нежели они рассчитывали, а запас провизии был очень невелик.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed