Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аллинче (тĕпĕ: алӑ) more information about the word form can be found here.
Атте аллинче — пуртӑ, мӑшӑрӑм аллинче — пӗр вӑрӑмах мар патак.

Help to translate

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ҫын мана кӑштах итлерӗ пек, ҫӗҫҫине мӑй патӗнчен илсе аллинче жонглер пек вылята пуҫларӗ.

Help to translate

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Кунта сирӗнсӗр те ӗҫ нумай, — тесе резина патаккисене аллинче ҫавӑрттара-ҫавӑрттара ҫуллахи тӗттӗмре ҫухалчӗҫ.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Тепӗр аллинче унӑн йӗкеччӗ.

Help to translate

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Ҫул ҫинчен ҫитни картишӗнче халь кӑна пӳлӗм те коридор урайне ҫуса тухнӑ, аллинче хура тӗслӗ пысӑк татӑк тытса тӑракан хӗре курчӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫурӑмӗ хыҫӗнче — пӑшал, аллинче тапӑ тата михӗ:

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Аллинче — пысӑках мар хут чӗркев.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хальхи ята хула турккӑсен аллинче пулнӑ вӑхӑтра илнӗ, ун чухне Каламбака сутӑ-илӳ ирттермелли паллӑ вырӑн пулса тӑнӑ.

Современное имя город получил во время турецкого владычества, когда Каламбака стала важным торговым центром.

Каламбака // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BA%D0%B0

Раман унран тӑвӑл пек вӗҫтерсе иртесшӗнччӗ, анчах май килмерӗ, аллинче пӗчӗкҫӗ хӗрлӗ кӗнеке пуррине курчӗ.

Help to translate

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Аллинче хӑйӗн — пысӑк торт.

Help to translate

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Нӑркка аллинче — тӑлӑп.

Help to translate

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Униҫҫе аллинче — патак.

Help to translate

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Стасик урине тир атӑ тӑхӑннӑ, шап-шурӑ кӗрӗкпе, пуҫӗнче лапсӑркка ҫӗлӗк, аллинче — тир алса.

Help to translate

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Килте те, вӑрманта та ун аллинче, тӑнран каятӑп капла», — терӗ алӑ сулкаласах.

Help to translate

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Дубовӑн пичӗ пӗҫерсе кайрӗ, чӗлхи ҫине пӗр сӑмах та килмерӗ, аптранипе вӑл карттусне хывса аллинче лӳчӗркеме тытӑнчӗ, кӑшт аяккинелле пӑрӑнса, хӑйпе мӗн пулса тухнине виҫӗ-тӑватӑ сӑмахпа ӑнлантарса пачӗ.

Help to translate

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Аллинче — икӗ кӗпҫеллӗ пӑшал.

Help to translate

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах ӑна хӑй аллинче, хӑй кӑкӑрӗ ҫумӗнче ачашласа усрамашкӑн вӑйӗ ҫитмест.

Help to translate

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Допроссемпе асаплантару хушшинче шанӑҫа ҫухатнӑ вӑхӑтра вӑл хӑйӗн командирне — Атӑл ҫинчи чӑваш ялӗн ачине — ҫирӗм виҫӗ ҫулхи сотнике — Назар Краснова, сурансене пула унӑн аллинче вилнӗскере аса илчӗ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле чӗри почтальонка аллинче хӑнӑхнӑ виҫкӗтеслӗх вырӑнне конверт куричченех ура тупанне анса ларнӑччӗ.

Help to translate

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акушерка аллинче кӗрен тӗслӗ, тӑрӑхрах чӑмакка курӑнчӗ, ҫатлаттарни илтӗнчӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed