Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эрне the word is in our database.
эрне (тĕпĕ: эрне) more information about the word form can be found here.
Вара Илюша виҫӗ эрне яхӑн килте хӑналанать, унтан, пӑхатӑн, мӑнкун умӗнхи эрне те инҫе мар ӗнтӗ, унтан праҫник, унтан ҫемьере кам та пулин: Фома эрнинче вӗренмеҫҫӗ, тесе шутлать; ҫулла пуличчен икӗ эрне пек юлать — кайма та кирлӗ мар, ҫулла вӗт нимӗҫ хӑй те канать, вӗренессине кӗркуннеччен тытӑнмасан авантарах та пулать.

И недели три Илюша гостит дома, а там, смотришь, до Страстной недели уж недалеко, а там и праздник, а там кто-нибудь в семействе почему-то решит, что на Фоминой неделе не учатся; до лета остается недели две — не стоит ездить, а летом и сам немец отдыхает, так уж лучше до осени отложить.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Е тата ҫакӑн пек те тума пулать: пӗрремӗш эрнере ҫӑмӑл уроксем кӑна пулччӑр, калӑпӑр физкультура, иккӗмӗш эрнере физкультура ҫумне юрӑ урокӗ хушма юрать, виҫҫӗмӗш эрне вырӑс чӗлхи хушма юрать, тата малалла та ҫавӑн пекех, арифметикӑна ҫитичченех.

Или еще можно было бы сделать так, чтоб в первую неделю были одни только легкие уроки, например физкультура, во вторую неделю к физкультуре можно добавить пение, в третью неделю можно добавить русский язык, и так, пока не дойдет до арифметики.

Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Утрав ҫинче те, ун патне Эрне лексен, хӑйне хӑй хуҫа пек тыткалать: вӑл — Эрне хуҫи, Эрне — унӑн чури.

И на острове, когда к нему попадает Пятница, он ведет себя как хозяин: он — хозяин Пятницы, Пятница — его раб.

«Робинзон Крузо» роман ҫинчен // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 3–4 с.

9. Ҫичӗ эрне шутласа ил; ҫичӗ эрнине шутлама вырмара ҫурла хывнӑ кунран пуҫла; 10. ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, ҫичӗ эрне уявӗ ту, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, мӗн пилленине кура мӗн чухлӗ памаллине кӑмӑлу хушнӑ таран, вӑю ҫитнӗ таран пар; 11. савӑн вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче, Вӑл Хӑйӗн ятне асӑнма суйласа илнӗ вырӑнта ху та, хӑвӑн ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та, ютран килнӗ ҫын та, тӑлӑх ача та, тӑлӑх арӑм та — пурте савӑнӑр; 12. ан ман, эсӗ Египетра чура пулса пурӑннӑ, ҫакӑ йӗркесене уяса, пурӑнӑҫласа тӑр.

9. Семь седмиц отсчитай себе; начинай считать семь седмиц с того времени, как появится серп на жатве; 10. тогда совершай праздник седмиц Господу, Богу твоему, по усердию руки твоей, сколько ты дашь, смотря по тому, чем благословит тебя Господь, Бог твой; 11. и веселись пред Господом, Богом твоим, ты, и сын твой, и дочь твоя, и раб твой, и раба твоя, и левит, который в жилищах твоих, и пришелец, и сирота, и вдова, которые среди тебя, на месте, которое изберет Господь, Бог твой, чтобы пребывало там имя Его; 12. помни, что ты был рабом в Египте, и соблюдай и исполняй постановления сии.

Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ ҫав кӗмӗл ҫумӑр витӗр Атӑл леш енне тинкереттӗм, унта вара пӗр мана кӑна курӑнакан пысӑк экран пур пек, ҫав экран ҫинче эпӗ хамӑн пӗтӗм пурнӑҫ, кун хыҫҫӑн кун, эрне хыҫҫӑн эрне, хуллен шуса иртнине курса тӑнӑ пек туяттӑм.

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Виҫӗ эрне ӗнтӗ вӑл «Рижское взморье» тенӗ ҫӗрти канмалли ҫуртра пурӑнать, Завьяловпа паллашни те икӗ эрне ӗнтӗ.

Help to translate

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эрне хыҫҫӑн эрне

Help to translate

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

— «Эсир килте пулманни эрне ҫитрӗ, тепӗр эрне те ирттеретӗр-и-ха кунта?» — тесе калаҫса тӑратчӗ, Ывӑлне салтака ӑсатсан, тепӗр уйӑх пек ҫеҫ ӗҫлерӗ Пахом Петрович тракторпа.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Эрне иртрӗ, эрне хушшинче пӗр каҫ та уҫӑлма тухмасӑр сиктермерӗм — ҫапах та кашнинчех пӗр-пӗччен ҫӳреме тиврӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ку эрне йывӑр пулсан та, эрне вӗҫӗнче канас тесен те ҫакна эрех-сӑрапа тумалла мар.

Даже если эта неделя будет трудной, и вы захотите расслабиться после тяжёлого дня, вы не должны делать это с алкоголем.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӑвакал ами йӑвара эрне ларать, икӗ эрне, мӑшӑрӗ килни курӑнмасть.

Help to translate

Урҫа кӑвакал // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 17–18 с.

Тепӗр виҫӗ эрнерен ҫак пӗлтерӳ «Эрне хыпарҫи» хаҫатра ҫапӑнса та тухрӗ…

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Эрне пуҫламӑшӗнче пуҫа нумай шухӑш килнӗ тӗк вӗсене эрне вӗҫнелле пурнӑҫлама май килӗ.

Если в начале недели вас посетило много идей, то ближе к выходным вам представится удобный случай воплотить их в жизни.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ула Тимӗр хурава ҫуйкӑнланса, чӑтӑмсӑррӑн кӗтрӗ, анчах эрне, ик эрне, уйӑх иртрӗ — ҫыру пулмарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эрне, ик эрне, уйӑх иртрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр эрне… шутласан пӗр эрне нумай та мар пек туйӑнать, анчах та кӗрхи сивӗ ҫанталӑкра та хушӑран улмуҫҫи хӑйӗн вӑхӑтне улӑштарса ҫеҫкене ларнӑн, Клавӑн хальтерех кӑна-ха ыратупа тулнӑ чӗрине шӗл-кӑварлӑ юрату ҫунтарма пуҫларӗ.

Help to translate

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ку эрне ӑс, опыт пухмалли эрне.

Эта неделя удачна для накопления опыта и мудрости.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Виҫӗ эрне халӑх «космосри тӑвансем» — Андриян Николаевпа Павел Попович ҫинчен шавларӗ, виҫӗ эрне чӑвашсем Николаев Шупашкара хӑнана килессе чӑтӑмсӑр кӗтрӗҫ.

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кун хыҫҫӑн кун, эрне хыҫҫӑн эрне иртрӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй ӗҫне пӗтерсен, Сахар сӗтел умнерех пычӗ, тулли черккине пуҫӗнчен те ҫӳле ҫӗклесе, пурин ҫине те ӑшшӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан: — Ытарайми ырӑ тӑванӑмсем, пӗр-пӗринпе сайра хутра ҫеҫ тӗл пулакан пултӑмӑр. Хальхинче эпӗ сире пӗр куна мар, эрне тесен эрне те хӑналама чӗнтӗм. Пурсӑр та кӑмӑл тӑраниччен ӗҫсе ҫийӗр, юрлӑр та ташлӑр, савӑнӑр! Ӗмӗр асӑнмалӑх пултӑр. Пурне те ман пек ӗҫме сӗнетӗп, — терӗ те вӑл, аллинчи черккене пушатса та хучӗ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed