Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Тата ефодпа тӑхӑнмашкӑн пӗтӗмпех сенкер ҫӑмран тӗртнӗ ҫиелти риза тунӑ, 23. ҫиелти риза варрине ана тунӑ, ҫухи ан ҫуркалантӑр тесе ун тавра пир хӑю тытса ҫавӑрнӑ; 24. ҫиелти риза арки вӗҫне вӗсем сенкер, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ ҫӑмран нар улмисем туса ҫакса тухнӑ; 25. таса ылтӑнран шӑнкӑравсем тунӑ та шӑнкӑравӗсене ҫиелти риза арки тавра улмасем хушшине ҫакса тухнӑ; 26. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пекех, кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли ҫиелти риза арки тавра шӑнкӑрав та улма, шӑнкӑрав та улма пулнӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӑлӑх арӑм апатне те шӑнкӑрав тӑрӑх ҫиет, ҫывӑрма та шӑнкӑрав тӑрӑх выртать, тӑрассине те шӑнкӑрав тӑрӑх тӑрать, — пур ҫӗрте те ҫав тери ирсӗр тирпейлех, никам ҫынни те тӳсме пултарас ҫук ӑна.
35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
31. Ефодпа тӑхӑнмашкӑн пӗтӗмпех сенкер тӗслӗ ҫиелти риза ту; 32. унӑн варринче пуҫа чиксе тӑхӑнмашкӑн ана пулмалла; ҫуркаланасран, ҫирӗп пултӑр тесе, ун тавра пир хӑю тытса ҫаврӑн; 33. унӑн арки вӗҫне, пӗтӗм арки тавра, сенкер ҫипрен, яхонт тӗслӗ ҫипрен, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫипрен [тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран] нар улмисем туса ҫакса тух; аркӑ тавра [ҫавнашкал улмасем тата] вӗсем хушшинче ылтӑн шӑнкӑравсем: 34. риза арки тавра ылтӑн шӑнкӑрав та улма, ылтӑн шӑнкӑрав та улма пултӑр; 35. ӑна Аарон кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнӗ: Аарон Ҫӳлхуҫа умне сӑваплӑ пӳлӗме кӗнӗ чухне те, унтан тухнӑ чухне те сасӑ илтӗнсе тӑтӑр, унӑн вилмелле ан пултӑр.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн хыҫӗнче ларакан съезд председателӗ, Володарский, шӑнкӑрава тытса пӗтӗм вӑйӗпе силлет, анчах шӑнкӑрав сасси пӗртте илтӗнмест.За его спиной председательствующий Володарский беззвучно тряс колокольчиком.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Курак шӑнкӑрав тукмакӗ вӗҫне ҫиппе ҫыхса лартнӑ какай татӑкне туртать те шӑнкӑрава шӑнкӑртаттарса илет.
Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Эпӗ шӑнкӑрав тукмакне пӳрнепе тӗртрӗм те, шӑнкӑрав янӑраса кайрӗ.
Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Недошлепкин аллине шӑнкӑрав патнелле тӑсрӗ, анчах Иван Иванович шӑнкӑрава ывҫипе хупласа лартрӗ те, ӑна хуллен кӑна хӑй патнелле шутарчӗ, анчах Терентий Петрович ҫинчен куҫ илмерӗ.
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Сенкер тӗслӗ шӑнкӑрав курӑксем пирӗн чӗркуҫҫисем таранах ӳссе ларнӑ; пӗри сасартӑк сулӑнчӗ те хулӑн сасӑпа янӑранӑн туйӑнчӗ — ун ӑшӗнчен, кутӑн чакса, упа пек тӳрккес тӗкӗл-тура тухрӗ те хӑй ҫулӗпе йывӑррӑн вӗҫсе кайрӗ, шӑнкӑрав курӑкӗ вара нумайччен сулкаланса тӑчӗ…
33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Дубинин, — илтрӗ Володя, — виҫҫӗмӗш шӑнкӑрав пар, Шӑнкӑртаттарассине те Володьӑннах тумалла пулнӑ пирки, вӑл Варя инкӗшӗ панӑ пысӑк шӑнкӑравпа шӑнкӑртаттарма пуҫларӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Урӑх калаҫса тӑраймарӑмӑр: шӑнкӑрав сасси илтӗнчӗ.
Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Иккӗмӗш шӑнкӑрав та пулчӗ.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Иккӗмӗшӗ, палламан номертен телефонпа кирек мӗнле шӑнкӑрав пулсан та асӑрхануллӑ пулмалла.Во-вторых, любой звонок с незнакомого номера телефона должен насторожить.
Сыхланӑр, мошенниксем! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... em-3639697
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 17 сехет те 5 минутра ҫӑлав службине шӑнкӑрав килнӗ: Куславкка округӗнче, Атӑл ҫинче, арҫын пулла кайсан юрҫӳренӗпе юр ӑшне кӗрсе ларнӑ та тухайман.
Пулла кайнӑ арҫын юрҫӳренӗпе юр ӑшне кӗрсе ларнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37278.html
Шӑнкӑрах та шӑнкӑр шӑнкӑрав, Мӗскер тесе шӑнкӑртатать-ши? — тесе ыйтать Тилли.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Электромагнит хумӗсем кӑларакан кашни хӗлхем хыҫҫӑнах прибор ҫумӗнчи шӑнкӑрав умлӑн-хыҫлӑн шӑнкӑртатнӑ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Кичемленсе ларасран шикленме кирлӗ мар, коридорта шӑнкӑрав янӑрарӗ.
3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Часах шӑнкӑрав пулать, атя хӑвӑртрах.
2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Иккӗмӗш шӑнкӑрав пулсан, Кузнецов Микулана ыталаса илчӗ те хуллен каларӗ:
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӗҫех пӗр хутлӑ йывӑҫ ҫурт тӗлне ҫитсе, ҫенӗк алӑкӗ ҫумӗнчи шӑнкӑрав кнопки ҫине пусрӗ.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Шӑнкӑрав ачасене савӑнӑҫлӑн шарт сиктерчӗ.
Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.