Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑмшакки (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Таҫта ҫӗрмӗ ун шӑмшакки!

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ункӑ ҫинчи улӑхра Тӑхӑр Тӑрӑн тӑрӑшать, Тӑват Марка майлашать; Йӗршӳ ҫинчи улӑхра Икӗ Апаш аптранӑ, Виҫӗ Шӑмӑш шӑмшакки Урхашӑнах хавшаннӑ.

Help to translate

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Уй ӗҫсене пуҫтарма — Йӗри таври ялти ҫын, Ӳснӗ хӗрар, начар ҫын, Пӑхӑнаҫҫӗ пулӑшма: Ункӑ ҫинчи улӑхра Тӑхӑр Тарӑн тӑрӑшать, Тӑват Марка майлашать; Йӗршӳ ҫинчи улӑхра Икӗ Апаш аптранӑ, Виҫӗ Шӑмӑш шӑмшакки Урхашӑнах хавшаннӑ.

Help to translate

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ун чухне Агриппинӑшӑн нимӗн те хӑрушӑ пек марччӗ: хӗрлӗрех тӗслӗ ҫеҫен хир, ним хускалми выртакан Иванӑн шӑмшакки, умра — хӗҫпӑшал ҫивчӗшӗсене вылятса пыракан нимӗҫсем курӑнатчӗҫ.

Тогда ей как будто и не было страшно: красноватая степь, неподвижное тело Ивана, впереди — немцы, бегущие с лезвиями.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ахалӗн юрамасть, — кукаҫу старик-ҫке, ӑна чыс тӑвас пулать, унӑн та шӑмшакки хуҫӑлкаланӑ, вӑл та чӗре тулли хуйхӑ-суйхӑ курса пӑхнӑ вӗт, — кӳрентермелле мар ӑна.

Иначе нельзя, — дедушка-то старик, его надо уважить, у него тоже косточки наломаны, ведь он тоже горя хлебнул полным сердцем, — обижать его не надо.

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Калаҫатӑн та, унӑн шӑмшакки шатӑртатнине туятӑн.

Говорю с ним и чувствую, как хрустит его костяк.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Апла пулин те, пирӗн ҫав юлташлӑхран колхоз туса хумалла, ӑна колхозӑн шӑмшакки вырӑнне хӑвармалла, вара ҫав шӑмшак йӗри-тавра вӑтамсем пӗрлешсе, колхоза ӳт илтерсе пымалла…

Но мы должны это товарищество переключить в колхоз и оставить костью, а вокруг этой кости нарастет середняцкое…

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн пӗтӗм шӑмшакки савӑнса тӑчӗ, вӑл ыранхи кун самолёт хӑйне итлеми пуласси, катастрофа пулма пултарасси ҫинчен шухӑшламарӗ те.

Все существо его ликовало, он даже и не думал, что завтра самолет может ослушаться, выйти из повиновения, что может случиться катастрофа.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хӑйне ыйхӑ пуснӑ пулсан та, пӗтӗм шӑмшакки ывӑннӑ пек пулсан та, вӑл пилӗк минут хушшинчех тумланса ҫитрӗ те аялалла анчӗ.

Через пять минут он оделся и сошел вниз, чувствуя себя разбитым и невыспавшимся.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed