Шырав
Шырав ĕçĕ:
шӑммийӗсем (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Пичӗ тӑрхаларах, ырхан, ҫавӑнпа пит шӑммийӗсем те ытларах тухса тӑнӑ пек туйӑнаҫҫӗ.
Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Мӑшкӑласа кулнисем ҫурт тӑрри витекене ним чухлӗ те пырса тӗртместчӗҫ, питҫӑмарти шӑммийӗсем тухса тӑракан пичӗ ыйхӑланӑ пекле пулса каятчӗ, вӑл аташнӑ пек калама тытӑнатчӗ, тутлӑ сӑмахсем ӳсӗртмелле юхӑм пек юхса хӗрарӑмсене палӑрмаллах ӳсӗртсе пыратчӗҫ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унӑн нимрен хӑрами хаваслӑ кӳҫӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫулӗ нумаях мар пулин те, пуҫӗ ҫап-ҫутах, кукшаланса кайнӑ, ҫара пуҫ шӑммийӗсем аяккипе кӑна сайра сарӑ ҫӳҫ пӗрчисем тӑрса юлнӑ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
6. Манӑн ҫӗрӗм ҫине вӑйлӑ, шутсӑр йышлӑ халӑх килчӗ; шӑлӗсем унӑн — арӑслан шӑлӗсем, янах шӑммийӗсем унӑн — ама арӑсланӑнни евӗр.
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӗр ҫинчи чухӑнсене, халӑхри кӗлмӗҫсене ҫиекен ӑру та пур: шӑлӗсем унӑн — хӗҫ, янах шӑммийӗсем — ҫӗҫӗ.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1