Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шатӑртатса (тĕпĕ: шатӑртат) more information about the word form can be found here.
Шатӑртатса ҫунать лаша вити.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав самантрах темле улӑп вӑрӑм чӑпӑрккине сӗтӗрсе ҫавӑрса шартлаттарнӑн, ҫывӑхрах темскер шатӑртатса ҫурӑлать те, ҫӗр пичӗ тӗттӗмре тӑр-тӑр-тӑр! чӗтренсе илет.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӑтранса шӑвакан хура пӗлӗтсене кисрентерсе, аслати авӑтса, икӗ хутчен ҫине-ҫине шатӑртатса аҫа ҫапрӗ, ҫӗр чӗтренчӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл пӑр шатӑртатса ҫурӑлнине илтрӗ.

Help to translate

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Лена Клавӑна ыталаса хыттӑн чӑмӑртарӗ, лешӗн пилӗкӗ шатӑртатса илчӗ.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ҫавӑн пек сивӗсем чухне термометрти ртуть шӑнса ларать, тимӗр пӑтракланать, йывӑҫсем шатӑртатса хуҫӑлаҫҫӗ, кайӑксем вӗҫсе пынӑ ҫӗртех шӑнса вилеҫҫӗ те ҫӗре персе анаҫҫӗ.

Во время таких морозов ртуть в термометре замерзает, железо делается хрупким, деревья ломаются с треском, птицы замерзают на лету и падают на землю.

Тайгари ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

«Челюскин» ҫинче пурӑнӑҫ яланхи пекех пынӑ, анчах ванакан пӑрсем пыра-пыра ҫапӑнни, шатӑртатса ҫӗмӗрӗлни яланхинчен йӑвӑрах илтӗнме пуҫланӑ.

Жизнь на «Челюскине» идет, как всегда, хотя чаще, чем всегда, слышатся удары и треск ломающихся льдов.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӑрсем кӗрӗслетсе, шатӑртатса ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ, ваннӑ, пӗр-пӗрин ҫине купаланса темӗн пысӑкӑш хумсем пек курӑннӑ.

С гулом и треском ломаются, крошатся льды и нагромождаются огромными валами.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӑрсем шатӑртатса кӗрӗслетсе катӑла-катӑла каяҫҫӗ, ҫӳллӗ купалана-купалана «тороссем» пулаҫҫӗ.

С треском и грохотом ломаются льды, и образуются большие нагромождения — «торосы».

Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӑрсем шатӑртатса кимӗ сӑмси патӗнчен сирӗлсе каяҫҫӗ.

Льдины трещат и расходятся перед носом судна.

Ледокол Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан тинӗсӗсем тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вутӑ шатӑртатса ҫунать.

Help to translate

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑш-пӗр кӗнекесене тытса пӑхрӑм та — шатӑртатса уҫӑлчӗҫ, страницисем пӗр-пӗрин ҫумӗнчен пирвайхи хут хӑпӑнчӗҫ — халиччен никам та вуламан.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Вӗлеретӗп, ҫитсенех вӗлеретӗп», — тесе, шӑлне шатӑртатса, чышкине ҫӑтӑр-ҫӑтӑр чӑмӑртакаласа, силлекелесе тухса кайрӗ ман патран.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Хӑлхара вӑрман шатӑртатса кӗрлени те, хӗрсем хӑраса ҫуйӑхни ҫеҫ янӑрать.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗтӗм вӑрман шатӑртатса ҫӗмрӗлнӗ пек, пӗтӗм вӑрман хам ҫине ӳкнӗ пек туйӑнчӗ мана.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗр ҫӗре чупса ҫитсе шыв сапать кӑна — тепӗр ҫӗрте ҫурт-йӗр шатӑртатса ҫунма пуҫлать.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑрӑм сӑнӑсем шатӑртатса хуҫӑлчӗҫ, кольчугӑсене тата ытти тимӗр япаласене пырса перӗнсе хӗҫсем чанклатрӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑмакара вут шатӑртатса ҫунать.

Help to translate

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вучахра кӑвайт шатӑртатса ҫунни илтӗнет.

Help to translate

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чӳрече умӗнчи пулемёт чарӑна-чарӑна такӑлтатрӗ, шатӑртатса тӑчӗ.

Help to translate

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed