Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малтан шанчӑксӑр марччӗ, кайран сасартӑк шанчӑксӑра тухрӑм.То не был скомпрометирован, а теперь вдруг — скомпрометирован!
6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче усала ерчӗҫ вӗсем, пӑхӑнми пулчӗҫ, — шанчӑксӑр ал сулчӗ Захар.— Избаловались за войну, извольничались, — безнадежно махнул рукой Захар.
26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тата тӑватӑ уйӑх асапланмалла, ҫынсенчен вӑрттӑн тӗл пулмалла, шанчӑксӑр ҫынсене, вӗсем кулнисене чӑтмалла!» — шухӑшларӗ Обломов, Ильинскисен картлашки тӑрӑх хӑпарнӑ май.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗнле эсӗ тӗрексӗр, шанчӑксӑр!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, ытти нумай хӗрарӑмсем пекех, именчӗк те: тӗрӗс ӗнтӗ, вӑл шӑши ҫурине курнипе чӗтреве ермест, пукан тӳнсе сас тунипе тӑнсӑр пулса ӳкмест, анчах килтен аяккарах кайма хӑрать, шанчӑксӑр пек курӑнакан ҫынна асӑрхасан, каялла ҫаврӑнать, вӑрӑсем ан кӗччӗр тесе, ҫӗрлене чӳречине хупать — пурте хӗрарӑмсенни пек.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малтанах карчӑксем ялта кам мӗнле пурӑннине, кам мӗн тунине пӗтӗмпех суйласа тухаҫҫӗ; вӗсем ҫемьери йӑласемпе йӗркесене, вӑрттӑн пулса иртекен ӗҫсепе ҫеҫ мар, кашнин ӑшӗнчи шухӑшӗсемпе ӗмӗчӗсене те тишкереҫҫӗ, чунӗсене кӗреҫҫӗ, ятлаҫҫӗ, тивӗҫсӗррисене хурлаҫҫӗ, пуринчен ытларах шанчӑксӑр упӑшкасене лекет, унтан тӗрлӗрен пулса иртнӗ ӗҫсене: менельниксене, тӗне кӗртнисене, ача ҫуратнисене, кам мӗнле хӑна тунине, кама чӗннине, кама чӗнменнине шутласа тухаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗлӗкхи тарҫӑ хӑй улпутне пурлӑха салатса ярасран е чарусӑрланасран чарни пулкаланӑ, Захар вара хӑйӗн тусӗсемпе пӗрле улпут шутӗнчен ӗҫме юратать; ӗлӗкхи тарҫӑ, кастарнӑ арҫын пекех, таса кӑмӑллӑ пулнӑ, ку вара шанчӑксӑр куммӑшӗ патне чупкалать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Броненосецӑн шайлашулӑхӗ питӗ шанчӑксӑр, — тенӗ Рид.— Броненосец будет обладать малой остойчивостью, — говорил Рид.
Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Чим-ха, — терӗ Витя Мннаев, Игорь ҫине шанчӑксӑр пӑхса.— Постой-ка, — сказал Витя Мннаев, подозрительно глядя на Игоря.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫав шанчӑксӑр туйӑмсене тӳссе ирттериччен вилсе выртни те ырӑрах!А эти чувства безнадёжные, от которых лучше бы самой умереть!
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аэродром тӑрӑх темле шанчӑксӑр ҫынсем ҫӳрени ырӑ япалах мар вӑл, — терӗ секретарь.Это не дело, что по аэродрому всё время шляются какие-то подозрительные люди, — сказал секретарь.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эсӗ Достоевскипе тавлашатӑн? — ман ҫине шанчӑксӑр ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхса кулса илчӗ Лихо.— Ты споришь с Достоевским? — презрительно усмехаясь, спросил Лихо.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та эсӗ пирӗн пурнӑҫ шанчӑксӑр тесе ан шутла.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак тӗлте питӗ тарӑн иккенне эпӗ лайӑх пӗлетӗп, ҫакна асаилсен, ал-ура сӑрлатса каять, кимӗ шанчӑксӑр пек туйӑнать.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Укҫа тени — ку самантра шанчӑксӑр япала.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Иван Павлович (ҫапла чӗнеттӗмӗр эпир Кораблева) пӗтӗм лайӑх рольсене шанчӑксӑр ачасене пани пӑртак вырӑнсӑртарах пек тухатчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир, вӗсен мӗскӗн тӑхӑмӗсем, ҫӗр ҫинче нимӗнле шанчӑксӑр та мӑнаҫлӑхсӑр ҫапкаланса ҫӳрекенскерсем, ыррине те, усаллине те пӗлейменскерсем, ҫынна ырӑ кӳрес тесе е хамӑра та пулин телей кӑтартас тесе, хамӑр хӑҫан та пулин пур пӗрех вилессине пӗлсе сехӗрленсе тӑнинчен урӑх нимӗнле пысӑк ҫухату тума та пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен кӗтнӗ телей пулма пултарайманнине пӗлетпӗр эпир; ҫавӑнпа та хамӑр ватӑ асаттесем пӗр пӑтрашуран тепӗр пӑтрашӑва кӗнӗ пекех, эпир те иккӗленӳрен иккӗленӗве нимӗн хавхаланусӑр кӗретпӗр, вӗсен пекех, шанчӑкӑмӑр та ҫук пирӗн, тата кашни чунах этемпе е ӑраскалпа кӗрешнӗ чухне тӗл пулакан хӑватлӑ туйӑмсем те тупни ҫук пирӗн…
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тӑвӑр сукмак йывӑҫ тӗми хушшипе чӑнкӑ вырӑналла улӑхать; чул ту катӑкӗсем ҫав ҫутҫанталӑк пусмин шанчӑксӑр картлашкисем пулнӑ, йывӑҫ тӗмисенчен тыткаласа эпир ҫӳлелле улӑхма тытӑнтӑмӑр.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Том ҫӳлтен пуҫласа урисем таранах чӗтрерӗ: лару-тӑру шанчӑксӑр пулнӑ пек туйӑнчӗ ӑна.Том весь дрожал от волнения, сознавая, что выхода нет никакого.
20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫак лӑпкӑлӑх ахаль чухнехи мирлӗ вӑхӑтри лӑпкӑлӑх мар, шанчӑксӑр, шиклӗ лӑпкӑлӑх.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970