Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шалтӑрах (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫан-ҫурӑмӗ шалтӑрах кайрӗ унӑн.

Help to translate

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑш-пӗр чухне ҫапла тӑшман штыкӗ ӳте шӑтарса кӗме пултарасси пирки шухӑшлатӑп та… шалтӑрах халтан каятӑп.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑмми-шакки шалтӑрах кайнипе, лӑшлансах ҫитмен ыратакан аякки «шӑнкӑравланипе», ура тупанӗсем сӑрӑлтатсах тӗлкӗшнипе Ула Тимӗрӗн каллех пӗр авка месерле выртсах кӑтӑш пулса, тутлӑ тӗлӗрӗве путса хал илес килчӗ, анчах шалти сасӑ ӑна пӳрнипе юнасах хытӑрласа илчӗ:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑй шалтӑрах пӗтнӗ.

Силы парня иссякли.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Савтепи ҫак самантра каялла ҫаврӑнса кайма та хатӗр пулас, кайма пултараймасть, малалла утма — шалтӑрах хал пӗтсе ларнӑ…

Савдеби готова повернуть назад и не может этого сделать, шагнуть вперед — не осталось сил в ногах…

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑвак тум-тир тӑханнӑ приставпа шущиксене курсан пахчаран шыв ӑсса килекен Яриле шалтӑрах вӑйран кайса каска ҫине ларчӗ.

Увидев одетого в синий мундир пристава и счетчиков, Яриле выронил из рук ведро с водой, которое нес с огорода, и обессилено опустился на бревно.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйне ҫапла йӑпаткаласа пычӗ пулин те, ҫав самантра Александр Петрович шалтӑрах халтан кайнӑччӗ.

Успокаивая себя подобным образом, Салагаик ни на минуту не забывал обиду.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑшт кӑна шиклӗ, пӑртак ҫеҫ, мӗншӗн тесен ытларах хӑрама, шалтӑрах хӑраса ӳкме вӑл халлӗхе ӗҫӗн хӑрушлӑхне ним чухлӗ те пӗлмест-ха.

И немного страшно, что он не знал всего, что таит эта затея.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗр ун ҫине пӑхрӗ те аллисене шалтӑрах усса тӳрленсе тӑчӗ.

Девушка взглянула на него и сразу поняла все: ничего не вышло.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Тен, вӗсем шут тӑваҫҫӗ? — тесе шухӑшлать вӑл, шалтӑрах халтан кайнӑскер, хӑй кунта мӗнле утса ҫитнинчен тӗлӗнсе.

«Может, он шутит? — все-таки мелькает слабая надежда в мозгу сразу обессилевшего от горя парня.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫакна илтсен эпӗ шалтӑрах вӑйран кайса, кӗтес хыҫнелле пӑрӑнтӑм, пырса тӑкнӑ чул купи патӗнче чарӑнса, хам питех ывӑннине, ҫиессӗм тата ҫывӑрассӑм килнине сисрӗм.

Ошеломленный таким сообщением, я отошел за угол и, остановившись возле груды наваленного булыжника, почувствовал, как я устал, как мне хочется есть и спать.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Вӑл, ҫав коктейль, пуҫа минретмест темелле, анчах урана шалтӑрах ярать.

— Он, этот коктейль, и в голову вроде не бьет, а ноги подсекает.

14 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Пӗтӗмпех аса килет: «Медуза» баркас путни те, манӑн аслӑ пиччем вӑхӑтсӑр путса вилнӗ хыҫҫӑн шалтӑрах ватӑлса кайнӑ аннен куҫҫулӗ те, Хура скаласем патӗнчи йӑмӑх хӗрлӗ хӗвеланӑҫӗ те, скала айӗнчи пещерӑсене хумсем пырса ҫапнӑ тӗксӗм шавсемпе кирка сассисем те…

Припоминается все: и гибель баркаса «Медузы» и рыдания матери, постаревшей после безвременной смерти старшего сына, представляется червонный закат у Черной скалы, глухие удары волн о скалы и такие же глухие удары кирки.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Вӑл ҫыру йӗркисенчен ӑна никам лӑплантарайми пысӑк хуйхӑ пусни, шалтӑрах кайни курӑнса тӑрать.

А таким смятением, таким безутешным горем веяло от этих строк!

Шура // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Кӳлӗрен хир енчи сӑрталла Ҫӗнӗ Ырӑ кати пуҫланатчӗ, ҫав катана халь кӑкласа сухаланӑ та ҫырма хӗррине чикӗнекен пӗр сӑмсаха ҫӗҫ сухаламасӑр хӑварнӑ: Кантюкӑн ҫавӑнта вӗр-ҫӗнӗ акапуҫӗ шалтӑрах ванса кайнӑ имӗш.

От озер вверх начинаются кустарники Нового Святилища, которые сейчас выкорчевал почти все и вспахал Кандюк, лишь у самой реки остался небольшой загончик: у Кандюкова пахаря как раз на том месте сломался новехонький железный плуг.

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ӗҫсӗр выртни, тулли кӑмӑл, уҫӑ сывлӑш, ӗмӗт ҫитнине пӗлсе тӑни, юлташӗпе пули-пулми ҫинчен калаҫни, юратнӑ хӗрен ӑнсӑртран килсе тухнӑ сӑнарӗ, ҫак тӗрлӗ йышши тата ҫав хушӑрах темшӗн пӗр евӗрлӗрех туйӑнакан шухӑш-кӑмӑл унӑн ӑшчиккинче пӗтӗмӗшле пӗр туйӑм пулса пӗрлешрӗҫ, халь акӑ вӗсем лӑплантараҫҫӗ те, пӑшӑрхантараҫҫӗ те, вӑя та шалтӑрах пӗтереҫҫӗ…

Бездействие, нега и чистота воздуха, сознание достигнутой цели, прихотливый и небрежный разговор с приятелем, внезапно вызванный образ милого существа — все эти разнородные и в то же время почему-то сходные впечатления слились в нем в одно общее чувство, которое и успокоивало его, и волновало, и обессиливало…

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Виҫҫӗмӗшне пусма ман вӑй ҫитмест, урасем шалтӑрах кайрӗҫ, эпӗ Игорь аллине хулпуҫҫи ҫинчен ямасӑр, чӗркуҫҫи ҫине кукленсе лартӑм.

На третий шаг у меня уже не хватает сил, ноги у меня подгибаются, я тяжело валюсь на колени, держа на плече руку Игоря.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӗҫ тухмасан, шалтӑрах каяҫҫӗ, хӑйсене хӑйсем ӑсӑнса пӗтнӗ ҫӑл вырӑнне хураҫҫӗ.

И если дело не выходит, они уже чувствуют себя исчерпанными до дна.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Атте сасартӑк шалтӑрах кайрӗ, пӗр сӑмах та чӗнмерӗ — хӑйӗн суккӑрлӑхӗ ҫинчен ҫакӑн пек хытӑ астутарсан, вӑл ялан ҫавнашкал.

И отец, как всегда в таких случаях, когда кто-нибудь грубо напоминал ему о его слепоте, сразу весь как-то обвис и больше уже не спорил.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

11. Ҫӳлхуҫа хаяррӑн пӑхать те — Ун умӗнче кам шалтӑрах каймӗ?

11. Господь воззрит грозно, - и кто не сокрушится до основания от лица Его?

3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed