Шырав
Шырав ĕçĕ:
шалпаррӑн (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫӳхе мӑйӗнче пусма-шарф шалпаррӑн вӗлкӗшет, ҫара ҫӳҫӗ кашни утӑмрах вӗҫкелет, пуҫӗ силленет, ҫын хӑй пӗтӗмпех силленет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.
Унтан тӗкӗр еннелле ҫаврӑнчӗ те, купарча хыҫӗнчи йӑпӑрка хутламӗсем шалпаррӑн мӑкӑрӑлса тӑнине курса, сурса пӑрахрӗ, ятлаҫса илчӗ, ытла та сарлака йӗм пӗҫҫисем ӑшӗнчен упа пек мӗшеленсе тухрӗ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӗлеткине килмен виҫесӗр пысӑк шинель ун ҫийӗнче, пахчари катемпи ҫине уртса янӑ сӑхман пек, шалпаррӑн ҫакӑнса тӑрать.Большая не по росту шинель висела на нем, как кафтан на бахчевном чучеле.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӗсен вӑййине Лещенко штабс-капитан, хӗрӗх пиллӗксенчи ытла кичем ҫын, хӑйӗн пӗр сӑнӗпеленех те тӗксӗмлӗхе кӗртсе ӳкерме пултараканскер, чӳрече янахӗ ҫине вырнаҫнӑ та, пӑхса ларать; питӗнче те, кӗлеткинче те унӑн пӗтӗмпех чи-чи шанчӑксӑр меланхолипеле аялалла усӑнса ҫакӑннӑ: усӑннӑ, пӑрӑҫ хутаҫӗ пек, тӑсмака, ашлӑ, хӗрлӗ те лӗнчешке сӑмси; янах тарана ҫити уртӑннӑ ик ҫинҫе хӑмӑр ҫип евӗр мӑйӑхӗ; куҫӗ харшисем сӑмса тӗпӗнчен пуҫланнӑ та тӑнлав патне тӑсӑлса аннӑ, вӗсем вара ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех йӗнӗ сӑнлӑ кӑтартаҫҫӗ; мӗн унта, кивӗ сюртукӗ те пулин унӑн сӗвек хулпуҫҫийӗсемпе путса кӗнӗ кӑкӑрӗ ҫинче, йӑрхахра чухнехи евӗр, шалпаррӑн лӑпӑштатса тӑрать.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Страницăсем:
- 1