Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ҫапла, ҫапла, — пӳрнисемпе васкамасӑр шаклаттаркаласа килӗшрӗ Ливингстон, — мана ку ытлашшипех йӑлӑхтарчӗ, анчах эпӗ тӗллевӗм патне ҫитичченех лӑпланмастӑп.
III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Чи кая тӑрса юлнӑ политическисем атӑ кӗлисене шаклаттаркаласа, атӑ тӗпне ҫыпҫӑннӑ хӑйӑра сӑтӑркаласа, Сулима патӗнчен иртсе пынӑ.
ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Самай кивелнӗ ҫӳхе пальто тӑхӑннӑ контролёр алӑк патӗнче хӑйӗн хыпкӑчӗсемпе, картонран тунӑ билетсене шаклаттаркаласа, шӑтаркаланӑ.
VI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Чугун ҫул обходчикӗ кукленнӗ те рельсӑна мӑлатукӗпе шаклаттаркаласа пӑхать: пӗрре чанк! тутарать те итлет, вара каллех чанк! тутарать те итлет.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Ҫук, кӑна ахаллӗн хӑвармастӑп, — терӗ вӑл тепӗр хут, пӳрнисемпе пусма карлӑкне шаклаттаркаласа, — эпӗ графиньӑна пӗтӗмпех каласа паратӑп.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн пӗчӗк, анчах вӑйлӑ та шӑнӑрлӑ алли пурӑпа шаклаттаркаласа пысӑк доска ҫинче цифрӑсем, ӳкерчӗксем, чертежсем ҫырать.
Вӗҫӗ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
— Сирӗн чертежсене илсен, — шухӑша кайса, кӑранташӗпе шаклаттаркаласа илнӗ май каларӗ Васильев, — эпӗ тӳрех унта мӗнле те пулин тӗрӗслӗх пуррине туйса илтӗм…
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вӑл, туйипе шаклаттаркаласа, сада, ҫӑка айӗнче варени пӗҫерекен арӑмӗпе хӗрӗ патнелле сӗнккерӗ.Он поплёлся, пристукивая палкой, в сад, где, под липой, жена и дочь варили варенье.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӗҫне шаклаттаркаласа, хӑюллӑн утса пыракан Калугин, генерал хушнӑ тӑрӑх, ӗҫсем мӗнле пынине пӗлме тесе, ложемента каять-мӗн.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл хӑвӑрт тӳрленсе тӑчӗ, пуҫне ҫӗклерӗ, вара, хӗҫӗпе шаклаттаркаласа, хастарлӑн, анчах та малтан утнинчен хулленрех утрӗ.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Севернӑйра ҫӗрлехи лӑпкӑлӑх майӗпенех кӑнтӑрлахи ӗҫпе улшӑнса пырать: ак ӗнтӗ, пӑшалӗсене шаклаттаркаласа, улшӑннӑ часовойсем иртсе кайрӗҫ; тепӗр ҫӗрте доктор госпиталь патнелле васкать; ав тата пӗр пӗчӗкҫеҫ салтакӗ ҫӗр пӳртрен тухнӑ та, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ питне пӑрлӑ шывпа ҫӑвать, унтан вара, хӗрелме пуҫланӑ хӗвелтухӑҫнелле ҫавӑрӑнса пӑхса, хӑвӑрт сӑхсӑхса, турра тӑвать; акӑ тата икӗ тӗве кӳлнӗ ҫӳллӗ те йывӑр маджарапа юнланса пӗтнӗ вилесене масар ҫинелле пытарма тиесе каяҫҫӗ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл Жилина чӗнсе илнӗ те чӗлхипе шаклаттаркаласа кӑтарта пуҫланӑ.
3 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
— Манӑн отделти дежурнӑй килтӗр! — хушрӗ вӑл алӑкран пӑхнӑ полковник адьютантне, унтан пӳрнисене шаклаттаркаласа кабинет тӑрӑх утма пуҫларӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Паллах, параҫҫӗ, Сталин юлташ приказӗнче ҫаплах каланӑ, — яланхи пекех лӑпкӑн каларӗ те Умрихин, шӑннӑ ҫӑматтине шаклаттаркаласа илчӗ.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Крылатов атӑ кӗлисемпе шаклаттаркаласа пӗр вырӑнта тапӑртатрӗ.
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Серьга вылякаласа ҫеҫ шут шӑрҫисене шаклаттаркаласа тӑратчӗ, укҫине илетчӗ тата пуринчен ытла хӗрсемпе шӳт тукалатчӗ, Яша ҫав вӑхӑтра савӑтсене краҫҫын тултарса паратчӗ, тӑварне хырса, хурса паратчӗ.
VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чӑн та, кӑшт тӑрсанах конторӑна ҫӳлӗ, ырхан старик туйине ҫиллес шаклаттаркаласа кӗрсе тӑчӗ.
4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӗҫех вӑл урӑх юрра юрлакаласа, ман ҫумранах чупса иртрӗ, пуҫ пӳрнисемпе шаклаттаркаласа илчӗ те карчӑк патне чупса кӗчӗ, унта вара вӗсен тавлашу пуҫланчӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
- 1