Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шавлакаласа (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Хӗрарӑмсем шавлакаласа Кулюкка хыҫҫӑн урамалла тухрӗҫ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Укӑлча патне шавлакаласа ҫитрӗмӗр, анчах машинӑсем килеймен иккен-ха.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Шавлакаласа тӑнӑ хыҫҫӑн халӑх саланать.

Help to translate

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Каҫпа, акӑ, чун каничченех хулара кӑшт шавлакаласа илӗпӗр.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем ҫапла шавлакаласа тӑнӑ хушӑра яла Тукайпа Пикпулат пырса ҫитрӗҫ.

Help to translate

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялйыш умне тухма тет-ха, ӗнер ҫӗрле, авӑ, Кӑтра Машук патӗнче шавлакаласа илчӗҫ вӗсем.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Управленецсем легковой машина ҫине тата Сморчковӑн грузовикӗ ҫине шавлакаласа улӑхса ларчӗҫ те малалла вӗҫтерчӗҫ.

Шумно погрузившись в легковую машину и на грузовик Сморчкова, управленцы укатили.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Хӑвалӑх ҫыннисем, ытла та тӳрех килӗшнине ӑнланмасӑр, пӗр вӑхӑт шавлакаласа, турткалашса тӑнӑ.

Некоторое время лозищане еще шумели и упирались, не понимая причин этой уступчивости.

XXXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Кӑштах шавлакаласа ларнӑ хыҫҫӑн вӗсем юрласа ячӗҫ.

Спустя немного они запели.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Заметкӑсенчен нумайӑшӗнче озеровецсен хушамачӗсене те асӑннӑ, — унта, халь пӳртре ларакансен хушамачӗсем те пур; ҫав тӗле вуласа ҫитсен, итлекенсем хаваслӑн шавлакаласа илчӗҫ.

Во многих из заметок упоминались и фамилии озеровцев — там были и фамилии сидящих сейчас в доме; когда дочитали до этого места, слушавшие радостно зашумели.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Шӳте юратакан юлташсем мӗнпур вӑйран кулса ячӗҫ; юнашар ларакан йӑмра ҫинчи чавкасем каллех хускалчӗҫ, анчах тӗттӗмленсе ҫитнӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та вӗсем шавлакаласа, ҫуначӗсемпе ҫапкаласа каллех лӑпланчӗҫ.

Солдатская толпа, охочая до шуток, грохнула что есть мочи; на ближних ветлах опять встревожились галки, но уже завечерело, и они, погалдев, похлопав крыльями в ветвях, быстро затихли.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кӑшт вӑхӑт иртсен полустанок ҫуртӗнчен ыйхӑллӑ шоферсем кӗпӗрленсе тухнӑ та, юлхавлӑн шавлакаласа, харкам хӑй машини тӑрӑх саланма пуҫланӑ.

Через некоторое время из станционной будки высыпали заспанные шоферы и стали расходиться по машинам, лениво галдя.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Пурте хӑйсене хӑйсем ҫӑмӑлрах пек туйса, шавлакаласа, Ерофей Кузьмич хыҫҫӑн хурал пӳрчӗ патнелле кӗпӗрленсе утрӗҫ.

И все, вслед за Ерофеем Кузьмичом, облегченно шумя, повалили обратно к сторожке.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Аякран, ҫыранпа ту урлӑ, темӗнле вӑй тӗртнипе, ҫӑмӑллӑн шӑвакан кашта пекех туйӑнать вӑл, Акӑ ӗнтӗ, тинӗс хӗрринчи ҫынсем хускалса илчӗҫ, пӳрнепе пӗрне-пӗри кӑтартаҫҫӗ, инҫетелле пӑхаҫҫӗ; вара пурте калаҫкаласа, шавлакаласа йывӑҫ сарнӑ пирс патнелле ҫывхарчӗҫ.

Издали можно было подумать, что по скалам и сопкам, плавно скользя, движется влекомый странной силой шест, Но люди на берегу зашевелились; вглядываясь, показывая друг другу пальцами, все подались поближе к деревянному настилу пирса, зашумели, переговариваясь.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Колхозран тухнисем шавлакаласа тӑраҫҫӗ-тӑраҫҫӗ те тухса каяҫҫӗ, анчах тепӗр темиҫе минутранах ҫӗнӗ ушкӑн кӗпӗрленсе килет, вара алӑкран кӗричченех кӑшкӑрашма пуҫлаҫҫӗ:

Выходцы, пошумев, уходили, а через несколько минут вваливалась новая толпа, и — с порога:

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хыҫалти ретсенче пӗр тенкелӗ шатӑрт туса илчӗ, ҫирӗме яхӑн ҫын ушкӑнӗ шавлакаласа алкумне тухрӗ.

В задних рядах хрястнула лавка, толпа человек в двадцать с шумом вышла в коридор.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed