Шырав
Шырав ĕçĕ:
чышкипеле (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Тинӗс ҫийӗ хумханнӑ евӗр вӑл, шатра матрос патне ярӑнса утса пычӗ те, пӗр сӑмах чӗнмесӗрех чышкипеле яра пачӗ ӑна пит те вирлӗн тӑнлавӗ урлӑ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Дарья Митька Коршунова ҫурса антарнӑ шупка-кӗрен ҫанӑллӑ Таврида ҫынни туртапа туртса янине, унтан ҫавӑнтах, чӗрпеленсе пӗтнӗ туртине кӑларса ӳкерсе, ҫӗре чикеленсе кайнине курчӗ: ӑна хулсӑр Алексей, хӑйӗн тӑхлан пек йывӑр чышкипеле ӗнсерен тӑрӑнтарса, ура кӗллипе ислетме пуҫларӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Шел-им? — Мирон Григорьевич чышкипеле ҫапрӗ.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пантелей Прокофьевич ывӑлне тӗреклӗ чышкипеле ӗнсерен тӗнтлеттерчӗ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Чышки те ӗнтӗ, ытлашши чышкӑ темеллех те мар, ҫиме юрӑхсӑр пӗчӗк кавӑн чӑмӑркки пек ҫеҫ; пӗрре хирте вӑл тенепле вӑкӑр ҫине тарӑхнӑ пулнӑ, аллинче пушӑ пулман та, пӗррех панӑ вӑл вӑкӑра чышкипеле — вӑкӑр ҫавӑнтах суха касси ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, ик хӑлхинчен юн тапса тухнӑ, аран-аран сывлӑш ҫавӑрса илнӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Страницăсем:
- 1