Шырав
Шырав ĕçĕ:
Арҫын гимназипе хӗрарӑм гимназири ҫамрӑксем хӑйсене хӑйсем чыссӑр тытаҫҫӗ, классенче ретсӗр шавлаҫҫӗ, ай, ку начальство хӑлхине ан кӗтӗрччӗ, ай, мӗн те пулин сиксе ан тухтӑрччӗ, — иккӗмӗш класран Петрова, тӑваттӑмӗшӗнчен — Егорова кӑларса ярсан, май мар лайӑх пулмалла.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Фабрикӑсен тӗтӗмӗпе вараланнӑ чыссӑр хулара, хуралса ларнӑ ҫӳлӗ стенасем хушшинче, ҫав сывлӑш ниҫталла та хускалаймасть.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Чи чыссӑр тӗрӗслӗхе…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Эсӗ ӑна аякран систер-ха, килте чыссӑр ӗҫ тума юрамасть, вӑл — тӑлӑх арӑм, те; ун пирки пӗлеҫҫӗ, те; халӗ унӑн качча тухмалли пӗтрӗ, те; пӗр пуян купца ҫураҫма тӑнӑччӗ, халӗ, эсӗ ун патӗнче каҫсерен ларнине пӗлнӗренпе, илесшӗн мар, те.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн ҫырӑвӗсем тӑрӑх эпӗ экспедици вӑл почта айӗнчи чыссӑр путвал ҫеҫ мар, вӑл инҫете-инҫете ишсе каймалли ҫул, капитансем юха-тӑран пӑрлӑ тинӗсре ишни иккенне пӗлтӗм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Мӗскер сирӗн ҫав тери чыссӑр, анне?
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«Тепри» питех те лайӑх мар сӑн-питлӗскер, чыссӑр та ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирлӗскер.«Другой» был нечесаный, немытый оборванец с очень неприятным лицом.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ӗҫри чыссӑр япаласенче хӑвӑртрах хӑтӑлма тӑрӑш.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
15. Вӗсем тӳрӗ ҫула пӑрахса чыссӑр парнене сӑхланнӑ Валаамӑн, Восор ывӑлӗн, йӗрӗпе кайса аташнӑ, 16. анчах Валаама хӑйӗн ӗҫӗ йӗркесӗррине кӑтартса намӑса кӑларнӑ: чӗлхесӗр ашак этемле калаҫса ҫав пророкӑн ухмах шухӑшне чарнӑ.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26-27. Вӗсем хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче пӗр шикленмесӗр пурӑнма пуҫласассӑн, вӗсене никам та хӑратайми пулсассӑн, Эпӗ вӗсене халӑхсем хушшинчен тавӑрсассӑн, тӑшманӗсен ҫӗрӗсенчен пӗрле пуҫтарсассӑн, Хамӑн сӑваплӑхӑма вӗсенче нумай халӑх куҫӗ умӗнче кӑтартсассӑн, вӗсем Манӑн умӑмра тунӑ чыссӑр ӗҫӗсене, хӑйсен пӗтӗм йӗркесӗрлӗхне туйса илӗҫ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Йӗрекен Ефрем сассине илтетӗп: «Эсӗ мана хаса патӑн та — хаса тӳсетӗп: эпӗ чурӑс пӑру пекехчӗ; мана каялла ҫавӑр, эпӗ Сан енне ҫаврӑнам: Эсӗ — манӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑм. 19. Каялла ҫаврӑнсассӑн — ӳкӗнтӗм, ӑса кӗтӗм те — пӗҫҫӗме шарт ҫапрӑм, мана намӑслантарчӗҫ, хӑртрӗҫ: ҫамрӑк чухнехи чыссӑр ӗҫсемшӗн намӑс куратӑп».
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Мӗншӗн вартан тухнӑ-ха эпӗ — ӗҫпе хӗн-асап курма-и, кунӑмсене чыссӑр вӗҫлеме-и?18. Для чего вышел я из утробы, чтобы видеть труды и скорби, и чтобы дни мои исчезали в бесславии?
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. «Ӑссӑрсем, эпир унӑн пурӑнӑҫне ӑсран тайӑлнӑ ҫын пурӑнӑҫӗ, вилӗмне чыссӑр вилӗм тесе шутларӑмӑр!4. Безумные, мы почитали жизнь его сумасшествием и кончину его бесчестною!
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тӳрӗ ҫын хӑйӗн вилӗмӗпе чӗрӗ юлнӑ усал ҫынсене айӑплать, тасалса ҫитнӗ ҫамрӑклӑх ҫылӑхлӑ ҫыннӑн вӑрӑм ватлӑхне айӑплать: 17. ӗнтӗ йӗркесӗр ҫынсем тӳрӗ ҫын вилнине курӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа ун пирки малтанах палӑртса хунине, ӑна мӗншӗн хӑрушлӑхран хӑтарнине ӑнланаймӗҫ; 18. вӗсем курӗҫ ӑна, мӑшкӑллӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа вӗсенчен кулӗ ҫеҫ; 19. ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем ӗмӗрлӗхе вилнисем хушшинче чыссӑр виле те мӑшкӑл анчах пулса юлӗҫ: Вӑл вӗсене чӗнейми туса ҫапса ӳкерӗ, никӗсне хускатӗ, вӗсем вара пӗтмеллипех хӑрӑнӗҫ, вӗсене асап ҫитӗ, вӗсем этем асӗнче те юлмӗҫ; 20. вӗсем ҫылӑхӗсене шутлаттарма кайнӑ чухне сехӗрленӗҫ, ҫылӑхӗсем вӗсен умне тӑрӗҫ те вӗсене айӑплӗҫ.
Ӑсл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл йӑвашшине пӗлмешкӗн, вӑл усаллӑха епле тӳснине курмашкӑн ӑна мӑшкӑлласа, асап кӑтартса сӑнӑпӑр; 20. ӑна чыссӑр вилӗмпе вилмелле тӑвӑпӑр: хӑй каланӑ тӑрӑх, ӑна килсе пӑхаҫҫӗ имӗш».
Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ашшӗне ҫука хӑваракан, амӑшне хӑваласа кӑларакан — намӑса пӗлмен чыссӑр ывӑл.26. Разоряющий отца и выгоняющий мать - сын срамной и бесчестный.
Ытар 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Самуила ҫапла каланӑ: акӑ Эпӗ Израильре пӗр ӗҫ тӑвӑп та, ҫавӑн ҫинчен илтекенӗн икӗ хӑлхи те янӑраса кайӗ; 12. ҫав кун Эпӗ Илий килӗ ҫинчен мӗн каланине йӑлтах пурӑнӑҫа килтерӗп; Эпӗ пуҫлӑп та вӗҫлӗп; 13. Эпӗ ӑна пӗлтертӗм: вӑл хӑйӗн ывӑлӗсем чыссӑр ӗҫсем тунине пӗлнӗ, анчах вӗсене ҫӑварлӑхламан, ҫав айӑпшӑн Эпӗ вӗсенӗн килне ӗмӗрлӗхе хаса паратӑп, терӗм; 14. ҫавӑнпа тупа туса калатӑп: Илий килӗн айӑпне нимӗнле парне те, тырӑ-пулӑ парни те ӗмӗрне те ҫырлахтарас ҫук.
1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗлӗк-авалах укҫа хуҫа пулнӑ тӗнчере, укҫасӑр ҫын халӗ те сумсӑр, чыссӑр, ятсӑр, ҫунатсӑр кайӑках, пролетай теҫҫӗ вӗт-ха.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кӑштахран, тӗтре пачах сирӗлсен, пуҫа таҫтан иртнинчен, пайтах юхнӑ шыв-шур енчен, ҫак ҫыннӑн чыссӑр, путсӗрле хӑтланӑвӗ, йӗкӗм шӑрши килтерсе, хӑсӑк сӗлеки пек туртӑнса-тӑсӑлса пырса кӗчӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Халӗ ӗнтӗ кунта, тамӑкра, пӗтӗмпех ӑнлантӑм: эрех, наркотик, ытти «тутлӑ» шӗвексемпе ҫӑнӑхсем, укҫа, унпа ҫыхӑннӑ вӑйӑсем-киленӗҫсем шуйттансен ҫынсене хӑйсен енне ҫавӑрмалли, ӑсран кӑларса, минретсе усал, хура, киревсӗр, чыссӑр ӗҫсем тума астармалли, ӑс-тӑнне хавшатмалли япалисем кӑна иккен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.