Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун чух хамӑр та литераторсем енчен чухӑнах марччӗ.
Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Ватлӑх пуснипе шӑраннӑ тесе калаймасан та, ҫулӗсен шучӗпе чухӑнах мар-ха вӑл.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сӗтел ҫинчи ӗҫме-ҫимене курсан: — Ав мӗнле! Эсӗ кунта чухӑнах пурӑнмастӑн иккен! — терӗ хаваслӑн Ваҫли.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук, — каллех ҫирӗплетрӗ Сунь старик, — кунашкал пурнӑҫа кашни чухӑнах тӳссе ирттернӗ.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хамӑр ҫӗвӗҫ-хӗрарӑмсем пурӑнакан мастерскойра пулассине, хама ҫав ҫӗвӗҫсен пӳлӗмне кӑтартассине, ҫевӗҫсене хӑйсене те курассине, вӗсемпе пӗрле кӑнтӑрлахи апатра ларассине каларӗҫ мана, тата эпӗ ӑна хам та пӗлнӗ, анчах ун вырӑнне эпӗ чухӑнах мар ҫынсен пӗр пӳлӗме тухакан хваттерӗсене, вӑтам чиновниксемпе е чухӑн улпутсемпе тан тӑракан хӗрсене куртӑм, ытла чаплӑ мар, анчах хама кӑмӑла каякан апат ҫирӗм: — мӗн-ха ара ку?
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Чухӑнни чухӑнах ӗнтӗ, пӗлетӗп, вунҫиччӗмӗш ҫулта хамӑр полкпа Румыни фронтӗнче пулнӑ чухне хамах курнӑ, — ҫирӗплетсе пачӗ Аким.
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Апат енчен Марье пит чухӑнах мар.
Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html
Капла та чухӑнах марскер Гончаровсен тӗлӗшпе Екатерина еткерлӗхӗ пирки суда тавӑҫ тӑратнӑ.Хоть и не бедные родственники Екатерины подали иск в суд против Гончаровых.
Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Америкӑра Светлана хӑйӗн мемуарӗсене пичетлесе 2,5 миллион доллар гонорар илнӗ, чухӑнах мар пурӑннӑ.
Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
- 1