Шырав
Шырав ĕçĕ:
Плащ тӑхӑннӑ улшуҫӗ сутма илсе тухакан лашасене тӑратакан вырӑна ҫитсенех: — Эй, ырӑ ҫынсем! Кама лайӑх лаша кирлӗ, кунта килӗр! Лав ҫине ҫӗр пӑт тиесен те нӑх тумасӑр туртать! Чупасса ҫилҫунат пек пырать. Йӳнех паратӑп! Килӗр! Килӗр! Именсе ан тӑрӑр! — тесе ҫынсене йыхӑрма тытӑнчӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӗр тухса чупасса е хӑйне вӑрҫса тӑкасса кӗтнӗччӗ вӑл, Енчӗпек вырӑнтан та хускалмарӗ, шурса кайрӗ те мунча ҫенӗкӗн улӑм стени ҫумне таянчӗ.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чупасса та вӑл пуринчен те хытӑрах чупать.
Чи пысӑк кайӑк // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Эрвин пирӗн гимнастика тумалли вырӑна пырсан, ӑна яланах хаваслӑ куракансем сырса илетчӗҫ: вӑл ункӑсем ҫинче, каштасем ҫинче кӑткӑс фигурӑсем тӑватчӗ, малалла тата ҫӳлелле питӗ лайӑх сикетчӗ, чупасса вара пирӗн ачасенчен пуринчен те хӑвӑртрах чупатчӗ пулас.
35 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Чупасса вара эпир ҫеҫ мар, урамсенче те, пирӗн тӑкӑрлӑкра та тревогӑна пӑхмасӑрах халӑх чупать, пурте килелле васкаҫҫӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
«Тухрех иккен ман кун-ҫулӑм сикчевлӗ йӑрӑмран.» Малашне пурнӑҫӗ тикӗс ҫулпа чупасса Маюк чун-чӗрипе туйса тӑрать.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Чӗнер, унӑн урисем мӗнле вӑрӑм, вӑл чупасса та качакаран кая чупмасть, — килӗшрӗ Колька.— Давай, — согласился Колька, — у неё ноги вон какие длинные, она не хуже козы бегает.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.
Вӑл лайӑх лаша, эпӗ ӑна Грознӑйра туянсаччӗ, чупасса та аван чупать.
XXII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл хальхинче Кирсанов патне тухса чупасса та Рахметов ирӗк панипе ҫеҫ тухса чупнӑ: Рахметов хӑйне хӑй вӗлересшӗн пуль тесе, вӑл питӗ хытӑ макӑрнӑ, ҫавӑнпа ӑна Кирсанов лӑплантарасшӑн пулнӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл ку вӑхӑтра ывӑлӗ хӑҫан та пулин утса ҫӳренине астумасть те — вӑл чупса кӑна ҫӳретчӗ, чупасса та ахаль мар, сике-сике чупатчӗ, шӑпах качака путеккиччӗ ӗнтӗ…
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ку питӗ кулӑшла тухрӗ — ытла та пикенсе ҫапла юри хӑтланать, ҫывӑрнӑ тесех калаттарасшӑн та имӗш коридор тӑрӑх чупасса шухӑшламан та тетересшӗн куҫне те хӗссе пӑхать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
4. Пӑхма вӑл лаша пек курӑнать, чупасса та вӗсем юланут пек сиккипе чупаҫҫӗ; 5. сӑрт-ту тӑррисемпе вӗсем ҫар ураписем шалтӑртатнӑ пек, улӑма хыпса илнӗ вут-ҫулӑм шатӑртатнӑ пек, ҫапӑҫӑва кӗме йӗркеленсе тухнӑ вӑйлӑ халӑх пек сиктерсе пыраҫҫӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1