Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ куҫа уҫайми макӑратӑп.
Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.
Ӑҫта пӑхсан та, куҫӑм умӗнче, куҫне уҫайми, минтер пек шыҫӑннӑ хӗрлӗ-кӑвак Варуҫ аппа пичӗ тӑрать.
Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ула Тимӗр вара хӑй ҫинче Полина куҫне те туйса, куҫ уҫайми именсе, намӑс вучӗпе ҫунса, ҫӗр тӗпнех анса кайнӑ пулӗччӗ: вӑл хура чечеклӗ кӑвак ситсӑран ҫӗленӗ кӗпепе, килте тӗртнӗ, хура сӑрӑпа сӑрланӑ шӑлапиртен ҫӗленӗ шӑлаварпа, уринче… ҫӑпата!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анчах Полина, куҫне те уҫайми анкӑ-минкӗленнӗскер, мӑштах юлчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кирук, ачаш чунлӑскер, хӑй те ӗсӗклесе илет, Лисукӗ вара куҫне уҫайми макӑрать…
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Куҫ уҫайми намӑс вӗт халь мана ял-йышӑм умӗнче!
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Анчах вӑл тантӑшӗ ҫине йӗрӗнсе пӑхрӗ те: — Тӑр-пӑлтай! — терӗ, унтан кирек мӗнле арҫынна та куҫ уҫайми намӑслантаракан тепӗр сӑмах французла хушса хучӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ҫуллӑ сӑрсемпе ӳкернӗ чухне вӑл алли-урине, куҫне-пуҫне сӑрласа пӗтерет, ҫилӗмпе мӗн те пулин ҫыпӑҫтарас пулсан, вӑрӑм ҫӳҫне те ҫыпӑҫтарса, тимӗр турапа та уҫайми кӗҫҫелентерсе лартать.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Акӑ упӑшкипе арӑмӗ уйрӑлаҫҫӗ: мӑн хырӑмлӑ чипер хӗрарӑм, тӗреклӗ арҫын мӑйӗнчен уртӑнса, куҫ уҫайми макӑрать; лешӗ ӑна кӑлӑхах тем каласа лӑплантарма тӑрӑшать, аптранипе хӑй таврари ҫынсем ҫине ҫаврӑнса пӑхкалать, унтан каллех арӑмне ҫурӑмӗнчен ҫупӑрласа йӑпатма хӑтланать…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Мӗншӗн ҫапла ҫамрӑклах санӑн тухӑҫ халӑхӗсен ытарайми пуян ӑс-мул арчине нихҫан та, никам та уҫайми питӗрсе хучӗ?
Пирӗн тӑван-ӗҫтеш тек курӑнас ҫук // Леонид Атлай. Whatsapp
Куҫ уҫайми вут-ҫулӑма пехота чӑтса тӑраймасть.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ӑна сасартӑк куҫ уҫайми пулеметсен вут-ҫулӑмӗ хупласа илчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
- 1