Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тураттинчен (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Иккӗшӗ те «шыв тураттинчен» ярса илеймен.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Эп хурӑн тураттинчен ярса тытрӑм та сывлӑшра ҫакӑнса юлтӑм.

Help to translate

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗчӗк юман тураттинчен шатрашкаллӑ калпак тӑхӑннӑ пӳнеслӳ пек пӗчӗк йӗкелсем пуҫхӗрлӗ ҫакӑннӑ.

Help to translate

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тепӗр темиҫе минутран чӳрече умӗнчи хурӑн тураттинчен вӗсем вырӑс хресченне ҫакса та хучӗҫ.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑшместӗр хыҫҫӑн Ахмар пӗр-ик утӑм ярса пусрӗ кӑна, сасартӑк юман тураттинчен силленсе тӑракан ҫын ӳтне курах кайрӗ.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йывӑҫ тураттинчен чӳк анкарӗ ҫакса янӑ, вӑл яланах ҫакӑнта; урӑх кӑрал е ҫӗҫӗ илсе килнине юратмасть Киремет.

Help to translate

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Киремет карти варринчи ватӑ ҫӑкан пысӑк тураттинчен каллех сӑваплӑ ҫӗҫӗ — анкар ҫакса ячӗҫ, кашни чӳке пыракан ҫавна алла тытса сӑваплӑ ҫӗр ҫине парнелӗх выльӑх-чӗрлӗх юнне тӑкрӗ.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анук аппа кукӑр хурӑн тураттинчен кантрапа хӑма татӑкӗ ҫакса панӑччӗ.

Help to translate

Икерчӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ашшӗпе ывӑлӗ картишӗнчи ват ҫӑка айне сарлака сӗтел вырнаҫтарса лартрӗҫ, ҫӑка аялти тураттинчен тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ тултарнӑ пӗрне ҫакса ячӗҫ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах ун хӑрах ҫӑпати йывӑҫ тураттинчен ҫакланчӗ те, юмӑҫ карчӑк аллисемпе кулӑшла хӑлаҫланса ҫӗре персе анчӗ.

Help to translate

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫын йывӑҫ тураттинчен хӑйӗн ҫӳҫӗпе чӑлханса ларни ӑна малтан култарчӗ, унтан вара тарӑхтарсах ячӗ: «Ҫӗҫӗпе чӗрк! тутар та ҫӳҫӳнтен — вӗҫтере пар малалла. Аптӑратакан тӗлӗнтермӗш!».

То, что человек запутался волосами в ветвях дерева, сначала рассмешило, а затем рассердило его: — Чиркнул бы ножиком по волосам, — сказал Дюк, — и мог бы удрать. Странный чудак!

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Хӳхӗм сӑн-питлӗ хӗрарӑм, кимӗ хӳри ҫумне сӗвенсе ларнӑ та, ҫӳҫе тураттинчен ҫулҫӑсем татса илсе, шухӑша кайнӑ сӑнпа шывалла пӑрахса пырать.

Красивая женщина полулежала на корме, обрывала листья с ивовой ветки и кидала их за борт с задумчивым видом.

10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ҫавӑнтах вӗсен хушшинче пӳрт стенинчен е йывӑҫ тураттинчен ҫакса янӑ мӗскӗн жид е монах ӳчӗ, ҫурт-йӗрпе пӗрле вутра ҫунаканскер, хура тӗслӗн курӑнса каять.

И тут же среди их чернело висевшее на стене здания или на древесном суку тело бедного жида или монаха, погибавшее вместе с строением в огне.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Пӗр пайне кутамас вӗренен алӑ тӑсса ҫитмелли тапчам тураттинчен йӑлмак туса ҫыхрӗ.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чисти вут-кӑвар, — сукмака пӳлеслех усӑнса аннӑ шӗшкӗ тураттинчен хӑрах ҫулҫине татса илчӗ йӗкӗт.

Настоящий пожар, — парень оторвал лист с ветки орешника, опустившейся наперерез тропинке.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Акӑ хурӑнӑн аялти пысӑк тураттинчен тытмалла кӑна.

Теперь следует ухватиться за нижний толстый сук берёзы.

Тӗнче мӗн пысӑкӑш // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 7–8 с.

Блиндажран шурӑ маск-халат тӑхӑннӑ Озеров майор тухнине курсан, боец чӑрӑш тураттинчен тытса аялалла пӗшкӗнчӗ те пӑлханса пӗлтерчӗ:

Увидев, что из блиндажа вышел майор Озеров в белом маск-халате, боец свесился с ветви ели и тревожно доложил:

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл лутра тӗм тураттинчен аллипе уртӑнса, ӳсӗр ҫын пек ларать, кӑвакарнӑ питӗнче юн тӗсӗ юлман, куҫӗсем вырӑнне пысӑк кӑвак кӳлӗсем тейӗн; хӑй ҫав тери ачашшӑн, савӑнса калать:

Придерживаясь рукою за ветку кустарника, она сидела, точно выпитая, без кровинки в сером лице, с огромными синими озерами на месте глаз, и умиленно шептала:

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».

Help to translate

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed