Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туратлӑ the word is in our database.
туратлӑ (тĕпĕ: туратлӑ) more information about the word form can be found here.
Чи кӑсӑкли — пӳрт тӑрринче туратлӑ вӑрӑм шӑчӑ ҫинче телевизор антенни кӑнтарса тӑратчӗ, тата…

Help to translate

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Шӳт мар вӗт — Воробьевсен туратлӑ йӑхӗнче арҫынсем пурте пуҫӗсене хунӑ — ҫирӗм пилӗк ҫынран пӗри те таврӑнман.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл кунта та вӑхӑта сая яман: пуллине тасатнӑ, кӑвайт чӗртсе янӑ, унӑн ик енне туратлӑ шалчасем ҫапса лартнӑ, котелокне ҫакмалли урлӑ каштине те хунӑ.

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗр-пӗринпе ҫыхланса пӗтнӗ туратлӑ ҫӑра йывӑҫсемпе ҫӳллӗ курӑк ҫуртсем хыҫнех пырать.

Help to translate

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗлтӗрхи ҫӳллӗ ӳснӗ типӗ ҫумкурӑк хушшинче хурлӑхан тӗмӗсем темле мӗскӗннӗн курӑнса лараҫҫӗ, армак-чармак туратлӑ улмуҫҫисемпе чиесене ҫын алли пырса тӗкӗнмен темелле, пахчана талккӑшпех шӑрт пек хунав пусса илнӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Колоннисем тавра вӗтӗ-вӗтӗ туратлӑ, вӗтӗ-вӗтӗ ҫулҫӑллӑ курӑк явӑннӑ; вӗсен айӗнче, пӳрт кӗтесӗсенче, — улӑх-ҫаран чечекӗсен ҫыххи; вӗсен хушшинче — тӑватӑ чӳречен пӗчӗк ҫеҫ йӗппе, вӗтӗ ҫеҫ ҫиппе ҫыхнӑ чӗнтӗр пек курӑнакан хашакисем.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫатрака туратлӑ ватӑ юмансем икӗ еннелле кӗшӗлех сирӗлчӗҫ те, шӑлан тӗмӗсем курӑнса кайрӗҫ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫил вӑйланнӑ май ҫара туратлӑ йӑмрасем ҫиллессӗн чӗриклетсе кашлаҫҫӗ.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унта, виҫӗ чӳречене картласа, ҫатрака туратлӑ чиесем чашкӑраҫҫӗ.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑрманти ытти йывӑҫсенчен уйрӑлса ҫара ҫӗрте ирӗккӗн ӳсекен шултра туратлӑ лутра вӗрене айӗнче кӑвак сухаллӑ мучи ларать.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сарӑ тутӑр ҫыхса капӑрланнӑ вӑрман хӗрринче йӑвӑ туратлӑ ватӑ юман мӑнаҫлӑн саркаланса ларать.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗсем, пӗр хушӑ вӑрман хӗррипе утнӑскерсем, ҫатрака туратлӑ ватӑ юман тӗлне ҫитсен кӗр калчи пусси ҫинелле пӑрӑнса кӗчӗҫ, майӗпен ҫул хӗрринелле ҫывхарчӗҫ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сухаллӑ — мучи мар, туратлӑ — йывӑҫ мар, хутаҫлӑ — кӗлмӗҫ мар.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хурӑн мар иккен, ҫатрака туратлӑ улмуҫҫи.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Сарлака хир варринче, Пушкарпа Пилешкасси тата Хураварпа Тушкил хушшинчи ҫулсем хӗресленнӗ тӗлте, кӑтра туратлӑ ватӑ хурӑн тӳпенелле кармашса ларать.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тӳпенелле кармашакан ҫатрака туратлӑ юмансем айӗнче хӳтӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кӳршӗсен хӳми ҫумӗнче, лӑпсӑркка туратлӑ ватӑ вӗрене айӗнче, хӗрпе каччӑ тӑраҫҫӗ.

Help to translate

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Старик хӑйӗн тимӗрҫ лаҫҫипе юнашар ларакан хуҫӑк туратлӑ юман кутӗнче шухӑша кайнӑ пек пулса тӑратчӗ.

Help to translate

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫурчӗсем хушшинче, килкарти варринче Вуникӗ туратлӑ лапсӑркка ват юман.

Help to translate

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫак туратлӑ чӑрӑш ҫине хӑпарса лар та Ильмар поселокӗ енчен килекен транспорт ҫинчен пире асӑрхаттарса тӑр.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed