Шырав
Шырав ĕçĕ:
Яштака кӗлеткеллӗ, кӑвак куҫӗсем савӑнӑҫпа ҫиҫсе тӑраҫҫӗ, кӗске кастарнӑ ҫӳҫне пӗр еннелле чалӑшшӑн вырттарса туранӑ.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Пурри хӗрӗм валли юлтӑр. Хам кӗреҫепе те пуртӑпа туранӑ вӗлтӗрен е кӑшман ҫулҫинчен пӗҫернӗ яшкапа та пурӑнӑп», — тесе тӗв турӗ вӑл.
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Типтерлӗ туранӑ ҫуҫне шӑлса илчӗ.
XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Манӑн туранӑ кӑшмана та тепӗр чухне чун кӗрет.
VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Сарӑ ҫӳҫне яп-яка туранӑ.
V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫӑкӑрне йӗпетсе ҫемҫетме хӑй умне тӑм куркапа шыв лартнӑ, пуҫлӑ суханне яшкана яма хатӗрленӗ пек касса туранӑ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Халь вӑл ӑна пит тӑрӑшса туранӑ та хыҫалалла ҫавӑрса хунӑ.
XIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ревлен Петрович тӗксӗм кӑвак костюм, шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, ҫырӑ ҫӳҫне айккинелле туранӑ.
Хыҫсӑмах // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Вӗсем вир кӗрпипе вӗтетсе туранӑ ҫӑмартана пӗрле хутӑштарса уйрӑм витресене тултараҫҫӗ.
II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫӳҫне капӑрлатса туранӑ, чӗрнисене маникюр тунӑ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унпа вӑл кун каҫиччен пӗр михӗ таран махорка туранӑ имӗш.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.
— Ватӑлтӑмӑр, — терӗ вӑл ҫӳҫне кукӑр пӳрнисемпе кӗреплепе туранӑ пек тураса.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Иванӑн хура куҫӗсем, каялла туранӑ йӑм хура ҫӳҫӗ халӗ те куҫ умӗнчех.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Эпӗ, коридора тухса, сӑхмана хывса ҫакрӑм, пир тутӑра ҫанӑ ӑшне чикрӗм, унтан, килтех лайӑх туранӑ ҫӳҫе якаткаласа, класа кӗтӗм.
Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Тӗрӗллӗ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, мунча хыҫҫӑн ҫӳҫне яп-яка туранӑ.
Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Яриле старик вӑрӑм шур пир кӗпепе, ҫӳҫне шывпа йӗпетсе туранӑ.Яриле в длинной белой посконной рубахе; волосы смочены водой и тщательно расчесаны.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑл, хӑнӑхнӑ майпа ҫӳҫне аллипе темиҫе хутчен туранӑ пек туса сӑтӑрчӗ те, пурпӗрех пӗр тикӗс вырттарас ҫуккине кура, аллине пуҫӗ ҫинчен илсе сӗтеле ярса тытрӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Старик пуҫ тӑрӑх темиҫе курка сивӗ шыв ячӗ, вара кӑшт кӑвакара пуҫланӑ ҫӳҫне пӳрнисемпе туранӑ пек якатса, шывне сӑрӑхтарма пикенчӗ.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Чапаев дивизинче чух ун пек мар шӑршлисене ӗҫеттӗмӗр, Колчак офицерӗсене туранӑ чух… — мӑйӑхне пӗтӗркелерӗ Капранов.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Вӑл лупас тӑррине брезент сарса, туранӑ улмана карҫинккаран тӑкрӗ те салатса хучӗ.
7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.