Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туптанӑ (тĕпĕ: тупта) more information about the word form can be found here.
Шӑпах ҫавӑн пек хӑюллӑ, йывӑрлӑхсенчен, тӑшмансенчен хӑраманскерсем Ҫӗнтерӗве туптанӑ та иртнӗ вӑрҫӑра.

Help to translate

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Ҫӗршер ҫапӑҫура туптанӑ хӑйӗн ӑсталӑхне.

Help to translate

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пулас поэт сӑвӑ ҫырас пултарулӑха 6-мӗш класра вӗреннӗ чухнех туптанӑ.

Help to translate

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакан чылай журналист ача чухне хӑйӗн пултарулӑхне ҫак хаҫатра туптанӑ.

Help to translate

100-е яхӑн ҫамрӑк корреспондент пуҫтарӑнчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60478

Каярах пӗлӗвне И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче туптанӑ, ҫав аслӑ шкулта историк тата истори преподавателӗ пулма вӗреннӗ.

Позже училась в Чувашском государственном университете имени И.Н. Ульянова, где получила специальность «Историк, преподаватель истории».

Ирина Меньшикова 55 ҫул тултарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34568.html

Ҫавӑнпа ялта ирхи кайӑксен юррипе ҫава туптанӑ сасӑ янӑратчӗ.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вӑрман Кипекри вӑтам шкул хыҫҫӑн И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче ӑсталӑха туптанӑ.

Help to translate

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

Кирлӗ ҫар хӑнӑхӑвӗсене кунти вӗренӳ центрӗнче туптанӑ.

Help to translate

Тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11891-t- ... -jysh-nche

Хӑйсене таканламалли тимӗре те хӑйсемех хӗртсе туптанӑ Хусанта чурасем.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Республикӑри экстреннӑй службӑсем ҫар хирӗҫтӑрӑвӗсен условийӗсенче авари-ҫӑлав ӗҫӗсене ирттерес тата пушарсене сӳнтерес хӑнӑхусене те туптанӑ.

Help to translate

Хӑрушлӑха сирме хатӗр пулмалла // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11658-kh ... r-pulmalla

Анчах ун тимлӗхне туптанӑ, Хӑйранӑ тимлӗхӗ хӗҫне.

Help to translate

XXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл унта икӗ уйӑх аграри производствин малашлӑх ӑсталӑхне туптанӑ.

Help to translate

Максимовсем сакӑр тӗрлӗ сыр тӑваҫҫӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%bc%d0% ... %d0%b0cce/

Сан пек ҫирӗп вӑй-халлӑ, вутра туптаннӑ, шывра путман, йывӑрлӑхран хӑраман, хурҫӑ пек ҫирӗп ҫынсем туптанӑ тылра Аслӑ Ҫӗнтерӗве.

Help to translate

Ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bd%d ... b0%d0%bda/

Шкулта тӗрлӗ професси ҫыннисем ӑсталӑхне туптанӑ: музей ӗҫченӗ, вӗрентекен, дизайнер…

В школе к навыкам вышивания приобщались люди разных профессий: музейный работник, учитель, дизайнер…

Чӑваш тӗррин шкулӗнчен ӑстасем вӗренсе тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31926.html

Тӑруках пӗтӗмпех улшӑнчӗ — шутласа кӑларайми пайӑркасем ҫӗр ҫине ылтӑн укҫасем пек сапаланчӗҫ; шыв вӗсемпе йӑлтӑртатать, хӑшӗ-пӗри Горн урисен тӗлне ӳкрӗ, — витӗр курӑнаҫҫӗ, ҫутӑпа сывлӑшран туптанӑ тейӗн.

Вдруг все изменилось, бесчисленные лучи градом золотых монет рассыпались по земле; вода заблестела ими, некоторые легли у ног Горна, прозрачные, кованые из света и воздуха.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Хӗрарӑмсем, ватӑсемпе ачасем ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ.

Женщины, старики и подростки самоотверженно ковали Победу в тылу.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/09/chva ... terukune-y

Ку сӑнчӑра вӑл 1777 ҫулта шӑратса туптанӑ, хӑйне ҫакса вӗлериччен пилӗк ҫул маларах.

Эту цепь он выковывал в 1777 году, за пять лет перед тем, как его повесили.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫапла темиҫе хутчен хутлата-хутлата туптанӑ.

Так повторяли много раз.

Дамаск // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Туптанӑ май хутланӑ тимӗр пӗрлешсе, ҫыпҫӑнса ларнӑ, вӑл ҫинҫерех те пулса тӑнӑ.

От этого обе половинки слипались, сваривались, сама полоса от ударов делалась тоньше.

Дамаск // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Вӑтам ҫулсенчи шкул ачисем валли Владислав Николаевӑн «Сӑр хӗрринче Ҫӗнтерӗве туптанӑ» алҫырӑвне ырланӑ, аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли вара — Елена Чекушкинан (Елен Нарпи) «Телей патне пин ҫухрӑм» ӗҫне.

Для школьников среднего возраста одобрили рукопись Владислава Николаева «Сӑр хӗрринче Ҫӗнтерӗве туптанӑ» (Победу приближали у Суры), а для школьников старшего возраста — работу Елены Чекушкиной (Елен Нарпи) «Телей патне пин ҫухрӑм».

Чӑвашла алҫырусемшӗн укҫа парӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30102.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed