Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, кирлех пулсан, вӑрманлӑ вырӑнлӑ Хопер округӗн чиккинче хӑйсене йӗрлесе тупасран хӑтӑлса пурӑнасса шанчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хопер казакӗсем ҫаратса кайнӑ япалисене тупасшӑн ҫынсем килтен киле ҫӳрерӗҫ, кӗтӳрен ҫӗтсе юлнӑ ӗнисене шыраса, ҫеҫенхирсемпе тип варсем тӑрӑх хӑшкӑлса чупрӗҫ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах хуторта вӑхӑтлӑха чарӑнса тӑнӑ Хопер казакӗсем хуҫалӑха унтан та ытларах сӑтӑр туса хӑварнӑ: выльӑх картин ҫатанӗсене йӑвантарса янӑ, ҫын кӗлетки ҫӳллӗш траншейӑсем чавнӑ; ытлашши ӗҫ туса чӑрманас мар тесе, кӗлет стенисене сӳтнӗ те пӗренисемпе траншейӑсен хӗррисене ҫирӗплетнӗ; чул хӳмене салатса тӑкса, пулеметпа пемелли бойница майлаштарнӑ; лашисене латти ҫук тирпейсӗррӗн пӑраха-пӑраха парса, ҫур капан утта сая янӑ; ҫатансене вутӑ вырӑнне ҫунтарнӑ, унтан тата пӗтӗм лаҫа лапӑртаса-шӑршлантарса хӑварнӑ…
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Нимӗнпе те чӗртме ҫук-и? — сатуррӑн кӑшкӑрчӗ Хопер казакӗ.
XXIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сентябрӗн 19-мӗшӗ умӗнхи каҫ Вешенскине хирӗҫ заставӑра тӑнӑ Хопер казакӗсем тӑшман хӑйне ҫавӑн пек тӗлӗнмелле тытнин сӑлтавне шӗкӗлчесе пӗлме шутларӗҫ: пӗр вӑйлӑ сасӑллӑ казак, икӗ аллипе тутине хупӑрласа тытса, хыттӑн кӑшкӑрчӗ:
XXIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ҫук, ютран, таҫти Хопер патӗнченччӗ пулас.
XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хопер округӗн чиккинчен каҫсан, Дон ҫарӗн каллех, 1918 ҫулхи пекех, малалла наступлени туса каймалли вӑйӗ чалӑхать.
XX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хопер округӗнчен иртместпӗрех тесе пуплешетчӗҫ…
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорие шыраса Хопер округӗнчи станицӑсем тӑрӑх ҫӗтсе ҫӳренӗ телеграмма питӗ кая юлса пычӗ…Телеграмма, блуждавшая в поисках Григория по станицам Хоперского округа, пришла слишком поздно…
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӑваттӑмӗш дивизи Хопер урлӑ каҫнӑ, анчах хӗрлисем унта вӑйлӑ отрядсем тӑратса тухнӑ та, чугун ҫул патне пымалли ҫулсене вирлӗ хӳтӗлеҫҫӗ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чир тӑрӑх ҫапӑҫрӗҫ, Дон тӑрӑх вӑрҫӑ ахӑрашса иртрӗ, унтан ак кӗҫех Хопер, Медведица, Бузулук тӑрӑхӗсенче те тупӑ-пӑшал сассисем кӗмсӗртетме тытӑнаҫҫӗ.Были бои по Чиру, прошли по Дону, а потом загремят по Хопру, по Медведице, по Бузулуку.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӑнтӑрта, Донӑн сулахай ҫыранӗнче, повстанецсен икӗ дивизийӗ траншейӑсенче тымар янӑ пек ҫирӗпленсе ларнӑ, хӗрлӗармеецсен йышлӑ батарейисем хӑйсем ҫине пӗр вӗҫӗм тенӗ пек хаяррӑн персе тӑнӑ пулин те, вӗсене шыв урлӑ каҫма паман; ытти виҫӗ дивизийӗ повстанецсен территорине хӗвеланӑҫӗнчен, ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ енчен хӳтӗленӗ, пур ҫӗрте те, уйрӑмах ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ участокӗнче, вышкайсӑр пысӑк ҫухатусем тӳснӗ, ҫапах та каялла чакман, Хопер округӗн чиккисенчех тытӑнса тӑнӑ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Шӑп вӑхӑтра утамансемсӗр хӑварнӑ пирки восстани пуҫлаймасӑрах путланать, ҫапла вара Хопер округӗнчи контрреволюцилле элементсем Тури Дон округӗнчи повстанецсемпе пӗрлешеймесӗр юлаҫҫӗ.
LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тури Дон тӑрӑхӗнче хыпса илнӗ вут-кӑварӑн хӗмӗсем кӳршӗри Хопер округне те сиксе ӳкеҫҫӗ.Искры верхнедонского пожара перекинулись и в соседний Хоперский округ.
LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн повстанецсен ҫарӗпе пӗрлешмелле те большевизмпа чирленӗ казаксене сыватма Хопер округне каймалла.
LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Таҫта лере, Дон леш енче, Хопер тӗлӗнчерехре, аслати хӗнтӗртетнӗ сасӑ вӑрӑммӑн янӑраса кайрӗ.Где-то за Доном, над Хопром разостлался глухой раскат грома.
XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
1-мӗш Мускав полкӗн, пӑр кайнине пула, Хопер пырӗнче ҫул татӑлчӗ, вара вӑл Донӑн сылтӑм енне каҫрӗ те, ҫӗнӗ пополнени ярасса кӗтсе, Усть-Хопер станицинче чарӑнса тӑчӗ.
XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унтан вӑл хӑйӗн дружининчен темиҫе хут йышлӑрах повстанецсем урӑм-сурӑм наступлени туса хӗснипеле пӑр тапраниччен пӗр кун малтан, темиҫе лаша шыва путарса, Хопер урлӑ каҫса кайрӗ те Кумылженски станица еннелле ҫул тытрӗ.
XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ӑна шӑпах 9-мӗш Хӗрлӗ Ҫарӑн штабӗ Хопер шывӗн анат тӑрӑхӗнчи станицисенче ӗҫлеме янӑ Малкин комиссар йӗркеленӗ пулнӑ.
XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Илтрӗн-и, Хопер казакӗ мӗн каларӗ?
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.