Шырав
Шырав ĕçĕ:
яспис (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
19. Хула хӳмин никӗсне тӗрлӗ хаклӑ йышши чулпа илемлетнӗ: пӗрремӗш никӗсне — яспис, иккӗмӗшне — сапфир, виҫҫӗмӗшне — халкидон, тӑваттӑмӗшне — смарагд, 20. пиллӗкӗмӗшне — сардоникс, улттӑмӗшне — сердолик, ҫиччӗмӗшне — хризолит, саккӑрмӗшне — берилл, тӑххӑрмӗшне — топаз, вуннӑмӗшне — хризопраз, вунпӗрмӗшне — гиацинт, вуниккӗмӗшне аметист теекен чулсем илемлетеҫҫӗ.
Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав хула Турӑ мухтавлӑхӗпе ҫиҫсе тӑратчӗ, унӑн ҫути хаклӑ йышши, витӗр курӑнакан яспис теекен чул ҫути евӗрлӗччӗ.
Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Райра, Турӑ пахчинче, пурӑннӑ эсӗ; санӑн тумна хаклӑ чулпа эрешленӗ; рубин, топаз, алмаз, хризолит, оникс, яспис, сапфир, карбункул тата изумруд, тата ылтӑн — ҫакна пурне те, ӑста харшаласа, сан ҫине ҫакнӑ, ку эреше сана пултарнӑ кун хатӗрленӗ.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Йӗркипе: рубин, топаз, изумруд — ку пӗрремӗш йӗрки; 11. иккӗмӗш йӗркинче: карбункул, сапфир тата алмаз; 12. виҫҫӗмӗш йӗркинче: яхонт, ахах тата аметист; 13. тӑваттӑмӗш йӗркинче: хризолит, оникс тата яспис; вӗсене ылтӑн харшасене лартнӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӑстайлӑ ӗҫлесе сут кӑкӑрлӑхӗ ту; ӑна ефод тунӑ пекех ту: ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ту; 16. вӑл тӑваткӑл пулмалла, икӗ хутлӑ, тӑршшӗ пӗр шит, анлӑшӗ те пӗр шит пултӑр; 17. ун ҫине тӑватӑ йӗрке харшаланӑ чул ларт; йӗркипе рубин, топаз, изумруд пултӑр — ку пӗр йӗрки; 18. иккӗмӗш йӗрки: карбункул, сапфир тата алмаз; 19. виҫҫӗмӗш йӗрки: яхонт, ахах тата аметист; 20. тӑваттӑмӗш йӗрки: хризолит, оникс тата яспис; вӗсене ылтӑн харшасене лартмалла.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1