Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ту енчи мӑрсасемпе вӗсен ҫыннисем Новоград Свияжский хулине тунӑ чухне вырӑссене пулӑшрӗҫ, вырӑссем Хусана илме капланса килсен вӗсене Сӑр урлӑ каҫнӑ ҫӗртех ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Пӗр енчен, эсир, Ту енчи ҫӗрпӳсем, мана тӳрремӗнех пӑхӑнса тӑмастӑр, сире государь Новоград Свияжский наместникӗ аллине панӑ, тепӗр енчен… тепӗр енчен, Кӑрмӑш администрацийӗ Новоград Свияжскине пӑхӑнмасть, Чулхула воеводине пӑхӑнать.
12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Патша хушнипе Нувуград Свияжский намиҫникӗ панӑ ярлӑк алӑра вӗсен.
12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Новоград Свияжский наместникне Борис Иванович Салтыкова каласа кӑтартсан пӗлетӗр-и мӗн тӑваҫҫӗ куншӑн сире?
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Девлизер ялӗпе иртнӗ чухне Шигалейпе Ту енчи мӑрсасем те ҫулталӑк ҫурӑ каялла, Новоград Свияжский хулине туса пӗтерсенех хӑйсем кунта ырӑ курса пурӑннине, Ту енчен килекен чӑвашсемпе ҫармӑссене шертнӑй грамӑтӑсем панине аса илчӗҫ пулас, хӑлаҫлансах тем ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тепӗр енчен, тӗкӗрҫӗ хӗпӗртерӗ: вӗсем Сӑр тӑрӑхне Новоград Свияжский урлӑ каяҫҫӗ-ҫке.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫыранра вӗсене Новоград Свияжский хулин ҫӗнӗ наместникӗ Борис Салтыков бояринпа воеводӑсем кӗтсе илчӗҫ.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хусанпа Новоград Свияжский наместникӗсемпе воеводӑсем, хӑвӑра валли чп лайӑх стрелецсене, казаксене, пищальниксене суйласа илӗр.
5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мускавра Хусан дворецӗн Приказӗ пулать, Хусанпа Новоград Свияжский наместникӗсем ҫав Приказа пӑхӑнса тӑраҫҫӗ.
5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Новоград Свияжский патӗнче ҫапӑҫу пулмарӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн тин Адашев Семен Микулинскине Новоград Свияжский воеводи ячӗпе Шигалее хӑй ыйтнӑ тӑрӑх патшаран кӑларни ҫинчен хут ҫыртарчӗ.
13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Эс мӗн тума сӗнетӗн, стрелецки голова? — терӗ Семен Микулинский, нумай пулмасть ҫеҫ Новоград Свияжский хулин воеводи пулса тӑнӑскер.
13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Новоград Свияжский хулипе Хусантан темиҫе тутар мӑрси килнӗ иккен, вӗсем Шигалее хан утлӑ ҫарӗн пуҫлӑхӗ Кучак улан Кама урлӑ Крыма тарма хатӗрленни ҫинчен систернӗ.
12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кӑнтӑрла сеҫ мар, ҫӗрле те аякранах курӑнать Новоград Свияжский.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Эпир пурсӑмӑр та чунтан савӑнма пултаратпӑр, — терӗ вӑл, — Новоград Свияжский хули, хамӑр государь Иван Васильевич хушнипе тума пуҫланӑ хула, хатӗр.
9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хула ятне никам та хуман-ха, ахаль калаҫура ҫеҫ ӑна пӗрисем Иван-город, теприсем Новоград Свияжский теҫҫӗ.
9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
- 1