Short
Автоинспекци начальникне сержант хӑй постра тӑнӑ чух «иккӗлентерекен» машина тытса чарни, шофер аллинчи документсем пичетсӗр пулни, кабинӑра килекен тепӗр ҫыннӑн (леш «майорӑн») хай камне ӗнентерекен нимӗнле хут та ҫукки, ҫавӑн пирки вӗсене иккӗшне те кунта илсе килмелле пулни ҫинчен пӗлтерсен, начальник ҫавӑнтах унран: — Тепӗр ҫынни ӑҫта вара санӑн? — тесе ыйтнӑ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Ҫемье ҫулталӑкӗн шайӗнче ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Артем Солдатов пӗрле пурӑнма пуҫланин юбилейлӑ датисене паллӑ тунӑ е паллӑ тӑвакан мӑшӑрсене: Нина Петровнапа Петр Терентьевич Кузьминсене, Нина Васильевнапа Петр Николаевич Матюшинсене, Фирюза Сайфулловнапа Роберт Зайнабович Загидуллинсене, Минзиган Зябиховнапа Иршат Усманович Халиулловсене парнесем парса чысларӗ.
Чакӑ енӗ ҫутҫанталӑкӑн хӑйне евӗрлӗ илемӗпе мӑнаҫлӑ // Таисия Игнатьева. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... pe-manacla
Парламентра ун умӗнхи йышри пекех 4 комитет ӗҫлӗ: Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики /унӑн председателӗ Николай Малов пулать/, Экономика политики, агропромышленноҫ комплексӗ тата экологи /Сергей Павлов/, Бюджет, финанс тата налуксем /Альбина Егорова/, Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе /Вячеслав Рафинов/ ӗҫлекеннисем.
Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Ҫамрӑк хӗрарӑм, илӗртӳллӗ-ытарлӑ куҫпа кулса пӑхаканскер, ӑна ҫак вӑхӑтра, Макар калашле, Джоконда пек туйӑнса кайрӗ: ҫавнашкалах тулли пит, тӑрӑхларах ҫырӑ куҫ, тӳрӗ сӑмса, ҫавнашкалах тем пытаран, тем парнелессе шантаран илӗртӳллӗ-ытарлӑ кулӑ, — кулнӑ чухне тута хӗррисенче пичӗ шалалла путса кӗрет; ҫавнашкалах хӑпарса тӑракан кӑпӑшка кӑкӑр, шурӑ ӳтлӗ ачаш алӑсем…
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Унта 2010 ҫулхи ӗҫри тӗп енсем тесе ял тӑрӑхӗсен экономикӑпа социаллӑ аталанӑвӗн программинчи кӑтартусене пурнӑҫа кӗртессине йӗркелесси, районӑн 75 ҫулхи юбилейӗпе, Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине тата Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗпе районӑн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлавне хатӗрленессипе ҫыхӑннӑ мероприятисене ҫӳллӗ шайра ирттересси пулнине палӑртрӗҫ.
Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30
Аграрисемшӗн чӗр тавара вырнаҫтарасси (сӗте анчах мар, тӗш тырра та) ҫивӗч тӑнине кура Республика Пуҫлӑхӗ иртнӗ эрнере пулса иртнӗ Чӑваш Енри Агропромышленность комплексӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн тата ЧР Ял хуҫалӑх министерствин коллегийӗн пӗрлехи ларӑвӗнче ку тӗлӗшпе агромаркет йӗркелени лару-тӑрӑва улӑштарма пултарни ҫинчен чарӑнса тӑнӑ.
Сӗт мӗншӗн йӳнӗ? // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%81e%d1% ... 9y%d0%bde/
Вӗсем ҫаксем: Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулӑн пултаруллӑ вӗренекенӗсем - София Николаевна Ярабаева, Валерия Алексеевна Степанова, Мӑн Этменти вӑтам шкулӑн маттур каччи Василий Владимирович Ерофеев, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студентки Дарья Сергеевна Романова, Н.В.Никольский ячӗпе хисепленекен професси колледжӗн студентки Ева Сергеевна Кутузова.
Республика Пуҫлӑхӗн стипендиачӗсем // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11718 ... iach-sem-2
Хуть те мӗнле заводра та, фабрикӑра та шкивсем тата тӑвакан детальсем ҫавӑрӑнса тӑнине, савалакан станоксен касакан инструменчӗсем калла-малла куҫса ҫӳренине, паровой молот тата штамплакан машинӑсен ҫапса тӑракан пайӗсем ҫӳлелле те аялалла куҫса тӑнине, алӑпа ӗҫлемелли инструментсем, калӑпӑр, молотобоец аллинчи мӑлатук тӗрлӗрен куҫса тӑнине т. ыт. те курма пулать.
1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ярмӑрккӑри тӗллевсенчен пӗри ачасене вулама юратма хӑнӑхтарасси, мӗншӗн тесен кӗнеке пек туспа учительтен лайӑххи ҫук«, — тенӗ Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров. Иккӗмӗш ҫул умлӑн-хыҫлӑн, кӑҫал 450 ҫул ҫитнине палӑртакан Уфа виҫӗ кун тӑршшӗ ҫӗршывӑн кӗнеке столици пулса тӑнӑ. Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн указӗпе Пӗтӗм тӗнчери «Китап-байрам» кӗнеке ярмӑркки ҫулсерен иртет.
Кӗнеке вулакансен уявӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... si-3874868
Шкул директорӗ, учительсем, общественноҫ представителӗсем яланхи «сценарипех» вӗренекенсене вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа хӗрӳллӗн саламлаҫҫӗ, вӗренӳри, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнсе, кирлӗ пӗлӳсемпе «хӗҫ-пӑшалланса», тумхахлӑ-ҫӑклӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма чӑтӑмлӑх, вӑй-хал, чун-хавал тӗреклӗхӗ, тӑрӑшулӑх суннаҫҫӗ, ҫӗршывӑн тивӗҫлӗ гражданинӗсем пулса ӳсме пил параҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
1931 ҫултан пуҫласа Чӑваш АССР государство издательствипе хаҫат-журналсем А. М. Горькин произведенийӗсене массӑллӑн куҫарса кӑларас ӗҫе тытӑнаҫҫӗ, 1931 ҫулта (пӗр ҫулталӑк хушшинче кӑна!) тӑватӑ произведени, 1932 ҫулта — «В. И. Ленин», «Манӑн университетсем», «Амӑшӗ», «Тӑвӑл йыхравҫи», «Клим Самгинӑн пурнӑҫӗ» романӑн сыпӑкӗсем, «Итали ҫинчен хунӑ юмахсенчен» пӗри тухаҫҫӗ.
А. М. Горький произведенийӗсем чӑвашла // Хӗветӗр Уяр. Ялав. — 1951. — № 6. — 13 с.
Кунта вӑл хутран-ситрен сехечӗ ҫине пӑхкаласа каллӗ-маллӗ шиклӗн уткаларӗ: халь-халь таҫтан-муртан палланӑ ҫын сиксе тухассӑн туйӑнчӗ, вара кашни кӗтесрех Микихвӗр ресторан таврашӗнче ҫапкаланса ҫӳрет, вӑл каллех ӗҫме пуҫланӑ пулас тесе пӑшӑлтатма тытӑнмӗҫ-и, хӑш-пӗрисем вӑрттӑн пӑшӑлтатнипех ҫырлахӗҫ-и тата — пуҫлӑхсем патне пӗр харӑсах икӗ-виҫӗ ҫӑхав ҫитермӗҫ-и?
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Пахчаран Бианкӑсӑр таврӑннӑ хыҫҫӑн килтисене ытлашши хурлантарасран асӑрханнӑччӗ, мӗн каласан аванрах-ши тесе шутланӑччӗ, каярахпа вара вӗсем Бианкӑна аса та илменшӗн кӑмӑлсӑрланмах пуҫларӗ: «Ӑна тӑрук ҫапла манма пирӗншӗн йытӑ ҫеҫ пулчӗ-ши-ха вӑл? Чӗрӗ чухне пурте унпа выляса йӑпанаттӑмӑрччӗ, халӗ Бианка асра-тӗсре те ҫук иккен…» — вӗчӗрхенчӗ Анатолий Семенович.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Хӗвел анса ларнӑ тӗле вӑл малалла мӗнле ӗҫсем пуҫласа ямаллине, ӑҫталла каймаллине шухӑшласа йӗркелерӗ, ҫарпуҫӗсене хушусем пама тытӑнчӗ: пӗрне пысӑках мар ушкӑнпа ҫурҫӗрелле кайса, Урал енне тухма тӑрӑшакансене пухма хушрӗ, теприне Чархула тӗлӗнчен каҫнӑ пӑлхавҫӑсене хӑй патне ертсе килме, виҫҫӗмӗшне каялла Атӑл хӗрринелле сыхлануллӑн кӑна кайса ҫаврӑнма каларӗ.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Халӗ Чӑваш Академи муздрамтеатрӗ икӗ театр коллективне пӗрлештерсе тӑрать: пӗри — Аслӑ Октябрь тивлечӗпе ҫуралнӑ драма театрӗ, творчество историйӗ енӗпе пуян, пысӑк опытлӑ театр — талантлӑ актерсен коллективӗ; тепри — 1960 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗнче, пӗрремӗш чӑваш оперӑн, Ф. Васильевпа А. Алга ҫырнӑ «Шывармань» оперин, премьери пулнӑ кун ҫуралнӑ ҫамрӑк музыка коллективӗ.
5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.
Сӑмахран, Правилӑсен 2.1.2-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн, водитель хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑнмалла, пиҫиххине ҫаклатман пассажирсене турттармативӗҫлӗ мар.Ҫаклатман пиҫиххишӗн Раҫҫей Федерацийӗн административлӑ право йӗркисене пӑсни ҫинчен калакан Кодексӑн 12.6 статйипе наказани пӑхса хӑварнӑ, унпа килӗшӳллӗн пӗр пин тенкӗ виҫепе административлӑ штраф хывма палӑртнӑ.
Хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗ пурнӑҫа ҫӑлса хӑварать // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... uxamn-slec
«Ӗҫсене пур нормативсене пӑхӑнса завод ӑнӑҫлӑ ӗҫлетӗр тесе пурнӑҫларӑмӑр. Производствӑра кирлӗ пӳлӗмсене те йӑлтах пӑхса хӑварнӑ: сӗт-ҫу цехӗ, хатӗр продукцие упрамалли склад, лаборатори, технолог кабинечӗ тата ытти пӳлӗмсем. Кунта ӗҫлекен рабочисем валли те условисем хатӗрпе пӗрех. Ҫав шутра хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм, душ кӗмелли», - ӑнлантарнӑ Сергей Вячеславович.
Район аталанӑвӗнче пысӑк шанӑҫ кӳрекен предприяти хута кайӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10009-rajon- ... -khuta-kaj
Аякра-аякра ҫӳренӗ чух пӗр-пӗр йывӑҫ патне пыратӑн-и — тӑван кил умӗнче каш кашлакан йӑмра куҫ умне тухса тӑрать-тӑратех; сан умра кӳлӗ ҫуталса выртать-и — ялти пӗве, мӗн пӗчӗкренпе шыва кӗрсе сывлӑхна ҫирӗплетнӗ пӗве, аса килет; юлташун амӑшне курса калаҫатӑн-и — тӑван аннӳ санпа пупленӗн туйӑнать; юлташ ашшӗсемпе пиччӗшӗсем тӑван аппасемпе пиччесене аса илтереҫҫӗ…
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Вӑй-хал ӗҫӗпе ӑс-тӑн ӗҫне пӗр-пӗринпе ҫывӑхлатма пурлӑх енчен тивӗҫлӗ майсем туса хунипе, пурлӑхпа ӑс-тӑн пуянлӑхӗсем ытлӑн-ҫитлӗн хатӗрлессишӗн кӗрешнипе пӗрлех парти ӗҫ ҫыннисен коммунизмла ӑнланулӑхне ӳстерес тӗлӗшпе те ҫине тӑрса ӗҫлет, коммунизм тӑвакансен нумай пӗлӳллӗ, пур енчен те ҫӳллӗ пусӑмра тӑракан кадрӗсене вӗрентсе хатӗрлеме иксӗлми пысӑк вӑй хурать.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Япала опора тӳремҫийӗ тӗлӗшпе тӗрлӗрен чалӑшса тӑрать, ҫав чалӑшса тӑнӑ вырӑнсенчен вӑл малтанхи положение тавӑрӑнать пулсан, ҫав чалӑшса тӑнӑ чухнехи положенисене сӑнанинчен эпир акӑ мӗн куратпӑр; ҫавӑн пек чалӑштарнӑ чухне кашнинчех япалан йывӑрӑш центрӗ япала равновесире тӑнӑ чухнехинчен ҫӳлерех хӑпарать, анчах та пулма пултараканчи ҫӳллӗ положенирен иртмест.
2. Япала йывӑрӑшӗн центрӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.