Short
Лешӗ тӑруках ӑнкарса илеймерӗ, аллисене тӑсса карӑнчӗ те: — Пар-ха мухмӑр уҫма, — тесе, хуҫа хӗрне ыталаса илчӗ.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вырӑс географи обществипе алӑ пусса ҫирӗплетнӗ Килӗшӳ экологи туризмне аталантарса пыма пысӑк вӑй-хӑват хушӗ.
«Вырӑс географи обществин» регионти уйрӑмӗн Попечительсен канашне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пырӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/09/virs ... -popechite
Ку чухне вырӑнти халӑх ытлӑ-ҫитлӗ те хӑтлӑ пурӑнасси ял тӑрӑхӗн хыснине укҫа-тенкӗ мӗнле пуҫтарӑннинчен килет.
Шӑхачра пуррине пӗрле пайлаҫҫӗ // Альбина ЕГОРОВА. http://hypar.ru/cv/shahachra-purrine-per ... e-paylacce
— Санӑн те чӗлхӳ маннинчен кӗске мар, урам хушшинче курнӑ кирек епле хӗрарӑма та сывлӑх сунатӑн, сӑмах хушатӑн.
Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.
Татах мӗн те пулин каланӑ пуль-ха ҫавӑн чух Ҫеклепи кинеми, анчах унӑн сӑмахне Таранов халь пӗтӗмпех астумасть.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Кӗпесен ҫӳлти пайне ансӑртарах тунӑ: йӑрӑс мӑйлӑ, тӑпӑлкка хулпуҫҫиллӗ, стайлӑ кӑкӑрлӑ хӗрарӑма юравлӑ ҫӗленӗ.
Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ҫавна кӗтсех шыв илекен вырӑнсене мӗнпур япаларан йӑлт тасатрӗҫ, хуласемпе ялсене шыв айне юлаҫҫӗ тесе ватрӗҫ.
Ухмаххисен карапӗ // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 134–136 с.
Микка ывӑлӗсемпе кинӗсем те арлӑ-арӑмлӑ пулнӑ-пулман уйрӑлса тухасси ҫинчен юншӑхласа хӑлхана ҫӗрте пуҫларӗҫ.
Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.
Кунта тухан-кӗрен, хӑйне лапсӑрах ярса, культурӑллӑ тавралӑхпа киленсе ларакансем пӑт-пат ҫеҫ курӑнкалаҫҫӗ-ха.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫавӑн пекех пурнӑҫ таппине туйсах тӑратпӑр, ҫӗнӗ технологисене алла илетпӗр, компьютерпа ҫӑмӑллӑнах ӗҫлетпӗр.
Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html
Кӗтерне инке йӑнӑшмасть ӗнтӗ, тӳрӗ кӑмӑллӑскер, мӗнпур ӗҫе тӗплӗн тӑваканскер, ҫынна питех те тӗрӗс хак парать.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Вӗсем, хӑйсене ҫынсем савса юратассине питех ӗненме пӑрахнӑскерсем, ытти ҫынсене пирӗнтен ытларах юратаҫҫӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Анчах ун ҫинчен эпир тӑхтав хыҫҫӑн калаҫӑпӑр, — терӗ те Гордягин, пуҫне тайса, сылтӑм енчи алӑкран тухса кайрӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хурӑн шывне типтерлӗн юхтарнӑ пек, «хӳмене» пуҫа ҫухатса вӑрт-варт сӳтсе тӑкма васкамасӑр шутарчӗ вӑл сӑмахне.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
В. Паймен калавӗсем ҫынсенче ыррине тупма вӗрентеҫҫӗ, пысӑк чӗреллӗ пулма чӗнеҫҫӗ, мал ӗмӗтлӗ шухӑш ҫуратаҫҫӗ.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Вӑл пахчине те, килте те идеаллӑ тасалӑхпа пурӑнма та, маскировка сетки ҫыхакан пунктра пулӑшма та вӑй ҫитерет.
Яланах юнашар, яланах малта, мӗнпур событисем хушшинче // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ytarl-car-op ... he-4045605
Ют хулара тӗпленсе, паллӑ поэтсемпе писательсемпе паллашса, вӗсен ушкӑнӗнче пулса эрех-сӑра ӗҫмесӗр пулмасть.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Карасев юр ҫинче выртакан ҫерҫие илчӗ те хӗвне чикрӗ, теприне сӑнарӗ, вӑл та вырӑнӗнче ҫук — юр ҫине персе аннӑ.
Кӑрлач чечекӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 91–110 с.
Ача чухне хӗрача Индин тӗлӗнмелле культурипе, ташшисемпе, музыкӑпа интересленнӗ, унӑн Индие кайса курас килнӗ.
"Тӑван ҫӗршыв пуринчен те илемлӗрех" // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... eh-4069394
Ҫамрӑк тени хырӑм выҫҫине питех пӑхмасть — тул ҫутӑличченех ташларӗҫ. студентсем университетри пуху залӗнче.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.


