Short
Ҫӳллӗ-ҫӳллӗ аэродром пек сӗм авалхи е шӗвӗр вӗҫлӗ тусем, сӗвек сӑртсем ҫийӗн сиксе юхакан тӑп-тӑрӑ ҫӑлкуҫӗсем…
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Авалхи тӑхӑмӑрсем тӗрлӗ япаларан хатӗрленӗ тумтир хӑш-хӑш чиртен сывалма пулӑшнине пӗлнӗ, пурнӑҫра усӑ курнӑ.
Ҫутҫанталӑк пани аванрах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2014.10.31
Чӑваш Ен строительство министрӗн ҫумӗ Максим Иванов ертсе пынӑ ушкӑн чи малтанах РайПО ӗҫченӗсемпе тӗл пулчӗ.
Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Лавр Кузьмич тепӗр черкке янклаттарчӗ те каллех кӑтра пуҫне сулласа илчӗ, аллипе сулса, Макара та ӗҫме хистерӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ганна та савӑнсах Вера Алексеевнӑна апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме пулӑшрӗ, анчах кӑнтӑрла ӗҫе кайрӗ те урӑх таврӑнмарӗ.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
— Халь вӑхӑчӗ пур-ха, ҫуркунне енне кайсан, корзинка тытасси пулмасть пулӗ вара, — лавне пушатма пикенчӗ Назиб.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тепӗр самантран анкарти енчи ҫатан ҫатӑртатрӗ, тата тепӗртакран ҫенӗк алӑкӗ йывӑррӑн хӗсӗнсе хупӑнни илтӗнчӗ.
5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
2015 ҫул вӗҫне урамсенче пӗтӗмпе те 20 лампа кӑна ҫуннӑ пулсан, хальхи вӑхӑтра вӗсене 300 ытла светильник ҫутатать.
Ял тӑрӑхӗ ҫирӗп аталанать ҫитӗнӗвне ҫӗршыв курса хаклать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%8f%d0% ... %83%d1%80/
Никифоров ӑна куҫран пӑхрӗ те: — Ӗҫ-пуҫӗ каласа памалӑх пур-и вара? Темскер, курӑнсах каймасть, — терӗ ҫирӗппӗн.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Акӑ халь те Карачӑм чи малтан «Михала кӗввине» каласа ячӗ, унтан, Михала килес ҫуккине пӗлсе, урӑх кӗвӗ пуҫларӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Рычаг тӗлӗшпе ҫавӑрӑнакан япалана тивекен вӑйсене шайлаштармалли тӗп условипе усӑ курса, эпир ҫакна тупатпӑр:
Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Вӑл куҫне сӑхман ҫаннипе шӑлса илчӗ, анчах каллех тухмарӗ, урамра пуш витреллӗ хӗрарӑма та тӗл пуласран хӑрарӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чухӑн ҫемьерен килнӗ ҫӗтӗк-ҫурӑк тумланнӑ, ҫӑпаталлӑ чӑваш ачинчен тӗлӗннӗ ӗнтӗ — часах фотограф чӗнсе илнӗ...
Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №
Ӗҫлекен ҫыншӑн ӗҫ условийӗсене лайӑхрах тӑвас килет, техникине те ҫӗнӗреххине, лайӑхраххине илсе парас килет.
Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n
Килте ӑсталанӑ анлӑ сӗтел ҫине Нинук инке хӗп-хӗрлӗ тӑм чапӑксемпе вӗри яшка лартрӗ, йывӑҫ кашӑксем пырса хучӗ.
2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫапла вӗсем шурӑ ҫар ҫыннине ҫавӑрса илсе тытас тесе ӗмӗтленсе пыратчӗҫ, инҫех мар кашкӑр ӳлени илтӗнсе кайрӗ.
Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
— Ҫапла, кӑҫал каллех пирӗн темиҫе ҫӗр ҫухрӑм чакма лекрӗ, — Алексей Матвеевич пуҫне салхуллӑн сулкаласа илчӗ.
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Халь акӑ вӗсене пӳрте хупса хӑварма тивет, мӗншӗн тесен вӗсене фермӑна е урӑх ҫӗре пӗрле сӗтӗрсе ҫуреме кансӗр.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
— Тепӗр тесен, пирен тӗп ӗҫ — ачасене пӗлӳ парасси, — ним калама аптранӑ енне персе ячӗ пулас Леонид Сергеевич.
III // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.
Вӑл ҫӳллӗ хӳме ҫумӗнче лапрана ҫӑрса утнӑ чухне кӗтмен ҫӗртен ҫырмара хайхи шурӑ йытӑ вилли выртнине асӑрхарӗ:
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.


