Corpus of the Chuvash language

Short

Кунпа пӗрлех ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тӗлӗшпе республика пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫинче Элӗк салинче, Мӑн Вылӑра тата Ҫирӗккассинче ҫул хӗррисемпе ҫутӑ ламписем вырнаҫтармалла.

Help to translate

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

— Эсӗ, мӗн, Урасмет, хӑвна киреметрен те вӑйлӑ тесе шутлатӑн-и, — апат ҫисе ларакан алманчӑ патне чашкӑрса пырса аллинчи патаккипе темиҫе хутчен урайне таклаттарса илчӗ юмӑҫ карчӑк.

Help to translate

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун хыҫҫӑн кирек ӑҫта ятӑр ӑна Василий Иванович (паллах, ҫакӑн пек вӑхӑтра вӑл ӑна ӗҫсӗр лартас ҫук), анчах ачасене тепре курмалла пултӑр, Любашӑпа тепре куҫа-куҫӑн калаҫмалла пултӑр.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Мӗнле-ха ку капла? Халь кӑна пирӗн Хӗрлӗ Ҫар Хусана шуррисенчен каялла илчӗ, анчах Совет влаҫне курайман ҫынсем пур иккен. Мӗнле тутар пулчӗ-ши ҫав ҫын?» — хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ Павлуш.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Асӑну хӑмине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ хыҫҫӑн Сосипатр Андреевичӑн мӑнукӗ Ардалион Теллин уява хутшӑннисене Елчӗк шкулӗн директорӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ пирки каласа кӑтартрӗ.

Help to translate

Директор ячӗпе – асӑну хӑми // Е. Петрова. Елчӗк Ен, 2018.05.05

Мӗншӗн?!. — тесе пӗр-пӗринчен ыйтса тӑракансем патне Лысов та чупса ҫитрӗ. Хваттерне кӗрсе, «кӗсъе хунарӗ» илсе тухнӑ иккен вӑл, урамри электролампочкӑсем сӳннине ҫийӗнчех асӑрханӑ.

Help to translate

Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

— Эсир юлашки вунӑ ҫулта — 65-рен иртсен — вырӑсла-чӑвашла (Л.П.Сергеевпа пӗрле), турккӑлла-чӑвашла (К.И.Николаевӑпа), казахла-чӑвашла, удмуртла-чӑвашла словарьсем хатӗрлесе кӑлартӑр.

Help to translate

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Ула Тимӗр ҫырӑва Ч. ялне янӑ пулнӑ, анчах ҫав тӗле Полина ӗнтӗ ку ялта мар, А. ялӗнче пурӑннӑ, мӗншӗн тесен ашшӗне каллех шкул директорӗ пулса ӗҫлеме урӑх яла — А. ялне — куҫарнӑ пулнӑ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Малтан вӗсем ҫак корпусра ӑҫта мӗн пулмаллине курса, палӑртса ҫаврӑнчӗҫ, унтан ют ҫӗршывран туянса килнӗ машинӑсене вырнаҫтарса лартнӑ ҫӗрте пулса, чылайччен рабочисемпе калаҫрӗҫ.

Help to translate

Эдик ӗҫе кӗресшӗн // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Тарьен ӑш-чикӗ те кӑштах хӑй вырӑнне ларчӗ пулас-ха, ачи-пӑчине ятламарӗ, апат та пӗҫерсе ҫитерчӗ, вырӑн сарса парса ҫывӑрма вырттарчӗ, килте Сергей курӑнманни ҫеҫ пӑшӑрхантарчӗ ӑна.

Help to translate

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳрнесем айӗнчен тухакан кӗвве вӑл, темиҫе хутчен те нота хучӗ ҫине ҫыра-ҫыра хурса, тепӗр хут фортепьянӑпа каласа пӑхнӑ хыҫҫӑн чӗрсе тӑкрӗ: ҫук, ку питӗ аякра-ха хӑй мӗн шыранинчен…

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пирӗн районти вулавӑш ӗҫченӗсем Шӑхасанти ҫӗнетнӗ кӗнеке керменӗнче Валентина Элпине халалланӑ «Ӑраскал явӑҫтарнӑ талант» литература композицийӗ кӑтартрӗҫ.

Help to translate

Чӑваш Енри литература ҫул ҫӳревӗ // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%87a%d0 ... b5%d0%b2e/

Ҫавӑнпа, ещӗк унра иккенне пӗлсен, Валет ӑна тӗнче тӑрӑх шыраса ҫӳрес темерӗ, Канашра кӗтме шут тытрӗ, унта урӑх ятпа хӑна ҫуртне вырнаҫрӗ, ҫапла майпах Калюкова та хӑйпе пурӑнтарчӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юманлӑх ятлӑ пысӑках мар ялта пурӑнакансене паттӑр йӑла-йӗркесене упраса хӑварас, вӑйлӑ та ӑнӑҫлӑ пулас тесен пире, чӗрӗ несӗлсене, ҫапӑҫури тата ӗҫри тӳпе хывнине асра тытни кирлӗ.

Help to translate

Ӑру тӑсаканӗсенчен тав туни // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... ni-3797177

М.Пуклаков предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителӗсене, уйрӑм ҫын предпринимательсене, чунӗпе хытман ҫынсене ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшӑнма кӑмӑл тунӑшӑн тав тунӑ.

Help to translate

«Ыркӑмӑллӑх» ят ырӑ сӑмахран пуҫланать // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Хамӑн ҫырӑва вӗҫленӗ май, ман ҫакна каласа хӑварас килет, атте ҫурални 75 ҫул та, 100 ҫул та иртсе кайрӗ, 1990 ҫулта 120 ҫул ҫитет, анчах Шупашкарта ун ячӗпе пӗр палӑк та ҫук, пӗр урам ячӗ ҫеҫ.

Help to translate

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Ӑна район пуҫлӑхӗсем те ырлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен малашне пирӗн таврара лавккасемпе столовӑйсем нумайланаҫҫӗ, нефтяниксен йышӗ ӳснӗҫем ӳсет, строительсем, транспорт ҫыннисем те чылай.

Help to translate

Энтип пичче пуҫне пӑркалать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пӑрушӗпе сурӑх путеккисене ҫак кунсенче ҫеҫ тулалла кӑларнӑ пулмалла: урайӗнче пӑру шукаласа ҫӳренӗ йӗрсем ҫуталса курӑнаҫҫӗ, выльӑхпа вӑрман ути шӑрши пӗтӗмпех тухса пӗтеймен-ха.

Help to translate

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Представитель темле электростанци пирки, гидротурбина пирки юмахларӗ, пачах урӑххи ҫинчен шухӑшласа ларакан Левентей ӑна ӑнланса та пӗтермерӗ — ӑҫти электростанци, мӗнле турбина?

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл каласа кӑтартни вӗренмелли программӑра, паллах, пулман: ют ҫӗршывсенчи вӗҫен кайӑксем ҫинчен, унта пурӑнакан тискер кайӑксем ҫинчен каласа кӑтартнине ачасем пит юратса итленӗ.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed