Short
Шалти улшӑну майӗпен хӑйне тул енчен те палӑртма пуҫларӗ: шухӑш-ӗмӗчӗпе час-часах леш тӗнче ытамне лексе, ӑна уҫҫӑнрах, тӗплӗнрех куҫ умне ӳкерме пикенсе, Ула Тимӗр ҫӗр ҫинчи пурнӑҫа, хӑй таврашӗнчи ҫывӑх ҫынсене те «асӑрхайми», вӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытайми, чунне яри уҫса хутшӑнайми пулчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Округ пуҫлӑхӗ Н.Н. Раськин ветерансен юхӑмне тата округӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑнакан хисеплӗ ҫынсене Л.К. Кокшинӑна, Э.Г. Ильязова, В.Т. Яковлевӑна, Л.М. Тихоновӑна, Л.М. Макаровӑна, А.Ф. Волкова, В.Н. Курицинӑна Комсомольски районӗ 85 ҫул тултарнӑ ятпа кӑларнӑ медальпе наградӑланӑ.
Ветерансем тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d0%b2%d0%b ... %bd%d3%91/
Мероприятин тӗллевӗсем: пултаруллӑ та талантлӑ вӗренекенсене‚ коллективсем хушшинче туслӑх ҫыхӑнӑвне аталанма пулӑшасси‚ ҫитӗнекен ӑрӑва илемлӗхе туйма вӗрентесси‚ чӑваш халӑх фольклорне сарасси‚ вӗрентекенсен пултарулӑх опычӗпе паллаштарасси тата професси ӑсталӑхне ӳстересси.
Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25
Шарпаш – «Тӗрлӗрен чӑваш апат-ҫимӗҫӗ», Шупашкаркасси – «Чи илемлӗ чӑваш тумӗсем», Хыркасси – «Чи лайӑх чӑкӑт», Хорнсор – «Чи лайӑх квас», Питтикасси – «Чи лайӑх алӑ ӗҫӗ», Крикакасси ялӗпе Ҫӗктер поселокӗ «Чӑваш культурине аталантарассишӗн тӑрӑшнӑ» номинацисенче дипломсене алла илчӗҫ.
Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Темиҫе инкеке регистрациленӗ хыҫҫӑн ЧР чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсемпе тимлекен патшалӑх комитечӗн специалисчӗсем Вӑрман-Ҫӗктер, Шӗнерпуҫ, Лапсар ял тӑрӑхӗсенчи юхан шывсене тӗрӗсленӗ: инкексем хыҫҫӑн кӑна шыва кӗме юраманнине палӑртакан аншлагсем вырнаҫтарнӑ иккен асӑннӑ вырӑнсенче.
Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
«Президент Ново-Огаревӑра ӗҫлет, вӑл Казахстан ӗҫтешӗпе Токаевпа телефонпа калаҫнӑ ӗнтӗ. Эпир ҫитес минутсенче тивӗҫлӗ пӗлтерӳ паратпӑр, вӗсем Раҫҫейпе Казахстан икӗ енлӗ ҫыхӑнса килӗшӳллӗн ӗҫлессине, энергетика ыйтӑвӗсем ҫине акцент туса, сӳтсе явнӑ», — пӗлтернӗ Песков журналистсене.
Кремльте Путинпа Токаев телефонпа калаҫни ҫинчен пӗлтернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... rn-3899916
Малашне тӗш тырӑ культурисен тата нумай ҫул ӳсекен курӑксен вӑрлӑхӗсене туса илессипе тата сутассипе ятарласа ӗҫлеме хатӗрленекен ял хуҫалӑх предприятийӗнче тӗрлӗрен институтсемпе ҫирӗп ҫыхӑну йӗркелесе черетлӗ ҫур акире усӑ курма 80 тонна ытла супер элита тата элита вӑрлӑхсем туяннӑ.
Ака ӗҫӗн пуҫламӑшӗ ӑнӑҫлӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... ac%d0%bba/
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗн Анатолий Аксаковӑн Тав хутне тивӗҫнисен йышӗнче ҫаксем: Андрей Воробьев — ЧР адвокатсен коллегийӗн членӗ, Денис Галошевпа Андрей Светлов — уйрӑм предпринимательсем, Дмитрий Судаков — «Чӑвашэнерго» уҫӑ акционерлӑ обществӑн участок мастерӗ.
Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/
«Чӑвашсен хушшинче пултаруллӑ ҫын нумай. Вӗсенчен пӗри — пирӗн Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев. Пирӗн вӑл пуҫланӑ ӗҫсене малалла тӑсмалла», — терӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев палӑкӗ умне чечексем хунӑ май.
Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енри сывлӑх сыхлавӗн сфери пирки сӑмахланӑ май, регионта сывлӑх сыхлавӗн виҫӗ шайлӑ тытӑмӗпе медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме стратеги хатӗрленине пӗлтернӗ: пысӑк технологиллӗ медицина хатӗрӗсемпе халӑхӑн сывлӑхне сиплени ҫинчен те асӑннӑ.
Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz
«Пирӗн ентешӗмӗрӗн, СССР виҫҫӗмӗш космонавчӗн Андриян Николаевӑн тӑван тӑрӑхӗнче, Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗн Шуршӑл салинче, энергоцентр хута яма тӗллев лартнӑ. Региона тӑнӑҫлӑ аталанса пыма май паракан ҫул-йӗре тытса пыратпӑр», – тенӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май республика Пуҫлӑхӗ.
ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i
Темиҫе томлӑ романра яланхи пекех нумай персонажсем, тӗрлӗ халӑх ҫыннисем, пурлӑхпа культура тӗлӗшӗнчен тӗрлӗ шайра тӑракан сийсем, расна сюжет йӗрӗсем, шалти тата тулашри плансем, ҫав тери анлӑ географи — пӗр сӑмахпа каласан, романа тӗплӗн тишкерсе тухма пайтах вӑхӑт та, вырӑн та кирлӗ.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
Пурис вара кун пек чухне йӗри-тавраллах, сапӑнса, кӑра хум ывӑтса ярать, унӑн кашкӑр асав шӑлӗсем чӑшӑлл! ӳссе хӑпарса каскӑчланаҫҫӗ, кӑкӑрӗ ҫинчи йӑшӑркка ҫӑмӗ йӑшӑлт ҫӗкленсе шӑртланать, чӑмӑртаннӑ чышкисем те ҫӑтӑр-ҫӑтӑр хытса тимӗрленеҫҫӗ, пӳрнисен чӗрнисем ал тупаннех касса кӗреҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫав движени законӗсемех спутниксемшӗн те вырӑнлӑ пулса тӑнине пула, планетӑпа спутник хушшинче, пӗтӗмлетсе каласан, пӗлӗт ҫинчи икӗ япала хушшинче ҫав япаласене иккӗшне те тивсе тӑракан, вӗсен массисене тӳрӗ пропорциллӗ, вӗсен центрӗсем хушшин квадрачӗпе хирӗҫле пропорциллӗ вӑйсем пур.
V. Пӗтӗм тӗнчери туртӑм законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Килӗнченех тытса кайнӑ сурӑххи пирки сӑмах тапратсан, Сӑпани мӑнаккӑшӗ: «Ара, — терӗ ӗнер, — пусса, ашне фронта ӑсатаҫҫӗ пуль. Тирне, тимлесе, салтаксене валли кӗрӗк ҫӗлеттернӗ чух усӑ кураҫҫӗ пуль… Налукне, тавлашмалли ҫук, вӑхӑтрах тӳлемелле ӗнтӗ. Укҫи тупӑнмасть-ҫке тулӗк ним туса та…»
Улттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Ковалев майор Сеннӑй площадь ҫывӑхӗнче пурӑнать («манӑн хваттер Садовӑй урамра»), Иван Яковлевич цирульник Вознесенски проспектра пурӑнать, Поприщин та ҫак вырӑнсенчех ҫӳрет, вӑл Зверков пӳрчӗ патне ҫитсе тухса унтан тӗлӗнсе тӑрать: «Ку ҫурта пӗлетӗп, ку Зверков ҫурчӗ», терӗм хам ӑшӑмра.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Апрелӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.Николаев Раҫҫей Правительствин вице-премьерӗпе В.Абрамченкопа тӗл пулса Чӑваш Енӗн агропромышленноҫ комплексӗн аталанӑвӗпе тата экологи сферипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, ҫав шутра регионта хӑмла ҫитӗнтерес ыйтӑва та пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.
Районта ҫитӗннӗ хӑмла ҫӗршывӗпех саланать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9117-rajonta ... kh-salanat
Патӑрьел муниципалитет округӗн администрацийӗ ҫумӗнчи ҫул ҫитмен ачасен прависене хӳтӗлес тӗлӗшпе тимлекен комиссин анлӑ ларӑвӗнче хускатнӑ ыйтусенчен пӗри - Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнчи вӗрентӳ учрежденийӗсенче террорла тата криминаллӑ хӑрушлӑхран асӑрханса пурнӑҫлакан ӗҫсем пирки пулчӗ.
Террорла хӑрушлӑхран та, ҫул-йӗр ҫинчи аварирен те асӑрханмаллах // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51321-terr ... hanmallakh
Министрсен Канашӗн аппаратне Чӑваш Ен Президенчӗн Администрацине- республика Правительствин тата Пуҫлӑхӗн ӗҫ-хӗлне тивӗҫтермелли органа - ҫӗнетсе улӑштартӑмӑр», – тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗ Николай Федоров.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/05/chav ... ije-30-cul
Хулара-ялта чӑвашла ҫырнӑ лозунгсем, плакатсем, вывескӑсем сахаллине сӑнасан, чӑваш ялӗнче, халӑх умӗнче, доклад тума тухсан, вырӑсла «перкелешекен» чӑваша курсан е шкулсенче ачасене ытларах вырӑсла вӗрентнине илтсен-тусан, чӑваш чӗлхи пӗтсе пырасси пирки «тута пӑрса» калаҫма тытӑнаҫҫӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.